Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑлсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмӑлсӑр (тĕпĕ: кӑмӑлсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр дояркине парсан, тепри кӑмӑлсӑр

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Иккӗшне те хӑваласан, нимсӗрех юлмӑпӑр-и? — ҫаплах кӑмӑлсӑр калаҫрӗ Валя.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ун чухне янӑшмасем 1936 ҫулта хӑпартнӑ ҫуртра вырнаҫнӑ шкулпа тата культура ҫурчӗпе кӑмӑлсӑр пулнине пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Янӑшма ялӗнче ҫӗнӗ объект пулӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/p-ch-k-yal-n-pys ... ul-3413123

Арҫын ача, музыкӑра вӑйсӑррине туйса, хӑйпе хӑй ҫав тери кӑмӑлсӑр, чунӗпе тулашса таврӑнчӗ урамран.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Сахвине, сарлака питлӗ, мӑнтӑркка хӗрарӑм, яланах кӑмӑлсӑр ҫӳрет цехра.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Кур ӗнтӗ: хӗрупраҫ кӑмӑлсӑр калаҫни Сантӑр пеккисене те хӑюсӑрлантарма, вӗсен хусканӑвӗсене те ҫыхлантарма пултарать…

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сӑнӗ кӑмӑлсӑр унӑн, кӑмӑлсӑр ҫеҫ те мар, ҫиллес.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Нимӗнле чаплӑ ӗҫе те илемлӗ, ҫепӗҫ кӑмӑлсӑр тума ҫук, совет халӑхӗн иртнӗ вӑрҫӑри аслӑран та аслӑ ҫӗнтерӗвӗ те иксӗлми паттӑрлӑхпа чун-чӗре ҫепӗҫлӗхне пула ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ӗнер каҫхине аҫу килсе кайрӗ, — илтӗнчӗ Прохор Петровичӑн кӑмӑлсӑр сасси.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ывӑннӑ комбайнер, кӑштах та пулин выртса канас, тӗлӗрсе илес вырӑнне, сӑвӑ калать; ӗҫ ӑнманран кӑмӑлсӑр комбайнер урӑх нимле те мар, сӑвӑ каласа хӑйӗн чунне ҫӗклентерет — ҫавӑнпа та чӗрене нихӑҫанхинчен ирӗклӗн, тарӑннӑн кӗрсе вырнаҫаҫҫӗ пуль вӑл калакан сӑвӑсем, ҫавӑнпа итленӗҫемӗн итлес килет пуль вӗсене…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Нихҫан та ӑна кӑмӑлсӑр курмастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пулӑшу пур // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=z_SttjfQZwE

Шупашкарти Миттов бульварӗнчи 21-мӗш ҫуртра пурӑнакансем управляющи компани ӗҫӗпе кӑмӑлсӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӳрӗ лини ирттерчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60452

Шупашкарти Магницкий урамӗнче пурӑнакан Татьяна Янина ҫӳп-ҫап вӑхӑтлӑ илсе тухманнипе кӑмӑлсӑр.

Куҫарса пулӑш

Каллех ҫӳп-ҫап // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61151

Енчен те ашшӗ-амӑшӗ пӗлӳ ҫуртӗнчи апатлану тытӑмӗпе кӑмӑлсӑр пулсан, хӑйсен пӑшӑрханӑвне вӗсем вӗрентӳ управленийӗн е хула администрацийӗн социаллӑ тетелӗсенчи ушкӑнӗсене ҫырса яма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Апат тутлӑ ҫитереҫҫӗ-и? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61149

«Мами сире мӗнле тӑрантса пӗтерет?» – кӑмӑлсӑр каларӗ кукамай.

«Чем вас только мама кормит?» – громко возмутилась бабушка.

Ӳпле // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/582

Анчах ҫав калав пирки вӑл пӗр япалашӑн кӑмӑлсӑр пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Капла кӑна та мар, унӑн сӑн-сӑпачӗ сиввӗнрех те курӑнчӗ, хӗрача салтак ҫине, ӑна темшӗн айӑпланӑ, хурланӑ пек, кӑмӑлсӑр пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Паллах, манра икӗ вӑй кӗрешнӗ ун чухне, эпӗ хампа хам кӑмӑлсӑр пулнӑ, ҫапах та хама хам ҫӗнтерме вӑй ҫитереймерӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Георгий ҫапла хӑйпе хӑй кӑмӑлсӑр пулса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Хӗрача Георгий ҫине, чӑнах та, кӑмӑлсӑр пек пӑхса илчӗ, анчах калаҫма пӑрахмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех