Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗпи (тĕпĕ: кӗпе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тамара кӗрен тутӑрпа, кӑвак кӗпи ҫийӗн кофта тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кӗрен чечеклӗ кӗпи ҫийӗн хура сатин чӗрҫитти ҫакса, тин кӑна ыйхӑран вӑранакан выльӑх-чӗрлӗх сассипе тулса ларнӑ урама тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Марине кӗпи помидор ҫулҫисене сӑтӑрӑнчӗ, сӑмсана кӑтӑклакан шӑршӑ тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Унӑн кӗпи хӗвелпе шупкаланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Пирӗн хулари кукка ачисен кӗпи ҫинчи тӳмесем ҫакӑн пекех, — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Ҫамрӑк ҫыннӑн кӑкӑрӗ тӗлӗнче пиртен ҫӗленӗ шалпар кӗпи ҫинче, мӑкӑнь чечекӗ пек, йӑлмакласа ҫыхнӑ хӗрлӗ лента пур.

На груди у него, на полотняной блузе, горел, как цветок мака, красный бант.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Анчах лайӑхрах пӑхсан, унӑн кӗпи тӗрӗллӗ пулнине, пуҫӗ ҫинчи беретне темӗнле тӗлӗнмелле фасонпа ҫӗленине куратӑн.

Однако косоворотка эта была вышита, и берет на голове Пыл какого-то чудного фасона.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӗпи унӑн икӗ хулпуҫҫийӗ тӗлӗнче те ҫӗтӗк, ҫурӑмӗ курпунтарах: вӑл тахҫан грузчик пулни пӗрре пӑхсах сисӗнет.

Рубашка, протертая на плечах, сутулая спина — все это сразу обличало в нем грузчика.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн ҫӳлти тута хӗрри ҫурӑлса кайнӑ, сӑмсинчен юн анать, кӗпи йӑлтах ҫуралса пӗтнӗ.

Верхняя губа его была рассечена, из носа текла кровь, рубаха была изорвана в клочья.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кӗпи те ҫӗтӗк.

И рубахой?

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн уринчи пушмакӗ йӑлтах арканса кайрӗ; чалӑш ҫухаваллӑ кӗпи ҫӗтӗлчӗ, хӗвел ҫинче ҫӳренӗ пирки йӑлтах тӗссӗрленчӗ.

Ботинки его совсем стоптались. Косоворотка износилась, выгорела на солнце.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл яланах ҫара пуҫӑн ҫӳрет, чалӑш ҫухаваллӑ кӗпи ҫинчен пиҫиххи ҫыхать; ҫухавипе тӳмелемест, хӗвелпе пиҫӗхсе хуралнӑ мӑйӗ уҫах.

Он всегда ходил с непокрытой головой, й косоворотке, подпоясанной шнуром, с распахнутым воротом, открывавшим его загорелую шею.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн тутӑрӗ те, кӗпи те, саппунӗ те капӑр тӗрӗллӗ, арки-ҫанни вӗҫӗсем чӗнтӗрлӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Ҫийӗнче кӗпи те ҫук, ҫапах шӳт тума юратать, ҫав апӑрша та — оптимист. Ҫапах та юмахӗ чаплӑ, ҫырса илес пулать», — шухӑшларӗ Пазухин.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чӳречерен Паккань пуҫӗ курӑнчӗ: унӑн пӗчӗк пичӗ типӗтнӗ пан улми пек пӗркеленсе пӗтнӗ, тӑнлавӗсем шурала пуҫланӑ, хура сухалӗ виҫӗ-тӑватӑ пӗрчӗ кӑна, ҫӑварӗнче шӑл тӗпренчӗкӗсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ; ҫӗтӗлсе пӗтнӗ кӗпи ҫухине ярханах янӑ, ырхан мӑйӗ ҫинче тарпа хуралса пӑнтӑхнӑ хӗрес ҫакӑнса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Киле ҫитсе пынӑҫемӗн вӑл йывӑррӑн хашкаса сывларӗ, кӗпи ҫине тар ҫапса тухрӗ, хӑй ҫапах пӗренесене пӑрахмарӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тӗрӗллӗ умлӑ шур кӗпи Капӑр курӑнтӑр, Сарӑ хӗрсен кӑмӑлӗ Пире пӑхӑнтӑр…

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кунта кӗпи ҫӗтӗкӗпе турчка выртнине курсан тин мӗн пулнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑршшӗпе ҫурса антарнӑ кӗпи икӗ еннелле уҫӑлса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗн кӗпи шар! ҫурӑлса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех