Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗртме (тĕпĕ: кӗрт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслӑ шкула хӑй хатӗрленӗ проекта пурнӑҫа кӗртме икӗ ҫулта 100 миллион тенкӗ парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫакӑ ҫӗршыв ертӳҫи Владимир Путин регионсен умне лартнӑ тӗллеве — Раҫҫей экономики ҫут ҫанталӑк ресурсӗсене пӑхӑнса тӑрассине пӗтересси, кӑткӑс технологиллӗ производствӑсем йӗркелесси — пурнӑҫа кӗртме май панине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Юсав ӗҫӗсем тума, спорт хатӗрӗсем вырнаҫтарма кашни шкула уйӑрнӑ 888 пин тенкӗ спортзал маччисене, стенисене, урайне илемлӗ сӑн кӗртме те, чӳречисене улӑштарма та, ҫӑвӑнмалли-хывӑнмалли пӳлӗмсене туса ҫитерме те ҫителӗклӗ пулмалла.

Выделенные каждой школе 888 тысяч рублей должны хватить на ремонт, на установку спортивных инвентарей, на покраску потолка, стен, полов спортзала, поменять окна, довести до ума душевые кабины.

Ҫӗнӗ спортзал - пысӑк ҫитӗнӳсем // Н.БЕЛКОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Владимир Путин «Единая Россия» парти тӑрӑшнипе стратегилле аталану ыйтӑвӗпе общество килӗшӳлӗхне кирлӗ шая ҫитернине, ҫавна май экономика тата социаллӑ ыйтусене, приоритетлӑ наци проекчӗсене, сӑмахран, демографи программине, пурнӑҫа кӗртме май панине каланӑ.

Владимир Путин рассказал о том, что благодаря партии "Единая Россия" по вопросам стратегического развития общественное согласие довели до нужного уровня, при этом стало возможным осуществление социально-экономических вопросов, приоритетных национальных программ, например, программу по демографии.

Дмитрий Медведев: "Тума пултарайманнине шантармалла мар, шантарнине пурнӑҫламалла" // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Ҫаксем ку жанрсене калуллӑ поэзи йышне кӗртме май параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Пилсен шутне ашшӗ-амӑшӗ туйра, салтак ӑсатнӑ чухне е ытти уйрӑлусенче хӑйсен ачи-пӑчине пиллесе каланисене, эпи сӑмахӗсене тата аслисем кӗҫӗннисене вӑл е ку ӗҫе тума ирӗк панисене кӗртме пулать.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Халӑх медицининче любкӑн тымарне тата курӑкне хушса хатӗрленӗ препаратсемпе организма пӗтӗмӗшле ҫирӗплетме, вӑй-хал кӗртме, варвиттирен, вар-хырӑм чирӗсенчен, сывлав органӗсен чирӗсенчен сипленме усӑ кураҫҫӗ.

В народной медицине препараты с добавлением корня любки и его стебля используются общеукрепляющих целях организма, придание силы, от поноса, при болях в желудке, болезнях дыхательных органов.

Сулхӑна килӗштерет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Граждансене обществӑлла ӗҫсене ытларах явӑҫтарни ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑрӑва йӗркене кӗртме май парать.

Привлечение к общественным работам больше граждан дает возможность стабилизировать ситуацию на рынке труда.

Ӳркенмен ҫын валли ӗҫ тупӑнать // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Ҫавӑнпа та яла таврӑнсан ЗИЛне кӑшт-кӑшт юсама, йӗркене кӗртме шутларӗ.

Поэтому, возвратившись в деревню, решил подремонтировать, наладить свой ЗИЛ.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Поселенецсем тиесе килнӗ япаласене – краватьсене, сӗтел-пукана, чӑматанӗсемпе кутамккисене, апат-ҫимӗҫе – йӑпӑр-япӑр пушатрӗҫ те ҫурта йӗркене кӗртме тытӑнчӗҫ.

Поселенцы все привезенные вещи – кровати, мебель, чемоданы и котомки, продукты – выгрузили быстро и начали приводить в порядок дом.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Чӑхсен хӗллехи рационне кӑштах вӗтетнӗ ыхра е сухан кӗртме юрать.

Зимний рацион кур можно вносить немного чеснок или лук.

Чӗпӗсем чирлесрен // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Ҫыравра пухнӑ информацие тӗпе хурса ҫӗршывӑн ҫитес ҫулсенчи объективлӑ тата тӗллевлӗ аграри политикине йӗркелеме, ялти ҫивӗч ыйтусене тивӗҫлипе хаклама, унти лару-тӑрӑва ҫӗнетсе улӑштармашкӑн эффективлӑ программа туса хатӗрлеме, ҫапла вара Раҫҫей экономикин аталанӑвне ҫӗнӗ варкӑш кӗртме май килӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Фонограммӑсемпе костюмсем хатӗрленӗ хыҫҫӑн кӑҫал ӑна пурнӑҫа кӗртме сӑмах патӑм.

Куҫарса пулӑш

Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Чӗрепе юн тымарӗсен ӗҫне йӗркене кӗртме.

Куҫарса пулӑш

Хутаҫӗ уйрӑмах паха // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Лару-тӑрӑва йӗркене кӗртме халӑх медицинин рецепчӗсем пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ват хӑмпи япӑх ӗҫлет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.22. 24№

Ҫӗнӗ тапхӑрта ҫӗнӗлле пурӑнса пур ӗмӗтне те пурнӑҫа кӗртме сывлӑх сунатпӑр Роза Деменцовӑна.

Новый жизненный этап пройти, все желания пусть сбудутся в жизни, здоровье желаем Розе Деменцевой.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Ҫӗнӗ тапхӑрта ҫӗнӗлле пурӑнса пур ӗмӗтне те пурнӑҫа кӗртме сывлӑх сунатпӑр Роза Деменцовӑна.

Розе Деменцовой желаем здоровья осуществить все мечты в новом сезоне, живя по-новому.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

— Хӑш ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме ӑнтӑлать пурнӑҫӗн ҫӗнӗ тапхӑрне пуҫлакан Роза Деменцова?

- Какую мечту стремится осуществить вступившая в новый жизненный путь Роза Деменцова?

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Ҫавна шута илсе Геннадий Романов хуҫалӑхӑн пӗр ҫул ӳсекен культурӑсене акнӑ ҫӗрсем пушансан унта выльӑха кӗртме ирӗк парать.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн ҫулӗпе - чӗрӗк ӗмӗре яхӑн // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Ҫанталӑкӗ парсан, хӑв тӑрӑшсан пӗр гектар пуҫне кунччен Чӑвашра нихӑҫан та туса илмен тӗш-тырӑ ҫапса кӗртме пур тет вӑл.

Если погода позволит, сам постараешься, то с гектара можно собрать доселе невиданный в Чувашии урожай.

Николай ЛУКИАНОВ: «Тӑван халӑх аталанӑвӗ кӑткӑсланса-структурӑланса, саманапа килӗшӳллӗн улшӑнса-тарӑнланса пырать» // В. СТЕПАНОВ. «Самант», 2016, 4№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех