Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫӳлхуҫа Турӑ Моисее пуху чатӑрӗнчен чӗнсе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: сирӗн хушшӑртан кам та пулин Ҫӳлхуҫана парне кӳрес тесессӗн, вӑл выльӑх-чӗрлӗх парни пулсассӑн, хӑвӑр парнӗре шултӑра тата вак выльӑх кӳрӗр.
Лев 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Чӗри хушнипе, кӑмӑлӗ туртнипе ҫынсем пуху чатӑрӗ тумашкӑн, унта мӗн кирлине пурне те тумашкӑн, [пӗтӗм] сӑваплӑ тумтире тумашкӑн мӗн-мӗн кирлине илсе Ҫӳлхуҫана парне кӳнӗ; 22. упӑшкисем арӑмӗсемпе пӗрле пынӑ, пурте чӗри хушнипе ҫӗрӗсем, алкасем, куҫлӑ ҫӗрӗсем, хӑлха ункисем, тӗрлӗ ылтӑн япала илсе пынӑ, Ҫӳлхуҫана ылтӑн кӳрес теекенӗ кашниех ҫапла тунӑ; 23. камӑн сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм, виссон, качака ҫӑмӗ, хӗрлӗ тутарнӑ така тирӗсем, кӑвак тирсем пулнӑ, вӗсем ҫавна илсе пынӑ; 24. кӗмӗл е пӑхӑр параканӗ кашнийӗ ӑна Ҫӳлхуҫана парне кӳме илсе пынӑ; камӑн ситтим йывӑҫӗ пулнӑ, вӑл ӑна кӗлӗ чатӑрне кирлӗ ҫӗре илсе пырса панӑ; 25. ӑстайлӑ хӗрарӑмсем пурте арланӑ, вара сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ тӗслӗ ҫип, виссон пырса панӑ; 26. арлама пӗлекен пур арӑм та хӑйӗн чӗри хушнипе качака ҫӑмӗ арланӑ; 27. халӑх пуҫлӑхӗсем ефодпа кӑкӑрлӑх валли оникс чулӗ тата харшаласа лартмалли чулсем, 28. ырӑ шӑршӑлӑх, ҫутаткӑҫ валли тата сӗрмелли ҫу тума, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелли тума йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пынӑ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Федераци министерстви Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисенче каяшсене сортлакан станцисен строительствине хушма пулӑшу кӳрес ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Тӗп вырӑнта - строительство ыйтӑвӗсем // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри пулӑшу ӗҫӗсен пахалӑхне, ҫурт-йӗр фончӗн объекчӗсене тытса тӑрассин тухӑҫлӑхне, инфратытӑма лайӑхлатас, управляющи организацисен ӗҫне тӗрӗслесе тӑрассине вӑйлатас, картишсен территорийӗсене хӑтлӑх кӳрес тӗлӗшпе тимлӗх пысӑк.
Халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерессин тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2016/03/18/Pozdra ... jeva_s_Dn/
Шыв пуянлӑхне тӑкак кӳрес мар тесен ӗҫ пуҫариччен пирӗнпе ҫыхӑнса канашламалла.
Пулӑ мӗншӗн сахалланать? // Анатолий МАКСИМОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
Темиҫе районти хуҫалӑхсем имҫам кӳрес енӗпе ҫителӗксӗр ӗҫлеҫҫӗ.
Кун йĕркинче - çывхаракан çураки // Е.ЯКОВЛЕВ . «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Чӑваш Енре пӗр-пӗринпе тупӑшса ӗҫлессине лайӑх витӗм кӳрес тӗллевпе чи малтан аталантармалли социаллӑ пӗлтерӗшлӗ рыноксен шутне - ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илекенсемпе ӑна тирпейлекенсен, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ рыноксен йышне шкул ҫулне ҫитичченхи ачасене пӗлӳ парас, эмелпе медицина хатӗрӗсем сутассине ваккӑн йӗркелес ӗҫсен, медицинӑн, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн, вак суту-илӗвӗн, ҫыхӑнӑвӑн, пурӑнмалли ҫурт строительствин пулӑшу ӗҫӗсен рынокӗсене кӗртнӗ.
Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№