Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лекнине (тĕпĕ: лек) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шупашкара мӗнле килсе лекнине те чӑннипе каламарӑм эпӗ сана.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чирӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗнче ҫутта, сасӑ панине, хӑйне тытнине, лекнине те туйми пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне урни // А.СИДОРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/e%d0%bd%d0% ... %bd%d0%b8/

Хӑйсен йӗрӗ ҫине милици таврашӗ лекнине сиссен Наталь Шупашкара, амӑш килне, тарса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑйӗн куккӑшӗ тӗрмене мӗншӗн лекнине Таранов пӗлет: пӗр улах хваттерте юлташӗсемпе пӗрле эрех ӗҫсе ларнӑ чух Сехмет Сантӑркки сӑнӳкерчӗк ҫинчи Сталинӑн икӗ куҫне те ҫӗҫӗпе чиксе шӑтарнӑ: «Эс халӑха вырӑс патшисенчен те ытларах инкек кӑтартатӑн, тӗнче ҫине пӑхма вӑтанмалла сан — ҫакӑнта та пулин куҫсӑр юл!» — кӑшкӑрнӑ хӑй.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑй халь тӗрмерен таврӑннине те, унта мӗншӗн лекнине те, хӑй тӗрмере пулнӑ хушӑра арӑмӗ тепӗр ҫынпа пӗрлешнине те, кил-ҫурчӗ ҫунса кайнине те — ним те, ним те пытармарӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тусӗсемпе пӗрле утнӑ май Асмантей хӑй епле тыткӑна лекнине аса илме тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Командир пире, сывӑ юлнисене, пӗр ҫӗре пухрӗ те хамӑр епле вутлӑ унка лекнине каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ӗнтӗ хӑй мӗнле танатана лекнине пӗтӗмпех ӑнкарса илнӗ яш ар инкекрен хӑтӑлма ним тума пӗлмесӗр, куҫне Турӑран уйӑрмасӑр чунтан-вартан, хурахлатсах юншахлама, тилмӗрме пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫур ҫултанах Ула Тимӗрпе Полинӑн пӗртен пӗр ывӑлӗн, Лешан, чип-чипер таса ӳсекен вун тӑватӑ ҫулхи ачан, пырне пулӑ шӑмми лекнине пула тӑприне таптама тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Урапа ҫинче ларса пыракан хӗрарӑм та, мӗнле хӑрушлӑха лекнине халӗ тин ӑнкарса илнӗскер, ҫухалса кайрӗ, лашине чарма та, аяккалла пӑрма та пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӑйсем ӑҫта лекнине ӑнкарса илеймесӗр, йӗри-тавра сехӗрленсе пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, анчах та вӗсене никам та тивменнине, хӑйсем ирӗкрине сиссе часах урисем ҫине ҫӗкленчӗҫ, шит тӑршшӗ ҫитӗннӗ ҫемҫе курӑк тӑрӑх чӑл-пар саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Эсӗ ку тӳме ӑҫта пулнине, шыва мӗнле лекнине курнӑ-и?

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Листовкӑсене кам ҫырнине, вӗсем кунта епле майпа килсе лекнине вӗренекенсем хӑйсем те пӗлеймерӗҫ-ха…

Хотя об авторе листовок и о том, каким образом они здесь очутились, никто ничего сказать не мог…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫав самантра хӑй мӗнле серепене лекнине, ҫак кунтан пуҫласа хӑйӗн ирӗклӗ яшлӑхӗ, хусах ӗмӗрӗ таврӑнми иртсе кайнине ӑнланса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ирхине вӑл мамӑк тӳшек ҫинче вӑранчӗ, пӗр хушӑ хӑй ӑҫта килсе лекнине ӑнланса илеймерӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Таврари халӑхшӑн хӑй турӑ та патша пулса тӑнӑ Михха тинех халӑх тыткӑнне лекнине тавҫӑрса илет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Микула йӑлтах ырӑ кӑмӑл-ӗмӗте путса тӑнипе хӑй ӑҫтине, мӗнле майпа кунта килсе лекнине те манчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем хӗрне пысӑк хуйхӑ, тен, ирсӗр мӑшкӑл лекнине туйрӗҫ пулсан та, пӗр сӑмах чӗнмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унта мӗнле пырса лекнине те пӗлместӗп.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Василь-Новгородра вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫса тыткӑна лекнине манман иккен-ха Тукайпа Акпарс.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех