Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрекен (тĕпĕ: кӗреке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак, паян та Енел ҫӗр общинине кӗрекен сакӑр ялтан аннӑ сакӑр уполномоченнӑй, чи малтанах пӗтӗм улӑха урлӑ та, тӑрӑх та ҫӳресе, утӑ ӑҫта мӗнле ӳснине сӑнаса тухрӗҫ те, пурте пӗр ҫӗре пухӑнса, кашни ҫаран пахалӑхне хакласа хучӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Трактире кӗрекен ҫынсемпе калаҫма вӗреннӗ сассипе: — Сана мӗн парас? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑмака умӗнче, ҫӑра пӑс кӑларса, витре кӗрекен пӑхӑр сӑмавар ларать.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

…Ӗнел ҫӗр общинине кӗрекен сакӑр ялӑн ҫамрӑкӗсем вӑййа пухӑнчӗҫ те купӑсҫа хирӗҫ карталанса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ярмушка шкулӗ вӗрентӳ тытӑмне кӗрекен ҫӗнӗлӗхсене хастаррӑн пурнӑҫа кӗртсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Малалла! Ҫитӗнӳсем патне! // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10762-ma ... -sem-patne

Анаталла пӑхсан, чи малтан, айлӑмра, Атӑла юхса кӗрекен шыв хӗрринче, хӗрлӗ кирпӗчрен тунӑ илемлӗ чиркӳ курӑнса кайрӗ, таҫта аякра, сылтӑмра, ҫӳллӗ ҫыран палӑрать, сулахайра куҫпа виҫейми тӑсӑлса каякан хура хӑмӑр вӑрман хыҫӗнчен тин ҫеҫ хӑпарнӑ хӗвелӗн ылтӑн урисем ӳкнипе тӗрлӗрен тӗспе йӑлтӑртатакан мӑнаҫлӑ та хӑватлӑ; шыв таҫта ҫитиех сарӑлса каять те горизонтра ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Апла пулсан, Пӑвана пырса кӗрекен ҫулсем ҫинче те сыхламалла.

Куҫарса пулӑш

Тупаймарӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чиркӗве хупас тесен, прихута кӗрекен ҫитӗннӗ ҫынсем ҫурри ытла хирӗҫле сасӑламалла.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, хӑйне шӑп ҫурмалла касса ял витӗр Паласа юхса кӗрекен Сӗре ҫырмине шутламасан, кӑштах ял еннелле пӑхтарса сарнӑ акӑш-макӑш пысӑк урай майлӑ курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем ӳсӗмлӗ ӗҫлесен район бюджетне кӗрекен налук хывӑмӗсем те нумайрах, ҫавӑн пекех ҫынсене тӑван тӑрӑхрах ӗҫлесе пурӑнма майсем те уҫӑлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Калаҫу - пулӑшу мерисем ҫинчен // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11894-ka ... em-cinchen

Кӑчкӑ шӑрши кӗрекен, пыл тутипе тулнӑ сыв-лӑшпа кӑкӑр тулли сывлас та сывлас килет.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫитес ҫулхи мероприятисем пирки калаҫнӑ май Олег Николаев республикӑра пурнӑҫа кӗрекен программӑсене илсе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачалӑх телейлӗ пултӑр // Е.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11434-ac ... ejl-pult-r

Ывӑлне хан туса хунӑ-хуман Сююнбикен ханлӑха кӗрекен ҫӗр-шывсем ҫинчен шутлама вӑхӑт пулмарӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӗ пӑртассен тата поселение кӗрекен ытти ялсенче, Вӑрманкасра пурӑнакансен ҫывӑхрах тухтӑр консультацине илме, сывлӑхне тӗрӗслеттерме, анализ пама май пур.

Куҫарса пулӑш

Тӗплӗ юсав - аталану палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11797-t- ... lanu-palli

Кунти Кире ял поселенине кӗрекен Пӑкӑян ялӗнче халӗ Геройӑн тӑван мӑнукӗ Николай Петрович Степанов хӑйӗн ҫемйипе пурӑнать, аслашшӗн ятне тивӗҫлӗн малалла тӑсать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем те, йӗпреҫсем те манмаҫҫӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11837-v- ... te-manmacc

Манӑн хӗвел кӗрекен чӳрече патне пырса ларас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ хама астума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тутар Республикине кӗрекен Ҫӗнӗ Шуҫӑм районӗнчи Чӑваш Шупашкар ялӗнче пурӑнакан Эдуард Охотников виҫӗ хӗре пӗчченех ӳстерет.

Эдуард Охотников, проживающий в деревне Чувашская Чебоксарка Новошешминского района Республики Татарстан, воспитывает трех девочек в одиночку.

Вӑл - ашшӗ те, амӑшӗ те // Светлана САДЫКОВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Сӑмахран, хальхи Етӗрне районне кӗрекен Урпаш ял ҫынни…

К примеру, уроженец деревни Урбаш, входящей в Ядринский район…

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унччен Янтул арӑмӗ ҫумне каҫхине ним ҫӑвӑнмасӑр кӗрсе выртатчӗ те арӑмӗнчен кӗрекен уҫӑ та таса сывлӑша ытараймасӑр сывласа киленетчӗ.

если Яндул до сего времени, не умываясь, после трудового дня нырял прямо к жене под одеяло и упивался исходящей от нее свежестью,

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Таҫтан кӗрекен хурлӑхан шӑрши те тӳрлетеймерӗ ун кӑмӑлне.

Настроение его было хуже некуда, не радовал даже невесть откуда идущий запах смородины.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех