Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗтесрен (тĕпĕ: кӗтес) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗксӗм сӑнлӑ Чапаев кӗтесрен кӗтесе уткаласа ҫӳрет.

Хмурый Чапаев расхаживал из угла в угол.

Пианино // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

— Кунта, кунта — аякри кӗтесрен илтӗнчӗ сасӑ.

— Здесь, здесь, — ответил голос из дальнего угла.

ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Ҫапли ҫапла та-ха вӑл… — илтӗнчӗ тӗттӗм кӗтесрен, — анчах унӑн ҫитменлӗхӗ те пур…

— Так-то оно так… — сказал кто-то из темного угла, — да вот есть у старины Чу и недостаток…

XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Юлашкинчен инҫетри кӗтесрен Сунь сасси илтӗнчӗ:

Наконец из дальнего угла подал спой голос старик Сунь:

XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Улттӑмӗш Ханьӑн ҫирӗм ытла лаша пулнине пурте пӗлеҫҫӗ! — тӗттӗм кӗтесрен такам сасси илтӗнчӗ.

Кто не знает, что у Ханя-шестого двадцать с лишним лошадей? — донесся чей-то крик из темного угла.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӑрӑм мӑйлӑ сутӑҫ хӑвӑрттӑн айккинелле утрӗ, кӗтесрен пӑрӑнса, чупма пуҫларӗ.

Торговец с длинной шеей сразу отошел и, завернув за угол, пустился бежать.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Аманнӑ салтаксем снарядсемпе осколкӑсенчен ӑҫта та пулин хӳтлӗх вырӑн тупас тесе пӗр кӗтесрен тепӗр кӗтессе хырӑмпа шуса ҫӳреҫҫӗ.

Тяжело раненые переползали с места на место, ища какого-нибудь уголка, защищённого если не от снарядов, то от разлетавшихся повсюду осколков кирпича.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Нимӗн тума аптӑраса, вӑл пӗр чӗнмесӗр, кулянса, кӗтесрен кӗтесе уткаласа ҫӳрет.

Он ходил из угла в угол, угнетённый и молчаливый, не знал, к чему приложить руки.

Нимӗҫсем // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Машинист машинӑсене пӑхса ҫаврӑннӑ чух темиҫе хут та ӑна пӗр-пӗр кӗтесрен хӑлхинчен турта-турта кӑларнӑ, ку вырӑна шала та сиксе кӗрес ҫук пек ӗнтӗ, Прошка вара унта вилнӗ пек ҫывӑрать, йӗри-тавра кӗрлени, ӗҫлекен машинӑсем шӑхӑрни, кӗмсӗртетни уншӑн нимӗн те мар.

Машинист, обходя машины, не один раз вытаскивал Прошку за ухо из таких мест, куда, кажется, не пролезть и лягушке, а Прошка ухитрялся спать, как зарезанный, не обращая внимания на грохот, свист и лязг работавшей машины.

VIII // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Кӗтесрен пире хирӗҫ виҫҫӗн тухрӗҫ.

Из-за угла к нам вышли трое.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Эпӗ кун ҫинчен Васькӑна каласа парасшӑнччӗ, анчах кӗтесрен, енчен енне сулӑнарах утса, городовой тухрӗ.

Я хотел сказать об этом Ваське, но из-за угла развалистой походкой вышел городовой.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Малти кӗтесрен, турӑш кӗтесӗнчен, Микул турӑ ман ҫине хаяр куҫӗсемпе пӑхать.

Из переднего угла глядел на меня сердитыми глазами Николай-угодник.

7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Сасартӑк кӗтесрен, хура лакпа йӑлтӑртатса, пролетка вӗҫтерсе тухрӗ.

В эту минуту из-за угла, блистая черным лаком, выехала пролетка.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Кӗтесрен, чупнӑ ҫӗртех хӗҫне тытса, тепӗр городовой сиксе тухрӗ, ун хыҫҫан виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш…

Из-за угла, придерживая на ходу шашку, выбежал городовой, за ним другой, третий.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Пӗтӗм Миргород епле ҫывӑрнине, ун ҫине шутсӑр йышлӑ ҫӑлтӑрсем пӗр хускалмасӑр пӑхнине, инҫетри е ҫывӑхри йытӑсем ҫӗрлехи шӑплӑха вӗрсе пӑснине, савӑшса хӗрнӗ пономарь йыт-качака умӗнченех чупса иртсе кайса, ҫатан урлӑ пӗр хӑрамасӑр каҫса кӗнине, шурӑ пӳрт стенисем уйӑх ҫутинче тата шурӑрах курӑннине, вӗсене хупӑрласа тӑракан йывӑҫсем тӗксӗмленнипе, йывӑҫ мӗлкисем хуп-хуран ӳкнине, шӑпланнӑ чечексем, курӑксем ырӑ шӑршӑ сарнине, чарӑна пӗлмесӗр чӗриклетекен шӑрчӑксем — ҫӗрлехи рыцарьсем — пур кӗтесрен те харсӑр янратнине, пӗринче пӗччӗнлӗ вырӑн ҫинче ҫывӑракан хура куҫхаршиллӗ, чӗтренсе тӑракан ҫамрӑк кӑкӑрлӑ хула хӗрне, хӑй тӗлӗкӗнче гусар мӑйӑхӗ те шпорсем курнине, унӑн икӗ пичӗ ҫинче уйӑх ҫути выляса кулнине сӑрласа кӑтартнӑ пулӑттӑм эпӗ.

Я бы изобразил, как спит весь Миргород; как неподвижно глядят на него бесчисленные звезды; как видимая тишина оглашается близким и далеким лаем собак; как мимо их несется влюбленный пономарь и перелазит через плетень с рыцарскою бесстрашностию; как белые стены домов, охваченные лунным светом, становятся белее, осеняющие их деревья темнее, тень от дерев ложится чернее, цветы и умолкнувшая трава душистее, и сверчки, неугомонные рыцари ночи, дружно со всех углов заводят свои трескучие песни; я бы изобразил, как в одном из этих низеньких глиняных домиков разметавшейся на одинокой постели чернобровой горожанке с дрожащими молодыми грудями снится гусарский ус и шпоры, а свет луны смеется на ее щеках.

III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Йӗри-тавра ӳлеҫҫӗ те ӳхӗреҫҫӗ ӗнтӗ, марсиансем мӗн пур кӗтесрен, алӑксенчен, йывӑҫсен хушшинчен сике-сике тухаҫҫӗ.

А уже вокруг завыли, завизжали марсиане, посыпались изо всех углов, подъездов, из-за деревьев.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кӗтесрен кӗтеселле, йывӑҫран йывӑҫ хыҫнелле чупкаласа Гусев позицие тишкерет: уҫӑмлӑ — арсенала тӳп-тӳррӗн тапӑнса, хапхаран ярса илсе хуптӗрлемелле.

Выглядывая из-за углов, перебегая за деревьями, Гусев осмотрел позицию, — ясно: арсенал надо было брать в лоб, в ворота.

Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Итлесе тӑчӗ, айккинчи стена хӗррипе йӑпшӑнса иртрӗ те тайӑлса кӗтесрен пӑхрӗ.

Прислушался, скользнул вдоль боковой стены и заглянул за угол.

Лось Гусева пулӑшма васкать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Трамвайӗ ҫӳллӗ ҫуртсем хушшипе кӗтесрен ҫавӑрӑнса айккинелле каякан урампа вӗҫтерчӗ.

Трамвай укатился в боковую улицу между высокими домами.

Вӑрттӑн алӑк хыҫӗнче вӗсем мӗн тупрӗҫ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Саша кӗтесрен ҫавӑрӑнса кайса, урам енчи хӳме патне пырса, пӗр ҫӑка айӗнче чарӑнса тӑчӗ те, куҫӗсене чарса юнашар ҫуртӑн тӗксӗм чӳречисем ҫине пӑхса илчӗ.

Саша прошёл за угол, к забору с улицы, остановился под липой и, выкатив глаза, поглядел в мутные окна соседнего дома.

I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех