Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗпи (тĕпĕ: кӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Асӑрхамарӑн-им, тӗлпулнӑ чухне унӑн шурӑ пурҫӑн кӗпи витӗр тӗттӗм хӗрлӗ кӑкӑр ҫыххи гранат пекех курӑнса тӑратчӗ…

Разве не заметил, сквозь её белую блузку багровел словно спелый-спелый гранат её тёмно-бордовый бюстгальтер…

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Вӑт пӗрре, явкай вӑхӑтӗнче тӗлӗрнӗ вӑхӑтра, унӑн кӗпи айне темиҫе кӑткӑ тытса ятӑмӑр.

И вот однажды мы ей под платье запустили несколько муравьев.

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Кӑвак ситсӑ кӗпи витӗр вӗҫленке хул калакӗсем палӑраҫҫӗ.

Под синей ситцевой рубахой торчат острые лопатки.

Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.

Ҫав вӑхӑтра хапха патӗнче татах тепӗр хӗрача кӗпи вӗлт курӑнса кайрӗ, Томӑн чӗри картах турӗ.

Но вот еще одно платье мелькнуло в воротах, и сердце Тома запрыгало от радости.

12-мӗш сыпӑк. Кушак аҫи тата «ыратнине лӑплантаракан эмел» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— эсӗр унӑн кӗпи ҫухине шурӑ ҫиппе ҫӗлене пек астӑватӑп эпӗ, кунта, пӑхӑр-ха, ҫиппи хура, — терӗ.

— Мне показалось, будто вы зашили ему воротник белой ниткой, а теперь у него черная.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вара хӑйне хӑй каллех мухтаса илчӗ: «Том кӗпи типпине эпӗ питӗ чеен пӗлтӗм-ҫке. Манӑн пуҫри шухӑша никам та сисеймере», — терӗ.

— Ей приятно было думать, что она сумела проверить, сухая ли у Тома рубашка, так, что никто не понял, к чему она клонит.

1-мӗш сыпӑк. Том вылять, ҫапӑҫать, тарать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Анне! — ярса тытрӗ вӑл амӑшне кӗпи аркинчен.

— Мама! — схватил он мать за подол платья.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

Инҫех те мар пысӑках мар сӗвекрен чӑваш кӗпи тӑхӑннӑ арҫынсем утӑ ҫулса анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чуна ҫывӑх тӑван ялӑм // Марина ЛЕОНТЬЕВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.08.02

3. Ааронӑн сӑваплӑ вырӑна акӑ мӗн илсе кӗмелле: ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӑру, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн така; 4. унӑн йӗтӗнрен тунӑ таса хитон тӑхӑнмалла, аялтан тӑхӑнмалли кӗпи те йӗтӗн пултӑр, пилӗкне йӗтӗн пиҫиххи ҫыхтӑр, йӗтӗн кидар тӑхӑнтӑр: ку — тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ тумтир; вӑл ӳтне шывпа ҫутӑр та ҫавна тӑхӑнтӑр; 5. Израиль ывӑлӗсен халӑхӗнчен ҫылӑх парни кӳмешкӗн [качака кӗтӗвӗнчен] икӗ качака таки тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр сурӑх таки илтӗр.

3. Вот с чем должен входить Аарон во святилище: с тельцом в жертву за грех и с овном во всесожжение; 4. священный льняной хитон должен надевать он, нижнее платье льняное да будет на теле его, и льняным поясом пусть опоясывается, и льняной кидар надевает: это священные одежды; и пусть омывает он тело свое водою и надевает их; 5. и от общества сынов Израилевых пусть возьмет [из стада коз] двух козлов в жертву за грех и одного овна во всесожжение.

Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Этнографи залӗнчи чи «ватӑ» экспонат — чӑваш хӗрарӑмӗн XIX ӗмӗр вӗҫӗнче ҫӗленӗ кӗпи.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех