Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лӑпланчӗ (тĕпĕ: лӑплан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Залри шӑв-шав самантрах лӑпланчӗ, шӑна вӗҫни илтӗнмелле шӑплӑхра атаманӑн хӑйӑлтатарах тухакан хулӑн сасси уҫҫӑн илтӗнсе тӑчӗ:

В зале утих шум, в установившейся тишине четко зазвучал низкий, осенне-тусклый тембр атаманского голоса.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Подтелков сӗтеле чышкисемпе кӑрслаттарса шаккарӗ — ҫухӑрашу лӑпланчӗ.

Подтелков громил кулаками стол — и рев смолкал.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тимофей Ильич миҫе лав кирлӗ иккенне шутлама пуҫларӗ, кӑшт лӑпланчӗ, анчах час ҫывӑрса каяймарӗ.

Тимофей Ильич стал в уме подсчитывать, сколько потребуется подвод, немного успокоился, но уснул не скоро.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Нарыжный лӑпланчӗ, пукан ҫине ларчӗ, ун куҫӗсем кӑшт хӗсӗнкелесе, ӑшӑ телейпе ҫуталчӗҫ.

Нарыжный успокоился, сел на стул, глаза его немного зажмурились и наполнились теплотой счастья.

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл стартер кнопкине пусрӗ, мотор ҫиллес мӗкӗрсе ячӗ те часах лӑпланчӗ.

Нажал кнопку стартера, мотор сердито взвыл.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унтан пурте лӑпланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чунӗ хӗпӗртерӗ, лӑпланчӗ.

На сердце было светло и спокойно.

VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫил лӑпланчӗ, часах ҫумӑр пуҫланасса пӗлтерсе тавралӑх шӑпланчӗ.

Ветер утих, наступила тишина, предвещающая близость дождя…

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унтан татах вӑл ывӑлне ытараймасӑр тахҫанччен пӑхса ларчӗ, вара лӑпланчӗ те ерипен пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Еще долго смотрела Ниловна на спящего сына и, успокоившись, тихо пошла в хату.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Округ атаманӗ килсе ҫитрӗ те пристав лӑпланчӗ.

Подошел окружной атаман, и пристав стих.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Калаҫу хуллен-хуллен лӑпланчӗ, комисси тата ҫывӑхарах ҫитрӗ, Григорий патне ҫитесси темиҫе ҫын кӑна юлчӗ.

Разговоры постепенно смолкли, комиссия подходила ближе, до Григория оставалось несколько человек.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ыратни лӑпланчӗ, анчах та шалтан айӑкран темӗнле чунлӑ хӑват ӑна ҫине-ҫинех темиҫе хутчен ҫилӗллӗн те вӑйлӑн тӗртсе илчӗ.

Боль утихла, а в боку что-то живое, переворачиваясь, стукнуло гневно и сильно, несколько раз подряд.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич килениччен тӑпӑртатрӗ те лӑпланчӗ.

Пантелей Прокофьевич напрыгался и притих.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах хӑйӗн хӗрӗ ҫунашкапа туртса кайма шут тытнине пӗлсен, лӑпланчӗ, тухас темерӗ, киле ҫитес пулсан сахалран та пӗр ҫӗр утӑм утмалла пулать, икҫӗрне те утма тивӗ тен, шухӑшларӗ вӑл.

Но как скоро услышал решение своей дочери, то успокоился и не хотел уже вылезть, рассуждая, что к хате своей нужно пройти, по крайней мере, шагов с сотню, а может быть, и другую.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Матвей Юргин ҫурҫӗр иртсен чылай ҫӗрле кӑна, хӑйӗн роти ҫапӑҫӑва питӗ лайӑх хатӗрленсе ҫитнине, ыран вӑл пурнӑҫне хӗрхенмесӗр ҫапӑҫассине ӗненсе илсен ҫеҫ кӑштах лӑпланчӗ, вара нумаях пулмасть тупнӑ телейне ҫӗнӗрен туйса илчӗ.

Только далеко за полночь, твердо убедившись, что рота отлично подготовлена к бою и завтра будет сражаться беззаветно, Матвей Юргин немного успокоился и вновь ощутил тепло того счастья, какое он познал совсем недавно.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Лена лӑпланчӗ, хавасланнине тата телейне пытармасӑр, Юргин каланине итлерӗ, вӑл пулса пурнӑҫа лайӑх курнинчен, хӑйӗннипе унӑн пурнӑҫӗ ҫинчен хӑюллӑн шухӑшланинчен тӗлӗнчӗ…

Присмирев, не скрывая восхищения и счастья, Лена слушала Юргина и втайне поражалась тому, как он хорошо видит будущее, как смело, красиво мечтает о своей и ее жизни.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах халь, сиксе тӑма хатӗрленнӗ самантра, хӑйне тӗлӗнмелле хӑват килсе кӗнине Марийка сасартӑк туйса илчӗ; унӑн пӑшӑрханӑвӗсем пӗтӗмпех сирӗлчӗҫ те ӳт-пӗвӗ ҫирӗпленсе лӑпланчӗ.

Но сейчас Марийка вдруг почувствовала, что в тот момент, когда она приготовилась к прыжку, к ней пришла необыкновенная сила; все ее тревоги рассеялись и тело успокоилось.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унӑн ырӑ кӑмӑллӑ та ҫемҫе чӗри тахҫанах лӑпланчӗ, халӗ ӑна туйӑнчӗ, — ҫук, туйӑнчӗ ҫеҫ те мар, — Хворостянкин ку хутра ҫеҫ ӑна кирлӗ пек ӑнланнине, халӗ ӗнтӗ унӑн кӑмӑл-туйӑмӗнче кӗтнӗ улшӑну пулса иртессине тарӑнӑн ӗненчӗ вӑл халь.

Ее доброе и мягкое сердце давно уже успокоилось, теперь ей казалось, — нет, не только казалось, — что Хворостянкин лишь на этот раз понял ее как необходимо, и теперь она глубоко уверовалась, что в его настроении произойдут ожидаемые изменения точно произойдут.

VI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫемҫе курӑк хушшинче нумай сехет хушши ларнипе тата вӑрмантан килекен сулхӑна туйса, Евсей ӳт-пӗве чӗтретнинчен ерипен хӑтӑлчӗ, лӑпланчӗ.

Много часов сидя на мягкой траве и ощущая прохладу, идущую из лесу, Евсей постепенно избавился от лихорадки и успокоился.

X // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ир енне вӑл лӑпланчӗ, эпир вара хайхи юрату тенӗ туйӑма пула мирлешрӗмӗр.

К утру она успокоилась, и мы помирились под влиянием того чувства, которое мы называли любовью.

XXII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех