Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗпи (тĕпĕ: кӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Улача кӗпи кӗскерех пулни вун ултӑ ҫулхи Эрнепие пӗве ҫитмен хӗр ача пек кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарҫӑн шурӑ кӗпи ҫине атӑ йӗрри ҫаплипех йӗрленсе юлать.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслашшӗ, сакӑрвунӑ ҫулхи старик, пӳртрен йӳле пилӗкӗнех тухнӑ, ҫийӗнчи шурӑ кӗпи чӗркуҫҫи таран усӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чим, Ольга… сан кӗпе арки вараланнӑ, — терӗ Павлуш, хӗвел ҫаврӑнӑш хупписене ун кӗпи ҫумӗнчен тасатма хӑтланса.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Шап-шурӑ чӑваш кӗпи тӑхӑннӑ хӑй, арки вӗҫӗ эрешлӗ, ҫаннисен вӗҫӗ шӑтӑклаллӑ, кӑкри ҫинче хитре тӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соня, венчет кӗпи тахҫанах тӑхӑннӑскер, кӗҫӗн кӗрӗве кӗтсе ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— А пӗркенчӗкӗ тата, тюльрен тунӑ пулмалла, кӗпи аркипе танах вӑрӑм.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ай, интереслӗ: кӗпи шап-шур пурҫӑнтан, шӑтӑклаллӑ — витӗр курӑнать…

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Типнӗ кӗпи, кӑмака хутсах типӗтрӗм, — хӑйне айӑплӑн шутласа, каларӗ Марине кинемей, кайри пӳртрен кӑштӑрканӑ кӗпе-йӗмпе вырӑн ҫитти таврашӗ йӑтса кӗрсе.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Чӑпӑрккапа кӗпи айӗнчен хӑш чухне ҫапкаланӑ пулнӑ, анчах ҫын курман вӗсем харкашнине.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Венчет кӗпи — йӑлт майралла, — тӗлӗнеҫҫӗ виҫҫӗмӗшӗсем, — пӗркенчӗкӗ тата — витӗр курӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Нимӗн те пулса иртмен пекех: Сашша Маркела шыва ывӑтни ҫинчен никам та тапратмарӗ — ни ашшӗ, часах пасар кӗпи тӑхӑнса кӗнӗскер; ни амӑшӗ, нӳхрепрен ятарласа хатӗрленӗ пыллӑ сӑра ӑсса кӗнӗскер; ни ватӑ Паймук, хӑй куҫӗпе хӑй тихӗтленӗ хапхана курнӑскер.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сатин кӗпи айӗнчен ирсӗр чунӗ курӑнмасть, тет, пулӗ, — хӑй тӗллӗн шухӑшласа васкать Сашша.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӗпи аркине ҫӗтсе Гервак бинт турӗ те урин суранӗсене вӑй ҫитнӗ таран ҫыхса хучӗ; аякӗн суранӗ шыҫӑннӑ, ҫав-ҫавах юн сӑрхӑнать, анчах ӑна пур пӗрех нимӗнпе те ҫыхма май ҫук.

Оторвав низ рубашки, Гервак сделала бинты и перевязала, как могла, ноги; рана на боку распухла и не переставала кровоточить, но все равно ее нечем было перевязать.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пичӗ ҫинче хӗп-хӗрлӗ пӑнчӑсем; ҫӳҫӗ арпашӑнчӑк, кӗпи лӳчӗркенчӗк, — чул ҫинче сӑтӑрӑнса вараланнӑ.

Ее лицо было все в красных пятнах; волосы растрепались, платье измялось и выпачкалось о камни.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Сарайпа лаша витине уйӑракан пӗчӗк тӑкӑрлӑк чиккинче вӑл аллисене ҫурӑмӗ хыҫне тытрӗ те — акӑ мӗнлерех ӳкерчӗк курать: лаша пӑхакан Билль пиншаксӑр, кӗпи ҫаннисене тавӑрнӑ — чакакан, анчах ҫав-ҫавах парӑнман Саватьене ҫӗнтерсе пырать.

Когда, заложив руки за спину, она остановилась на границе закоулка, отделяющего сарай от конюшни, картина представилась ей такая: конюх Билль, без пиджака, засучив рукава рубашки, одолевал отступающего, но все еще стойкого Саватье.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫакнашкал пулса тухрӗ Дезипе иксӗмӗрӗн пӗррехинче унӑн хӑмӑр шӳлкемеллӗ сарӑ кӗпи тӗлӗшпе; Дэзи ӑна «Хумсем ҫинче чупакан», Фрези Грант, ячӗпе ирттернӗ карнавала асӑнса пурӑнмалӑх усрать; тата театрти тӗл пулу та — хам туймасӑрах тусӑма кӳрентерни — ҫине-ҫинех аса килет.

Такое состояние возникло однажды у Дэзи и у меня по поводу ее желтого платья с коричневой бахромой, которое она хранила как память о карнавале в честь Фрези Грант, «Бегущей по волнам», и о той встрече в театре, когда я невольно обидел своего друга.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хӑть мӗн каласан та ку — унӑн кӗлетки, унӑн шерепеллӗ сарӑ кӗпи.

По крайней мере это была ее фигура, ее желтое с бахромой платье.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Хӑйне ҫав тери килӗшекен чие ҫырли тӗслӗ кӗпи ҫийӗн ҫӳҫеллӗ пысӑк шурӑ тутӑрне уртнӑ…

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Халӗ те, портретри хӗрарӑм пекех, чие ҫырли тӗслӗ кӗпи ҫийӗн ҫӳҫеллӗ пысӑк шура тутӑрне уртнӑ вӑл, ҫырӑ ҫӳҫне хыҫалалла пуҫтарса ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех