Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларатчӗ (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сӑпани пырса кӗнӗ чухне Ольга Матвеевна сӗтел хушшинче ҫиччӗллӗ краҫҫын лампи ҫутинче темле хутсем пӑхкаласа ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл Ванькка пынӑ чухне килтехчӗ, тетрадьсем тӗрӗслесе ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телее, участок милиционерӗ килӗнчехчӗ, темле хутсем пӑхса ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кухня умӗнчи вӑрӑм сӗтел хушшинче темиҫе офицер апат ҫисе ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫулӗ тертлӗ пулчӗ ҫав, пуйӑс, вутӑ пӗтнипе е пӑравус ванса кайнипе, уй варринчех чарӑна-чарӑна ларатчӗ, вакунсенче шыв шӑнатчӗ — хӗл ҫав тери сивӗ тӑчӗ вӑл вӑхӑтра, сурчӑк ҫӗре ӳкиччен пӑрланатчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Астӑвать-ха Нина: экзаменсем вӑхӑтӗнче вӑл час-часах чӳречерен пӑхса ларатчӗ, иртен-ҫӳренсем ҫине ӑмсанса пӑхатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Юрий Владимирович зала ҫитсе кӗнӗ ҫӗре унта халӑх сахалах мар ларатчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Пушӑ вӑхӑт тупӑнсанах алла кӗнеке тытса ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Кондратий садра вуласа ларатчӗ.

Кондратий читал в саду книжку.

10 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Эмиль киле таврӑннӑ чух Лина макӑрса ларатчӗ.

Вернувшись домой, Эмиль застал Лину в слезах.

Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Лешӗ ун чух шӑпах каҫхи апат кӗтсе ларатчӗ.

Тот угрюмо ждал, чтобы ему подали ужин.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Май пуҫламӑшӗнчи пӗр ырӑ каҫ, тунтикун, Лина крыльца ҫинче ӑна кӗтсе ларатчӗ.

Но в один прекрасный вечер, в понедельник, в начале мая, Лина сидела на крылечке и, как всегда, ждала его.

Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эпӗ каласа панисене вӑл ҫав тери тимлӗн итлесе ларатчӗ, эпӗ каласа панисем тӑрӑх питех те ӑслӑ асӑрхаттарусем тӑватчӗ.

Он слушал меня с большим вниманием и делал мудрые замечания по поводу моих рассказов.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл хула тинӗс хӗрринчен вунсакӑр акӑлчан милӗнче ларатчӗ.

Города, расположенного в восемнадцати английских милях от морского берега.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Глюмдальклич пӳлӗмӗнче ҫавӑн пек музыка инструменчӗ ларатчӗ.

Такой же инструмент стоял в комнате Глюмдальклич.

Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл эпӗ пӗчӗкҫеҫ татӑксем иле-иле ҫӑвара хыпнине пӑхса савӑнса ларатчӗ.

Наблюдать за моей едой и моими крошечными порциями доставляло ей большое удовольствие.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ман ҫине ан сиксе лартӑр тесе, хуҫа арӑмӗ юратнӑ кушакне хытӑ тытса ларатчӗ.

Хозяйка крепко держала свою любимицу, опасаясь, как бы она не прыгнула на меня.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Лина чутах Эмиль ҫине хӑпарса ларатчӗ вӗт.

Лина чуть не наступила на Эмиля.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Пӗчӗк Коля каласа панине Володя ҫав тери тимлӗн итлесе ларатчӗ.

Володя с огромным удовольствием и вниманием слушал рассказы Коли Маленького.

Володя // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Марина та ҫак ачана юратрӗ пулмалла, ӑна вӑл шефа илчӗ: унӑн кӗпи-тумне ҫуса тасататчӗ, сапласа паратчӗ, нумайччен унпа калаҫса ларатчӗ, Яна Мускав ҫинчен, метро ҫинчен, шкулсем ҫинчен кала-кала паратчӗ.

Марина, видно, тоже полюбила мальчика и взяла над ним шефство: стирала и штопала его одежду, подолгу бывала с ним, рассказывала ему о Москве, о метро, о школе.

Пулӑшакансем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех