Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗрекен (тĕпĕ: кӗреке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Автор туй юррисенче апат-ҫимӗҫе, ӗҫмене, ӑру-тӑванлӑха палӑртакан тата ытти лексикӑпа семантика ушкӑнӗсене кӗрекен вырӑнти калаҫу сӑмахӗсене тупса палӑртнӑ.

Автором обнаружены в свадебных песнях диалектные слова, которые представляют собой слова разных лексико-семантических групп: это и продукты питания, напитки, термины родства и другие лексико-семантические группы слов.

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Аннотаци: статьяра Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкадар ялӗнчи материала тӗпе хурса чӑвашсен туй йӑли-йӗркине ҫырса кӑтартнӑ.

Аннотация: в статье на материале деревни Кирюшкино Федоровского района РБ рассматривается свадебная обрядность чувашей.

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Хута кӗрекен те ҫук вӗт».

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ку ҫеҫ те мар: вӗсенчен пӗри, Энтрей, лутра (1 метр та 37 сантиметр), виҫ витре кӗрекен кӑрчама пички пек мӑн хырӑмлӑ ҫын; тепри, Унтрей, мӗн ҫуралнӑранпах сухари кӑна ҫисе пурӑннӑ пек ырхан, пӗвӗпе вара — чӑн-чӑн шалча: икӗ метр та икӗ сантиметр ҫурӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ Совет ҫарӗн ушкӑнӗсенче службӑра пулнӑ ветерансен совечӗн округри уйрӑмӗ обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑнакан членӗсене Тав ҫырӑвӗсем парса чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пуҫтарӑнса паллӑ турӗҫ // Ангелина Иноходцева. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%bf%d3%9 ... %97%d2%ab/

Савӑнӑҫлӑ мероприятие Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ ҫарӗн ушкӑнӗсенче службӑра пулнӑ ветерансен совечӗн округри уйрӑмӗн председателӗ Николай Смирнов уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пуҫтарӑнса паллӑ турӗҫ // Ангелина Иноходцева. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%bf%d3%9 ... %97%d2%ab/

Иртнӗ эрнере Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ Совет ҫарӗн ушкӑнӗсенче службӑра пулнисем Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗнчи танк палӑкӗ умне пуҫтарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пуҫтарӑнса паллӑ турӗҫ // Ангелина Иноходцева. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%bf%d3%9 ... %97%d2%ab/

Тавралӑха ирхи кӑвак ҫутӑ ансан, улӑхран хӑйсен килкартине хӑпарнӑ чух, чуна юмахри пек туйӑм илсе кӗрекен музыка илтсе чарӑнса тӑчӗ Эльвира.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Вакун вӗҫне ҫитсен, ӑна тамбуртан хирӗҫ кӗрекен паҫӑрхи хӗрарӑм-кондуктор курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Урине тӑхӑнма ҫӑпата та ҫукки, апат-ҫимӗҫ енчен те килте татӑк пулни П.Евдокимовӑна халӗ Муркаш районне кӗрекен Катӑкуйне чӑпта ҫапнӑ ҫӗре кайма хистенӗ.

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Вӗсенчен пӗри Чӑваш Сурӑм тӑрӑхне кӗрекен Шуркасси ялӗнче пурӑнать-ха.

Куҫарса пулӑш

«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html

Регион шайӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакансем тӗлӗшпе пурнӑҫа кӗрекен тепӗр ҫӗнӗлӗх вӑл - черетсӗрех туй тума ирӗк пурри.

Куҫарса пулӑш

Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html

Пысӑках мар тӑваткал залра, форточкӑсенчен кӗрекен варкӑш чӳрече каррисене кӑштах хускатать пулин те, йывӑрланса ҫитнӗ сывлӑш кӑмӑла сӳрӗклетет, шӑм-шака пусать; чылайранпа тӑхтав-мӗн туса пӳлӗме уҫӑлтарманни, канашлӑва пухӑннисем хӑйсем те кӑштах уҫӑлманни сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Елюк виҫ литр кӗрекен банка йӑтса кӗни тарӑхтарса ячӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӗсен сӗнӗвӗпе килӗшӳллӗн ҫак парне шутне кӗрекен япаласене ҫирӗплетрӗмӗр».

Куҫарса пулӑш

Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=UVgrbNjD1cc

Уйрӑмах Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмне кӗрекен ялсенче пурӑнакансем, Хирти Мӑнтӑрти, Йӑлмахвари, Кӗҫӗн Каҫалти, Кивӗ Сӗнтӗрти халӑх хастар та тӑрӑшуллӑ пулнине палӑртас килет.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

Хуҫалӑхра пухӑнакан ҫӳп-ҫапа турттарассипе, строительство хыҫҫӑн пуҫтарӑннӑ тата выльӑх каяшӗсене тӑкнӑ саккунсӑр свалкӑсене тупса палӑртассипе, шыва кӗмелли тапхӑрта ҫынсем шыва кӗрекен юхан шывсемпе кӳлӗсене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерессипе, общество территорийӗсене комплекслӑ тирпейлессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем кун йӗркинче пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тавралӑха варалар мар // Е.КРЫЛОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%82%d0%b ... 0%d1%80-2/

Вӑл социаллӑ ушкӑна кӗрекен ачасене тӳлевсӗр майпа апат ҫитересси мӗнлерех пурнӑҫланнине ыйтса пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Апат тутлӑ ҫитереҫҫӗ-и? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61149

Вӑл хӑй-и е бухгалтерири тӳр пилӗксем-и ман кӗсьене кӗрекен кашни пуса шута илсе пырӗҫ, пус тени ытлашши нумай пек туйӑнсан ӑна мӗнле те пулин хӑйпӑтса илмелли меслет шырама тытӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Совхоз директорӗ обком номенклатурине кӗрекен ҫын, пирӗн пек ҫара ҫерҫи мар, эс вара ӑна тӑрлавсӑр ҫын пек сӑрласа кӑтартнӑ, хӑйне улпут пек тыткалать, никампа та йӗркеллӗн калаҫмасть.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех