Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗсьере (тĕпĕ: кӗсье) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юман йывӑҫ тӗслӗ сафьянӑвӑй хыт хуплашкаллӑ пӗчӗк записной кӗнеке кӗтессисем хуҫӑлкаласа, якалса пӗтнӗ: ӑна хуҫи нумайччен кӗсьере чиксе ҫӳренӗ имӗш.

Небольшая в сафьяновом, цвета под дуб, переплете записная книжка, углы потерты и заломлены: долго носил хозяин в кармане.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аллине кӗсйине тутӑр илме тесе чикрӗ — кӗсьере те арӑм, хӑлхинчен мамӑк туртса кӑларчӗ — унта та арӑм ларать…

Полез в карман за платком — и в кармане жена; вынул из уха хлопчатую бумагу — и там сидит жена…

V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Эпӗ ҫакна ӑнланма пултараймастӑп, Федор Лукич: е эсӗ ватӑла киле суккӑр пулнӑ, ху мӗнле лачакана кӗрсе ӳкме пуҫланине курмастӑн, е нумай ҫулсем хушшинче парти сана нимӗне те вӗрентмен, — апла пулсан, эсӗ халӗ те кӗсьере чиксе ҫӳрекен парти билетне санран халех тытса илес пулать…

Не могу я, Федор Лукич, уразуметь: либо ты ослеп на старости лет и не видишь, в какое болото лезешь, либо за многие годы партия ничему тебя так и не научила… — если так, то нужно сейчас же отнять твой партийный билет, что ты все еще носишь в кармане…

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫӗрлехи тӗттӗме е шӑрпӑк ҫутти е кӗсьере чиксе ҫӳремелли электричество фонарӗ ҫутатса илнӗ.

Ночь вспыхивала на миг то спичкой, то карманным фонарем.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Вӑл билета аялти кӗпен тӳнтер енне юриех ӑна чиксе ҫӳреме тесе ҫӗлесе хунӑ кӗсьере, шӑпах чӗре тӗлӗнче упранӑ.

Он хранил билет в специально сшитом для него кармане на изнанке нижнего белья, аккурат около сердца.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Чӑнах, чавса кӑлармалла та минӑпа тӗп труби патне шуса пымалла, унтан аякран кантраран туртмалла та (запас тума юратакан разведчикӑн кӗсьере ҫӑмха пулнӑ) минӑна трубопроводпа пӗрле сирпӗтмелле…

Да, выкопать, подползти с ней под самую главную трубу, а потом издали потянуть за бечевку (у запасливого разведчика был припрятан в кармане моток) и подорвать мину вместе с трубопроводом…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Тен, ав ҫав шланг патне шуса пырса, ылханлӑ пыршӑна бритвӑпа (Володя ӑна яланах кӗсьере усранӑ) касса татмалла мар-ши?

Может быть, подползти вон к тому шлангу, попробовать безопасной бритвочкой, которая всегда хранилась у Володи в кармане, перепилить проклятую кишку?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Пӗччен, пач пӗччен, кӗсьере нимӗҫ паспорчӗ те ҫурӑм хыҫӗнче шарманка.

Один, совсем один, с немецким паспортом в кармане, с шарманкой за плечами.

II // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Эпӗ, хамӑн япаласенчен нумайӑшне сутса, Бразили ҫыранӗ ҫине ансан, кӗсьере манӑн икҫӗр ҫирӗм ылтӑн тенкӗ пулчӗ.

Одним словом, когда я продал ему большую часть своего имущества и сошел на берег Бразилии, в кармане у меня было двести двадцать золотых.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кунта, хӑвӑрах пӗлетӗр, икӗ тӗрлӗ усӑ: пӗрремӗшӗ — япаласене пурне те курттӑмӑн илнипе пулать; сӑмахран, ҫакӑнта виҫҫӗмӗш пай кӗсьере тӑрса юлать, — япаласене вакӑн-вакӑн е укҫине кайран памалла туянсан, вӗсем 3 тенке ларӗччӗҫ, кунта вара вӗсем 2 тенке килеҫҫӗ.

Тут выгода двойная, как вы знаете: во-первых, оттого, что все покупается оптом; положим, от этого выигрывается третья доля, — вещи, которые при мелочной покупке и долгах обошлись бы в 3 руб., обходятся в 2 руб.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Сире питӗ хӗрхеннӗ пулин те, эпӗ запискӑна кӗсьере шӑп та шай тӑхӑр сехет хушши тытса тӑтӑм, эсир ӑна куртӑр ӗнтӗ.

Вы видели, как я выдержал записку целых девять часов в кармане, хоть мне и жалко было смотреть на вас.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Чӑн-чӑн пуянлӑх вӑл ман кӗсьере: акӑ, савнӑ анне, пӑхӑр-ха бумажнике, епле хулӑн вӑл, унта пӗтӗмпех 100 тенкӗлӗх хут укҫасем чиксе тултарнӑ, эпӗ, анне, ҫак бумажнике сире паратӑп, парне пултар, мӗншӗн тесен, пирӗншӗн пулсан, вӑл та нимӗн те мар!

А настоящая-то важность вот у меня в кармане: вот, милая маменька, посмотрите бумажник, какой толстый и набит все одними сторублевыми бумажками, и этот бумажник я вам, мамаша, дарю, потому что и это для нас пустяки!

XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Нагана кӗсьере сакӑр ҫул чиксе ҫӳрерӗм, темиҫе кӗсье ҫӗтрӗм, ҫитет!

Поносил наган в кармане восемь лет, подырявил карманов несчетно, а зараз хватит!

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— В-вӑй… ҫук… кӗсьере пӗчӗк хӑю татки… кӑвапа вӗҫне ҫыхма…

— Н-не… силушки… тесемочка кармани… перевязать пупочек…

Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.

Унччен малтан гривенниксем те двугривеннӑйсем кӗсьере ҫапкаланса ҫӳретчӗҫ, хӑш чухне тата, калама та намӑс, час-часах пӑхӑр укҫа пухма лекетчӗ.

А прежде гривенники да двугривенные болтались в кармане, а иногда, срам сказать, зачастую и медью приходилось собирать.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ваше превосходительство, Сирӗн кӗсьере чиксе ҫӳремелли сехет пур-и?

— Ваше превосходительство, у вас есть карманные часы?

Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ман кӗсьере пилӗк пачка симӗс укҫа.

У меня в кармане бумажник, там пять кусков зеленых.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Хӑйӗн кӗсьере чиксе ҫӳремелли сехет!

Собственные карманные часы!

XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Татӑк ҫӑкӑрсӑр, кӗсьере кашкӑр билечӗпе, вӑл лашасене ӑмӑртса чуптарнӑ ҫӗрте укҫалла выляма тытӑнать, ҫав вӑйӑ хӑйне те пӗтернӗ вара.

Лишенный куска хлеба, с волчьим билетом в кармане, он стал играть на бегах, и игра погубила его.

XVII. Тир хуҫи // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Кӗсьере пӗр пус укҫа та юлман.

Денег не осталось ни копейки.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех