Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтмелле сăмах пирĕн базăра пур.
кӗтмелле (тĕпĕ: кӗтмелле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь кама кӗтмелле?

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ырӑ ҫынсене, хамӑр ялсене кӗтмелле те, пӗтмелле те пама пултаратӑп.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗлет-ха, кӗтмелле мар, пӗтмелле илеҫҫӗ ҫӑткӑн баскаксем, анчах вӗсемпе те хирӗҫсе пурӑнма юрамасть-ҫке.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрре тархасласа «кӗтмелле» ыйтаҫҫӗ мурсем, тепре аслӑраххисем килсен хӑратса пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫара кунта пӗтерсе тӑксан пушшех нумай кӗтмелле пулать.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эппин, Мускав майлӑ тӑракан княҫсен тата тепӗр ҫуркуннене кӗтмелле.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Малтан Хусан патне ҫитмелле, вӑрҫӑ пӗтессе кӗтмелле, унтан асапланса Атӑл тӑрӑх кунталла хӑпармалла.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак савӑнӑҫа тӑватӑ ҫул хушши кӗтмелле пулчӗ-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Стражник хурал пӳртне уҫса парассине пирӗн нумай кӗтмелле пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттене тытса хупни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Хӗлле краҫҫын кӗтмелле илнӗччӗ те, халӗ ҫӑмарта илсе килтӗм.

Куҫарса пулӑш

Иванюк лавккинче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тата мӗн чухлӗ кӗтмелле сана хальхинче?

Когда же появишься снова, если сердце затоскует до боли?

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тул ҫутӑличчен тата мӗн чул кӗтмелле.

рассвет?

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Нумай кӗтмелле пулать, — кулмасӑр каларӗ инженер.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗнче ӑшӑтасса кӗтмелле мар.

Но, по данным синоптиков, в ноябре ожидать потепления не стоит.

Кӗркуннен юлашки уйӑхӗнчех хӗл ларать // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33322.html

— Тӑшман Атӑл тӑрӑх хӑй анассине кӗтмелле мар-и, хисеплӗ улу карачи? — йӗкӗлтесшӗн пулчӗ Сафа-Гирей.

Куҫарса пулӑш

1. Тата тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Выльӑхран тӳрех пысӑк тупӑш кӗтмелле мар, малтан хамӑрӑн вӑя, укҫа-тенкӗне хӗрхенмелле мар.

Куҫарса пулӑш

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

Вара вӑрахчен кӗтмелле пулать.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чураппа ӑна мӑрса халех мунча кӗрсе килесси ҫинчен пӗлтерчӗ, вара Северьянӑн кӑшт кӗтмелле пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӑтӑмлӑрах пулса хӑвӑрӑн саманта кӗтмелле – ун чухне тивӗҫлипех чыслӑ пулатӑр.

Нужно запастись терпением и ждать своего часа - тогда вы будете вознаграждены с лихвой.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Арҫынсен кӑсӑклӑ тӗлпулу кӗтмелле.

Мужчинам следует ждать интересных встреч.

51-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех