Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ларатчӗ (тĕпĕ: лар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тепӗр чухне тата анне ҫине те хӑпарса ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Каҫхине эпир — анне, ултӑ ҫулхи аппа тата эпӗ, тӑватӑ ҫулхискер, — вырӑн ҫине ҫывӑрма выртсан, Катя пирӗн пата пырса ларатчӗ те, пӗр ҫемӗллӗн мӑр-мӑр-мӑр «кӗрпе арманӗ авӑрта-авӑрта», ӑс-тӑна йӑштарса, сӗмлентерсе, сисӗм-туйӑмсӑрлантарса, пире «чи-чи-чи тутлӑ тинӗс тӗпнелле йӑр-йӑр-йӑр шуҫтарса-ярӑнтарса» хӑваратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Шӑпах тахӑшӗ-пӗри ҫак эрӗм-ыйтӑва тӳррӗн, ыттисем те илтмелле парасран шикленсе ларатчӗ Магаев.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Амӑшӗ пырса кӗнӗ чухне те вӑл пуҫне чиксех ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ираида Васильевна пырса кӗнӗ чухне те вӑл кӗнеке умӗнче ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл кӗнекесем туяннӑ, лекцисенче те ҫав кӗнекесенех вулакаласа ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Анчах пухура сӑмах тухса каланине илтмен эпӗ Ахаха, вӑл итлесе кӑна ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Сӗтелӗн тепӗр вӗҫӗнче темӗнле тип хӑй умӗнчи хутсем ҫине тарӑн шухӑша путса пӑхкаласа ларатчӗ.

На другом конце стола сидел какой-то тип, углубившийся в свои бумаги.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чул ҫинче, казарма килхушшинчи пӗр кӗтесре ларатчӗ.

Сидит на камне, в уголке казарменного двора.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сехечӗ-сехечӗпе пӗр-пӗччен пирус туртса, шухӑша кайса ларатчӗ, ун тавра пирус тӗпӗ купаланса выртатчӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тата, астӑватӑн-и, пирӗн класра манпа юнашар парта хушшинче пысӑк хура куҫлӑ хӗрача ларатчӗ?

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чӗмпӗртен эрнелӗхе килнӗ Кӗҫтук хӑйӗн пӳлӗмӗнче кӗнеке вуласа ларатчӗ — пӳрт умӗнчех шӑнкӑрав янранине, шӑнса хытнӑ юра ҫуна тупанӗ кӑчӑртаттарнине илтрӗ те чӳречерен пырса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл Ивановпа пӗр парта хушшинче ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухин пырса кӗнӗ чух Матви сӗтел умӗнче ларатчӗ, арӑмӗ тӗпелте тем тӑрмашатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хатӗрленӳ класӗнче Константин Ивановпа юнашар, пӗр парта хушшинче, кам ларатчӗ?

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗрре, шӑранса тӑракан илемлӗ ҫу кунӗ, вӑл садри пӳртре канса ларатчӗ — сасартӑк портативнӑй приемник Мускавран правительство хыпарӗ пуласса пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Унта Ҫӗн ҫултанпах пӗр стакан пек эрех ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Лавр Польӑн вӑрҫӑра вилнӗ упӑшкин япалисене, ҫи-пуҫне, стена ҫинчи хура рамкӑри сӑнне курсан та именетчӗ; арӑмӗ ҫын умӗнче вилнӗ упӑшки ҫинчен калаҫма пуҫласан, вӑл нимӗн чӗнейми пулса ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Таня, ыйхӑ тӗлӗшпе кулкаласа, анасласа ларатчӗ — тепӗр самантран унӑн ыйхи вӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ӗҫе вӑл яланах чи малтан ҫитсе ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех