Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртнӗ (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Шӑппӑн», «шавламасӑр» кун ҫути кӗртнӗ чун ҫимӗҫӗ ку.

Куҫарса пулӑш

Черетлӗ чун ҫимӗҫӗ // Николай МАЛЫШКИН. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Унта Элӗк районӗнче ҫуралса ӳснӗ, тӗрлӗ ҫулсенче халӑх судйинче ӗҫленисен ячӗсене те кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Ҫакӑн пек лару-тӑру урӑх ан пултӑр тесе вӗренме кӗмелли экзаменсене октябрӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн улӑштарма юраманни пирки саккун кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Алена Аршинова: "Экзаменччен кӑшт маларах кӳртӗм тӗрӗслевне улӑштарни килӗшӳллӗ мар" // Авангард. «Авангард», 2016.05.06

«Ҫак саккуна йышӑнасси ку е вӑл аслӑ вӗренӳ заведенисен ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ, шӑпах вӗсем 2014 ҫулта вӗренме кӗнӗ чухнехи предметсен йӗркине улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫакӑ вӗренме кӗрекенсене тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене пӑшӑрхантарать, мӗншӗн тесен вӗсем малтан вӗренме кӗнӗ чухнехи пӗр предметсемпе экзамен тытма хатӗрленнӗ пулсан, ҫуркуннепе вӗсен пачах урӑх предметсемпе тытмалла килсе тухнӑ», - тесе палӑртнӑ «Ачасене - ача сачӗсем» парти проекчӗн руководителӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Комитечӗн вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен Председателӗн заместителӗ А.Аршинова.

Куҫарса пулӑш

А.Аршинова: «Вӗренме кӗмелли экзаменсене улӑштарни килӗшӳсӗр» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Сыватмӑша ҫӳрекенсен кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклемешкӗн хола ҫӗнӗ сӑн кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче ӗҫе кӗртнӗ «Пациент ырлӑхӗшӗн» проектпа килӗшӳллӗн пӗтӗмӗшле тӗрӗслеве лекнӗ малтанхи учреждени «Шупашкар хулинчи П.Н.Осипов ячӗллӗ пӗрремӗш больница» БУ пулнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ял пӗчӗк пулсан та ҫут ҫанталӑк газне Аслӑ Чакран маларах кӗртнӗ.

Хотя деревня и маленькая, природный газ провели раньше Больших Чаки.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Саккуна пурнӑҫа кӗртнӗ чухне патшалӑхпа муниципалитет органӗсен умне ҫивӗч ыйтусем тухса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

1999 ҫулта ӑна Ӗҫ мухтавӗн тата паттӑрлӑхӗн районти кӗнекине кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Смирновсен династине те чысланӑ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12264.html

Малтан Тукайпа Тӑманлӑ Выҫлине кӗртнӗ, унтан — Вутланпа Ҫӗнӗ Мӑрата.

Куҫарса пулӑш

«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Унта пирӗн тӑван чӗлхене те кӗртнӗ.

Туда и наш родной язык включили.

Пӗтӗмлетӗве маччаран илмен // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, ака, 22; 61-62№

Иртнӗ ҫул 530 гектар пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрӗн тухӑҫ кӳмелле // Лариса НИКИТИНА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

- Ӑҫта ӗҫлени тӗлӗшпе ӗҫ ветеранӗсем ҫинчен калакан саккуна улшӑнусем кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чылай ҫул ӗҫлекенсене - хисеплӗ ят // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ӗҫ ветеранӗсем ҫинчен калакан Чӑваш Республикин саккунне ӑҫта ӗҫлени тӗлӗшпе улшӑнусем кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чылай ҫул ӗҫлекенсене - хисеплӗ ят // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Чӑваш Енре, Комсомольски районӗнче апрелӗн 20-мӗшӗнче пулнӑ Пӗрлехи информаци кунӗн йӗркине виҫӗ тӗп тема кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

50 ытла ку чухнехи ача сачӗ ӗҫе кӗртнӗ, ҫапла вара «Единая Россия» партин «Ача сачӗ - ачасене» проектне пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Николай Малов: «Вырӑнти влаҫ — ҫынсемшӗн чи ҫывӑххи» // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

2015 ҫулта Тӑвай енре 4 инвестици проектне пурнӑҫа кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Укҫа-тенке ӗҫ укҫи тӳленӗ, урамсене тирпей-илем кӗртнӗ, вӗсене ҫӗрлехи вӑхӑтра ҫутатнӑ, ҫул-йӗре юсанӑ тата тытса тӑнӑ ҫӗрте усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Сывлӑх сыхлавӗпе шкул вӗренӗвӗн тытӑмӗсене ҫӗнетсе улӑштармалли, агропромышленноҫ комплексне аталантармалли социаллӑ пӗлтерӗшлӗ тӗп тӗллевсене «Пӗрле пурӑнар - пӗрле ӗҫлер» халӑх программине кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Пӗлтӗр 530 гектар ҫӗре ӗҫе кӗртнӗ, кӑҫал 600 гектар лаптӑк сухаламалла.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗр лаптӑкӗ усӑ кӳтӗр // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех