Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лекнине (тĕпĕ: лек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫинук каччӑ ытамне мӗн хушӑра лекнине те сисеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Старик хӗсӗкрех куҫӗпе пирӗн ҫине кӑмӑллӑн пӑхкаласа: — Аннӳсем эсир тыткӑна лекнине пӗлмеҫҫӗ пулӗ-ха, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тырӑ ман армана лекнине халӑха пӗлтермелле мар, ҫавӑнпа, эпир тырра мӑкаҫейрен турттарса пӗтерсенех, пуш хуралта вут тӗртсе ҫунтарас тетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Наҫтиҫ каласа пани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

(Сылтӑм пеҫҫине шрапнель ванчакӗ лекнине Ваҫук ҫапӑҫу хыҫҫӑн ҫеҫ курчӗ.)

А третью (в правое бедро попал кусок шрапнели) он обнаружил лишь после боя.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кашни хускалмассерен вӑл хӑйӗн ӳтне йӗпе кӗпе-тум-тир лекнине туйса тӑрать.

Мокрая одежда заледенела и холодила тело.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Лайӑхрах, лайӑхрах! — терӗ Марине, Липа Ятман ытамне лекнине курсан, хӑй каллех Ятман патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кун хыҫҫӑн тин вӑл ултавҫӑ серепине лекнине ӑнланнӑ, полицие кайса пӗлтернӗ.

Только в этот момент мужчина понял, что попал на мошенника, и обратился в полицию за помощью.

Хитре телефон номерӗ илес тесе укҫа куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32873.html

Ҫав кунхине ирхине хӗвел тухсан кашкӑр ҫухалнине курсан, Сарпике чун-чӗрипе Аспар инкеке лекнине сисрӗ.

Куҫарса пулӑш

Курайманлӑх // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Патша керменне сыхлакан ушкӑна лекнине вӑл икӗ ҫултан кӑна пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Е ҫын ӑсӗпе калаҫни хупларӗ-шим?» — хӗнлӗхе лекнине аса илсе пӑшӑрханчӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ялйыш мар, Паймукӑн килӗнчисем те чухлайман ют вӑр мӗнле вӗсен таврашне килсе лекнине.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Халӗ вара, — терӗ Джесси, — эпӗ сире каласа паратӑп, вара эсир эпӗ сирӗн калаҫӑвӑр шухӑшне лекнине куратӑр.

— А теперь, — сказала Джесси, — я расскажу вам, и вы увидите, что я могу попадать в тон.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Нимӗн те каламасть, хӗр ҫине пӑхать кӑна, апӑрша кунта мӗнле килсе лекнине тӗрӗс хаклама тӑрӑшать.

Он ничего не говорил, а только смотрел на девушку, пытаясь правильно оценить ее появление.

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Эрлӗк пур: вӗсем сирӗн кӗсйӗре ӑҫта-еплерех лекнине пӗлейместпӗр.

— Досадно, что не придется знать, откуда появились они в вашем кармане.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Килне ҫитсен вӑл ҫул кӑтартуҫӑ негр ҫухалнине пӗлчӗ; хайхискерӗн сунар эрттелне слон кӗтӗвӗ пухӑна-кан тӗле илсе ҫитермеллеччӗ, ӑна ҫакӑншӑн малтанлӑха шӑрҫа ҫыххи тата пӗр кӗленче шур эрех панӑччӗ; вӑл, ахӑртнех, хӑрушӑ сунарӑн кӑмӑллах мар пулӑмӗсемпе теветкеллӗхе мар, хӑйне мӗн лекнине суйласа илнӗ.

Дома он узнал, что негр, взявшийся служить проводником к месту, посещаемому слонами, получив в задаток связку бус, а также бутылку водки, рассудил предпочесть эту добычу риску и неприятностям опасной охоты.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Мана аптӑратсах ячӗҫ, анчах кӗҫех лӑплантӑм та ӑҫта килсе лекнине тӗсеме-тӗнчеме пикентӗм.

Я был сбит, но скоро оправился и стал осматриваться, куда попал.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ҫакнашкал япаласене илтсен Молли еплерех сивлеклӗхе лекнине пӗлесчӗ сирӗн!..

Надо знать мрачность, в которую она впадает, когда слышит такие вещи!

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Тӗнче маншӑн халӗ кӑн-кӑвак, мӗн пемеллине пӗлмесӗр алла мӗн лекнине — ылтӑн укҫасене — ярса тытрӑм та эшкер ҫинелле мӗн пур вӑйран ывӑтрӑм, ҫынсенчен ҫурри халь-халь кайса ӳкесле ахӑлтата-ахӑлтата тухса сирпӗнчӗ.

Мир посинел для меня, и, не зная, чем запустить в толпу, я схватил первое попавшееся — горсть золота, швырнув ее с такой силой, что половина людей выбежала, хохоча до упаду.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эпӗ хытӑ ҫилленеетӗп, енчен те пуҫӑма тилӗрӳ сирпӗтсе ярсан мана нумай кирлӗ мар: мӗн пурри пирки манса чарусӑр ӑнтӑлӑвӑн вӗрекен тӗттӗмлӗхӗнче вирхӗнетӗп-ыткӑнатӑп та ал айне мӗн лекнине ҫапатӑп-вататӑп.

Я подвержен гневу, и если гнев взорвал мою голову, немного надо, чтобы, забыв все, я рванулся в кипящей тьме неистового порыва дробить и бить что попало.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Шуррисем патне епле лекнине, мухтавлӑ Чубука епле ярса тытнине, вӑл мӗнле вилемпе вилнине те каларӑм, анчах Чубук юлашки хут сурнине никама та пӗр сӑмах каламарӑм.

как попал к белым, как был захвачен и погиб славный Чубук, только о последнем, плевке Чубука, не сказал я никому.

XI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех