Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӗнекинчи (тĕпĕ: кӗнеке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Праҫник кунӗсенче хресченсем Мина старик тавра кӗпӗрленсе тӑратчӗҫ те унӑн кӗл тунӑ чухнехи пек каланӑ сӑмахӗсене, хушӑран тата библи кӗнекинчи сыпӑксене кӗрте-кӗрте янӑ калавӗсене, сывлӑш ҫавӑрма хӑранӑ пек пулса, каҫса кайса итлетчӗҫ.

В праздничные дни крестьяне, обступив деда Мину, слушали, затаив дыхание, его увлекательные рассказы о старике, смахивающие на проповеди и подкрепленные цитатами из Священного писания.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл хӑй кӗнекинчи карттисенчен пӗрне сарса хучӗ те вӑрҫӑ театрӗн чиккине кӑтартасшӑн пулса самай вӑхӑт хушши аппаланчӗ, — ун сӑмахӗпе каласан, ҫакӑн пек пулнӑ имӗш ҫав виҫесӗр пысӑк театр, унта пирӗн тинӗспе сывлӑшри ҫарсем тӑшманпа ҫапӑҫаҫҫӗ.

Он развернул карты, приложенные к одной из его книг, и не сразу нашёл ту, на которой мог показать границы театра, — таков был, по его словам, этот огромный театр, на котором действовали наши морские и воздушные силы.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑйне вӗҫӗмсӗр тренировкӑсемпе асаплантарса, кашни кунах хӑйне кӑткӑсрах та йывӑртарах уроксем парса пырса, вӑл кулленех, ҫывӑрма выртас умӗн, хӑйӗн записной кӗнекинчи календарь ҫинче пурӑнса ирттернӗ числона чӗрсе пӑрахрӗ, ку вара хӑйне боевой пурнӑҫран уйӑрса тӑракан тата тепӗр чӑрмава ҫӗнтернӗ пек пулчӗ.

Мучая себя бесконечными тренировками, каждый день нагружая более сложными и тяжелыми тренировками, он ежедневно, перед тем, как лечь спать, перечеркивал в календаре своей записной книжки прожитое число, это было как еще одна победа над препятсвием, отделявшим его от боевой жизни.

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Анчах, пӗртак вӑхӑт иртсенех, учитель Томӑн кӗнекинчи вараланчӑк вырӑнсене курах кайрӗ.

Скоро открылось происшествие с учебником.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ятарласа ҫырса пынӑ кун кӗнекинчи йӗркесемпе паллашар-ха эппин.

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Вулакансем Федоровка тӑрӑхӗнчи нерв чирӗсене сиплекен тухтӑрӑн Аркадий Русаковӑн калавӗсене те, шухӑша яракан статйисене те, Гафури тӑрӑхӗнчи Владимир Лазарев фтизиатӑрӑн усӑллӑ канашӗсене те, Ӗпхӳ хулинче хирург пулса ӗҫленӗ, халӗ тивӗҫлӗ канури Ким Федоровӑн «Хирург ҫырса пынисем» кӗнекинчи кӗске калавӗсене те хапӑл тусах йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех