Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лӑштах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сурансем те лӑштах кайнӑ пек туйӑнатчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫтаппан макӑрма пултарсан куҫҫульне ҫӑл шывӗ пек юхтарӗччӗ те, вара, тен, чӗри лӑштах кайӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӗтел хушшинчи ҫын «ӑнлантӑс» тесен, Сехенер чӗри лӑштах кайрӗ, вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ!

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Халь чун лӑштах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лӑштах сывласа янӑ Кирилл палӑртнӑ ӗҫе ҫӗрле, Денис патне каяс умӗн ҫеҫ тума шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Тимуш мунча умӗнче тӑчӗ-тӑчӗ те: — Ӗнтӗ чӗре лӑштах пулчӗ, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Нумай пулмасть эпӗ Елюк Ҫтаппана чӑнахах пӑрахса кайнине пӗлтӗм те хытӑ савӑнтӑм, чӗре лӑштах пулнине туйрӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чунӗ лӑштах пулчӗ Тарановӑн: «Тӗлӗкре курӑннӑ-иҫ ку хӑрушӑ акӑш-макӑш!»

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Аня лӑштах сывласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Ах, — лӑштах пулчӗ Аня.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Ак сана туй! — ҫурт умӗнчи сак ҫине лӑштах ларчӗ Илюш.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Халӑх куна илтсен, лӑштах сывласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлханнӑ ял // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑшӑ шыв ӗҫнӗ хыҫҫӑн ывӑлӗ, ҫӗрӗпе ҫывӑрманскер тата суранпа асапланса халтан кайнӑскер, лӑштах пулчӗ, анчах ҫывӑрса кайиччен амӑшӗ енне ҫаврӑнчӗ те хуллен ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑрмана ҫитсе ӳксен, пурте лӑштах сывласа ячӗҫ, хӑйсем ирӗке тухнине малтанлӑха ӗненме те йывӑр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл калаҫма чарӑнсан лӑштах пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Савӑннипе хама, лӑштах ярса, вӗри мунчаран уҫӑ сывлӑша валт кӑна сирпӗнсе тухса таса юр ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкнӗнех туйрӑм.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Тинех Ула Тимӗр ӑшчикки, икӗ тӗпсӗр чӑнкӑ ту хушшине карнӑ хурҫӑ трос тӑрӑх, шайланса, сапаланмасӑр, ҫӗнтерӳллӗн утса тухнӑ пек, лӑштах пулчӗ — «кӗтнӗ кайӑк йӑварах пулчӗ», савнийӗ те ун патнелле магнитлах туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ленӑн чӗри лӑштах пулчӗ, вӑл ҫӗрти чӗпӗсене каштасем ҫине лартма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халӗ, ак, зоотехник вӗсен ятне ырӑпа асӑнсан, Ленӑн чӗри лӑштах пулчӗ, апла вӑл ӗҫри юлташӗсем ҫине хӑюллӑнах пӑхма пултарать.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Юрать-ха, сехет хушшинче виҫӗ карчӑка лартса килчӗҫ те, ман чун лӑштах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех