Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Ҫавӑн чухне тӑванӗсем каланӑ Ӑна: кунтан Иудейӑна тухса кай — Эсӗ тӑвакан ӗҫсене Хӑвӑн вӗренекенӳсем те курччӑр, 4. палӑрас тесен никам та нимӗн те вӑрттӑн тумасть; Эсӗ ҫавнашкал ӗҫсем тӑватӑн пулсан, Хӑвна тӗнчене кӑтарт эппин, тенӗ.
Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах Иисус ӑна ҫапла каласа янӑ: 39. килне таврӑн та Турӑ хӑвна ырӑлӑх тунине каласа кӑтарт, тенӗ.Но Иисус отпустил его, сказав: 39. возвратись в дом твой и расскажи, что сотворил тебе Бог.
Лк 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвна Ху сыват» теекен каларӑша аса илтерсе, ҫапла каласшӑн: «Эсӗ Капернаумра мӗн тунине илтрӗмӗр эпир, кунта та, Хӑвӑн тӑван ҫӗршывӑнта, ҫавна туса кӑтарт» теесшӗн, тенӗ.исцели Самого Себя; сделай и здесь, в Твоем отечестве, то, что, мы слышали, было в Капернауме.
Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иисус ӑна ирӗк паман, Вӑл ҫапла каланӑ: эсӗ килне тӑванусем патне кай та Ҫӳлхуҫа хӑвӑншӑн мӗн тунине, епле хӗрхеннине каласа кӑтарт вӗсене, тенӗ.
Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тӑвану сана урлӑ пырса ҫылӑха кӗрсен, кай та унпа куҫа-куҫӑн калаҫ, ӳкӗтле ӑна; вӑл сана итлесессӗн, ку вара саншӑн тӑванна тупниех пулать; 16. итлемесессӗн, хӑвпа пӗрле тата тепӗр ҫын е икӗ ҫын илсе кай — икӗ е виҫӗ кӳнтелен каланипе пур сӑмах та ҫирӗплентӗр; 17. вӗсене те итлемесессӗн, ӗненекенсен ушкӑнне каласа кӑтарт; ӗненекенсен ушкӑнне те итлемесессӗн, вӑл вара саншӑн суя тӗнлӗ ҫын пекех, куланай пухакан пекех пултӑр.
Мф 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иисус ӑна каланӑ: асту, никама та ан кала; хӑвна священника кайса кӑтарт та, Моисей хушнӑ пек, парне кӳр, тенӗ.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Эпӗ ҫапла хуравларӑм: эхер те эпӗ санӑн умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, эхер те ҫавӑн пек пулма май пулсассӑн, эпӗ ҫавна юрӑхлӑ пулсассӑн, 45. кӑтарт мана: килесси иртнинчен пысӑкрах-и е мӗн пулнийӗ пулассинчен пысӑкрах-и?
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Тӑлӑх арӑм прависене хӳтӗле, чухӑн ҫынна сут тунӑ чухне тӳрӗ пул, мӗскӗне пулӑш, тӑлӑха хунтӑла, ҫарамассине тумлантар, 21. хавшанишӗн, халсӑрришӗн тӑрӑш, уксахран ан кул, чӑлаха хӳтӗле, суккӑра Манӑн ҫуттӑма кӑтарт, 22. ватӑпа пӗчӗк ачана хӑвӑн килӳнте усра, 23. виле выртнине курсассӑн ӑна тупӑклӑха пытарса пичет пусса хӑвар — вара вилнисене чӗртсе тӑратнӑ чухне Эпӗ сана хисеплӗ вырӑн парӑп.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Намӑс кӑтарт вӗсене, вӗсенӗн амӑшне те ҫука хӑвар, ҫапла вӗсен ӑрӑвӗ те ан пултӑр; 7. вӗсем халӑхсем хушшинче сапаланччӑр та, вӗсен ячӗсем ҫӗр ҫинчен ҫухалччӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Ман халала вырӑна хумарӗҫ.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эсӗ мухтав вырӑнне намӑспа тӑрантӑн; ху та ӗҫ, намӑсна кӑтарт — Ҫӳлхуҫанӑн сылтӑм аллинчи курка тата хӑвӑн мухтаву намӑса юласси сан патна та ҫаврӑнса ҫитӗ.
Авв 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Священниксем, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑракансем, притворпа парне вырӑнӗ хушшинче йӗччӗр, ҫапла калаччӑр: «эй Ҫӳлхуҫамӑр, хӗрхен Хӑвӑн халӑхна, Хӑвӑн халӑхна мӑшкӑл ан кӑтарт, ытти халӑхсем унран ан кулччӑр; халӑхсем хушшинче мӗншӗн-ха: «ӑҫта вӗсен Турри?» тесе каламалла?» 18. Вара Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ҫӗрӗшӗн хытӑ тӑрӗ те Хӑйӗн халӑхне хӗрхенӗ.
Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсем хӑйсем мӗн тунинчен пуринчен те намӑсланаҫҫӗ пулсан, эсӗ вӗсене Турӑ Ҫурчӗн ӗлкине-сӑнне, вӑл мӗнле ларнине, унӑн тухмалли-кӗмелли вырӑнӗсене, унӑн пӗтӗм сӑнне, пӗтӗм йӗркине, пӗтӗм сӑнарне, унӑн пӗтӗм саккунне кӑтарт, вӗсем унӑн пӗтӗм сӑнне, пӗтӗм йӗркине сыхла са хӑварччӑр, ҫавсене тытса пурӑнччӑр тесе, ҫакна пӗтӗмпе вӗсен куҫӗ умӗнче ҫырса хур, терӗ.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Хӗҫ Аммон ывӑлӗсен хулине Раввӑна тата Иудея ҫӗрне, тӗреклӗлетнӗ Иерусалима, каяс ҫула кӑтарт: 21. ӗнтӗ Вавилон патши ҫул юппинче, икӗ ҫул пуҫланнӑ тӗлте, юмлама чарӑнса тӑнӑ: ҫӗмренӗсене силлет, терафимӗсенчен ыйтать, пӗвер тишкерет.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Мана Ҫӳлхуҫаран тата сӑмах пулчӗ: 19. этем ывӑлӗ, эсӗ Вавилон патшин хӗҫӗ каяс икӗ ҫула ӳкерсе кӑтарт — икӗ ҫулӗ те пӗр ҫӗртен тухмалла; хуласене каякан ҫулсем ӑҫтан пуҫланнине ӳкер, ҫавӑнта паллӑ ларт.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хытӑ кӑшкӑр, хӑвна ан чар; сассуна вӑйлат — трупа пек пултӑр, Манӑн халӑхӑма хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене, Иаков килне хӑйӗн ҫылӑхӗсене кӑтарт.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ырӑлӑхна тӳрӗ ҫынна кӑтарт, уншӑн сана, ҫыннинчен мар пулсассӑн та, Ҫӳлти Турӑран ырӑлӑх килӗ.2. Делай добро благочестивому, и получишь воздаяние, и если не от него, то от Всевышнего.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсӗ вара, Ҫӳлхуҫа, — уҫӑ кӑмӑллӑ, хӗрхенекен чӗреллӗ, вӑрах тӳсӗмлӗ, нумай ырӑлӑхлӑ, чӑн Турӑ — 16. ман ҫине пӑхсамччӗ, хӗрхенсемччӗ мана; Хӑвӑн чуруна Хӑвӑн тӗреклӗхне парсамччӗ, Хӑвӑн чурун ывӑлне ҫӑлсамччӗ; 17. мана кӑмӑл тунине паллӑ туса кӑтарт, мана курайманнисем курччӑр, намӑсланччӑр, мӗншӗн тесессӗн, Ҫӳлхуҫамӑм, мана Эсӗ пулӑшрӑн, лӑплантартӑн.
Пс 85 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй Ҫӳлхуҫа, Ху кӑмӑл тунипе Сиона ырӑлӑх кӑтарт; Иерусалим хӳмисене хӳсе ҫавӑр: 21. вара Эсӗ тӳрӗлӗх парнине те, ытти парнене те, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳнине те кӑмӑл тӑвӑн; ун чухне Сана парне кӳрекен вырӑн ҫине пӑрусем пусса хурӗҫ.
Пс 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Ҫӳлхуҫа, Хӑвӑн ҫулусене кӑтарт мана, Хӑвӑн сукмакусене вӗрент мана.
Пс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эй Ҫӳлхуҫа, ҫӗклен, ҫиллӳне кӑтарт; тилӗрнӗ тӑшманӑмсене хирӗҫ тух, Ху пӗлтернӗ сутупа килсе сут ту маншӑн — 8. Санӑн тавра ушкӑн-ушкӑн ҫын тӑрӗ; вӗсен тӗлӗнче ҫӳле ҫӗклен Эсӗ.
Пс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.