Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кутузов Волынск кӗпӗрнинчи хӑйӗн Горошка ятлӑ ялне тухса кайнӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Вараланса пӗтнӗ, тахҫантанпах юсаман ҫуртӑн: Киев кӗпӗрнинчи жандарм управленийӗ тесе ҫырса ҫапнӑ крыльца умне ҫатӑртатакан рессорлӑ, тутӑхса пӗтнӗ икӗ карета пырса тӑратрӗҫ, вӗсен чӳречисене пачах хупласа лартнӑ, туртисемпе кӑштах ҫапӑнмарӗҫ: кучерӗсем пӗр-пӗринчен малтан ҫитсе тӑрас тесе, ырхан лашисене пушисемпе тем пек хӑваланӑ.
XXVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӗсен именийӗ — Воронеж кӗпӗрнинчи Задонский уездра: имение Екатерина патшара ларнӑ чухнех ӗмӗрлӗхех халалласа панӑ имӗш.Имение — в Задонском уезде Воронежской губернии: наследственное, жалованное еще при Екатерине.
XX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Франц Иванович Лежёнь (Lejeune), манӑн кӳршӗ, Орёл кӗпӗрнинчи помещик, вырӑс дворянинӗн хисеплӗ ятне ытти ҫынсем пек йӗркене илмен.
Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.
Сунара Жиздра уездне ҫӳренӗ май, эпӗ Калуга кӗпӗрнинчи пӗр вак помещикпа, Полутыкинпа, ҫав тери чӑрсӑр сунарҫӑпа, лайӑх ҫынпа уйра тӗл пулса паллашрӑм.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Калуга кӗпӗрнинчи ял вара пачах та урӑхла, кунта нумай ҫӗрте ял йӗри-тавра вӑрман кашласа ларать; пӳртсем ирӗклӗн те тӳрӗрех лараҫҫӗ, вӗсене хӑма витнӗ; хапхисем тачӑ хупӑнса питӗрӗнеҫҫӗ, карта хыҫӗнчи ҫатан, кайса ӳксе, тулалла йӑтӑнса тухман, иртен-ҫӳрен кашни сыснана хӑнана чӗнмест…
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Орёл кӗпӗрнинчи ял (эпир Орёл кӗпӗрнин хӗвелтухӑҫӗнчи пайӗ ҫинчен калаҫатпӑр) сухаласа пӑрахнӑ уй варринче, аран-аран лапраллӑ пӗве тунӑ ҫырма ҫатра хӗрринче вырнаҫса ларнӑ.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Орёл кӗпӗрнинчи ҫын пысӑк мар, курпунтарах, салхуллӑ, куҫ айӗн пӑхать, ӑвӑсран пуранӑ питӗ начар пӳртре пурӑнать, барщинӑна ҫӳрет; суту-илӳпе хӑтланмасть: начар апат ҫиет, ҫӑпата сырса ҫӳрет; — Калуга кӗпӗрнинчи оброк тӳлекен ҫын хыртан пуранӑ пысӑк пӳртре пурӑнать, ҫӳллӗ пӳ-силлӗ, витӗмлӗ те хаваслӑ пӑхать, унӑн пит-куҫӗ таса та шурӑ; ҫупа тата тикӗтпе суту-илӳ тӑвать, уявсенче атӑ тӑхӑнса тухать.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Камӑн Болхов уездӗнчен Жиздра уездне кайма тивнӗ, вӑл, тен, Орёл кӗпӗрнинчи ҫынсен йӑхӗпе Калуга кӗпӗрнинчи ҫынсен йӑхӗн питех те палӑрмалла уйрӑмлӑхне асӑрхаса тӗлӗннӗ пулмалла.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Вӗсене тӑватӑ ҫул каярах иккӗшне те пӗр ӗҫпе «Рабочи класа ирӗке кӑларас союз» пиркиех арестлесе, пӗр хуланах ссылкӑна янӑ пулин те (вӑл хулана хӑш-пӗр карта ҫинче шыраса тупма та ҫук: Вятка кӗпӗрнинчи Орлов ятлӑ хула), Курак та ун патне каймарӗ, Густылёв та ӑна хӑй патне чӗнмерӗ.
XIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вара каллех хӗн-хур курса ҫӳресси пуҫланнӑ, Василий платник пулса ашшӗпе пӗрле Саратов кӗпӗрнинчи ялсенче ҫуртсем туса ҫӳренӗ.
Чапаев ҫинчен // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Чернигов кӗпӗрнинчи Глуховка уездне кӗрекен Ображеевка (халӗ Украинӑн Сума облаҫӗнчи Шостка районӗ) ялӗнче хресчен кил-йышӗнче, чиркӳ старостин ҫемйинче ҫуралнӑ.
Кожедуб Иван Никитович // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BC
Ашшӗ, шкулсем тӑрӑх ҫӳресе таврӑнсан, Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи ҫӗрсӗр хресченсен йывӑр пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панине те лайӑх астӑвать-ха Володя.
Кокушкинӑри ирӗксӗрлӗх // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ку вӑхӑт тӗлне Володьӑн ашшӗ директора ҫитнӗ-мӗн, ӑна Чӗмпӗрти учительсем ҫеҫ мар, пӗтӗм Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи учительсем пӗлнӗ, чунтан хисепленӗ.
Гимназист // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Ун чухнех Новгород кӗпӗрнинчи Рождественски салинче, вунпӗр ҫула кайсан, ҫулҫӳревҫӗ пулма татӑклӑн шутласа хунӑ.
Ҫӗнӗ ял // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Гопкинс хӑй алли патне пӗшкӗннине пачах тӗрӗс мар ӑнланнӑ (ку вара Нью-Йоркри полици ӑслӑ тенине пӗлтермест), шӑпах ҫапла майпа ӗнтӗ Хӑвалӑх кӗпӗрнинчи хисеплӗ ҫынсем пӗр-пӗрне ӑшшӑн саламлаҫҫӗ, пӗр-пӗрне юратнине пӗлтереҫҫӗ.
XXXI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Хӑйӗн ӗҫне питӗ пӗлсе туса пыракан Дикинсон мистер судья лайӑх тӗпчесе пӗлнинчен акӑ мӗн курӑнать: вӑл Хӑвалӑх кӗпернинчи (пирӗнпе туслӑ ҫӗршывӑн чи лайӑх та культурӑллӑ кӗпӗрнинчи) вырӑс-мӗн, христианин тата — хамӑртан хушса ҫырар — питӗ йӑваш та лӑпкам ҫын, калаҫнӑ чух хӑйне питӗ сӑпайлӑ тытать.
XXXI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Декабрь уйӑхӗнче тин, Воронеж кӗпӗрнинчи Тури Дон округӗпе кӳршӗллӗ Богучар уесӗн территорийӗнче пысӑк восстани пуҫлансан, ирӗксӗрех вӑрман касасси те, юман ҫӑпанӗсем пухасси те чарӑнса ларнӑ.
X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Саратов кӗпӗрнинчи ялсенче, ют территорире, казаксем хӑйсене ҫӗнтерӳҫӗсем пек тытнӑ: халӑха ҫаратнӑ, хӗрарӑмсене пусмӑрланӑ, тырӑ запасӗсене тустарнӑ, вырӑнти халӑхӑн выльӑх-чӗрлӗхне пуса-пуса ҫинӗ.
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Эсир Орел кӗпӗрнинчи ҫар комиссариачӗ, тетӗр-и? — ун ҫине куҫлӑх урлӑ тинкерсе ыйтрӗ те полковник куҫне каллех сӗтел ҫинелле усрӗ, темле хут таткине, — ахӑртнех, документ пулас вӑл, — аллинче ҫавӑркаласа, ун ҫине куҫӗсене хӗскелесе пӑхма тытӑнчӗ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.