Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрекен (тĕпĕ: кӗреке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗренме кӗрекен ҫамрӑк пӗвӗпе ҫӳллӗ те тӗреклӗ пулни шкула илмелли тӗп услови шутланать.

Ведь одним из условий приема в школу был высокий рост,

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Слесарьсенчен хӑш-пӗрисем дирекципе пӗрехмай пулса иртекен хирӗҫӳсенче мастера хӑйсене пулӑшса тӑракан ҫын вырӑннех шутламарӗҫ пулин те (мастерской начальникӗ пулнӑ май Преллӑн кун пек тума юраманнине вӗсем лайӑх ӑнланаҫҫӗ), ӑна кӑштах хӑйсен хутне кӗрекен ҫын вырӑнне хучӗҫ.

Кое-кто из слесарей даже видел в нем если не помощника в их постоянных стычках с дирекцией (они понимали, что его положение начальника мастерской не позволяло ему этого), то, во всяком случае, некоторую опору.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫур ҫухрӑмранах шпик шӑрши кӗрекен ҫак «ревизорӑн», технологи урокне тахӑшӗ элеклесе панипе килнӗскерӗн, нимӗнле ӗҫ те тухманшӑн учитель хӑй ӑшӗнче чунтан савӑнчӗ, ҫапах та кунпа пӗрлех ҫакӑншӑн вӑл хӑйне каярахпа аван мар пулассинчен хӑрарӗ те.

Хотя в душе он и радовался комическому провалу этого «ревизора», в котором за версту чувствовался шпик, явившийся, очевидно, по доносу именно на урок технологии, но в то же время учитель опасался и последствий происходящего.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӳречерен хӗсӗнсе кӗрекен хӗвел пайӑркисем ҫанталӑк лайӑх тӑрасса систереҫҫӗ: ӗнтӗ йывӑҫсем кӑчкӑ кӑлараҫҫӗ, симӗс курӑк тапса тухать, хаваслӑ шӑнкӑрчсем юрра шӑратаҫҫӗ…

Лучи солнца, бившие в щели ставен, так много сулили: почки, вылезающая из земли трава, трели жаворонков…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Меня, Сӑр, Атӑла юхса кӗрекен шывшӑн малашне никамӑн та пӑшӑрханма кирлӗ мар, пӗтӗмпех кирлӗ пек шайра шыв тасалса вӑл юхан шывсене пуҫтарӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пӑрачкав салинче тасатакан сооруженисен ҫӗнӗ комплексне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/03/para ... sen-cene-k

Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче тӑватӑ инвестици проектне ӗҫе кӗртнӗ: 349 ӗне-выльӑх самӑртма хупмалли виҫӗ вите тунӑ, 100 ӗне кӗрекен пӗр хуралтӑна тӗпрен юсанӑ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем куҫ умӗнче // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44129-yr-ul ... uc-um-nche

Пӗтӗмлетӳ сӑмахне хыснана кӗрекен укҫа-тенкӗрен пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e

Пилӗк пӑт кӗрекен улма миххи те йӑтаймастӑн та — арҫын-и эс.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Лаҫӑри тӑватӑ витре кӗрекен хурана хулӑн ывӑспа витсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Унӑн хутне кӗрекен пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑвна ху кӑвайт ҫине вӗҫсе кӗрекен лӗпӗш пек тыткалатӑн.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Мӗншӗн тесен манӑн кӗҫех ҫак совхоза кӗрекен ҫывӑхри ялсене килмеллеччӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кордон умӗнчи хӑмла лартнӑ пӗчӗк пахчана кӗрекен калинккепе юнашар класс доски пек вырнаҫтарса лартнӑ сарлака хӑмана асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Апла пӗвере шыва кӗрекен Ваҫҫук чӑнах та каламарӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Виҫӗ литр кӗрекен бидона икӗ сехетрех тултараттӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Пуйнӑҫем пуйса пыракан Михха Ӗнелпе Пиш ушкӑнне кӗрекен ялсен тавлашуллӑ ҫӗрне туртса илме ӗмӗт тытать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫакӑ пурте – «симӗс энергетика» тытӑмне кӗрекен ӗҫсем, вӑл вара Чӑваш Республикине ҫирӗппӗн аталантармалли программӑна йӗркеллӗн кӗрсе пырӗ.

Всё это – составляющие «зеленой энергетики», которая органично войдет в программу устойчивого развития Чувашской Республики.

Олег Николаев Энергетик кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/22/gla ... et-s-dnyom

Анчах Микула хутне кӗрекен сасӑсем йышлӑрах та хӑватлӑрах илтӗне пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнел общинине кӗрекен ытти ҫичӗ ялӑн ҫамрӑкӗсем пурте вырӑнта.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сӑрине виҫӗ витре кӗрекен пичкепех хатӗрлерӗм те-ха…

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех