Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑлсӑр сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмӑлсӑр (тĕпĕ: кӑмӑлсӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗркури ҫапла тархасланипе Анфис аппа сасартӑк ун ҫине тинкерчӗ те: — Чӗре ӗненмест манӑн, пулма пултараймасть, вунӑ-вуникӗ ҫул хушшинче пирӗн патра пулман кун иртмен санӑн, хам ывӑл пек пӗлсе, хӑнӑхса ҫитрӗмӗр, нихӑҫан кӑмӑлсӑр юмах-сӑмах пулманччӗ… анчах сӑлтавӗсем халӗ… Чӑннипе кала, ывӑлӑм Кӗркури, чӑннипе. Чӑнлӑх ҫиеле тухатех. Эпӗ мар, халӑх суд тутӑр, — терӗ юлашкинчен.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Ма кӑмӑлсӑр? — тесе пӳрт чӳречи енне ҫаврӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Малтан каҫарсан // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111 с.

— Анне кӑмӑлсӑр, — тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Малтан каҫарсан // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111 с.

Арҫын авланнине йӑнӑш шутне кӗртес пулсан, чӗрӗк этемлӗх кӑмӑлсӑр пулнӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Хамӑн пуҫлӑх та кӑмӑлсӑр, эсӗ кутӑн ҫын тесех каласшӑн — унӑн шанӑҫне тӳрре кӑлараймарӑм-ҫке ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

— Тата мӗншӗн кӑмӑлсӑр эсӗр?

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫылӑх та-ха сана уншӑн, — кӑмӑлсӑр сасӑпа тавӑрчӗ амӑшӗ, — Килте чиперех-и хӑть?

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл хӑнасем пӗр самантлӑха кӑмӑлсӑр пулнине те, вӗсене шӑллӗ майлаштарса янине те пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье уншӑн упӑшки ҫине кӑмӑлсӑр пӑхрӗ, тем каласшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах та халӗ хресчен «сарӑ ылтӑн» хакӗпе кӑмӑлсӑр.

Куҫарса пулӑш

Уяртсанах - уй-хире // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11391-uy ... h-uj-khire

Тӗкӗрҫӗсем ҫул ҫӳресе ывӑннине, иртнинче вӑрласа тухнӑ хӗре алӑран вӗҫертнӗшӗн кӑмӑлсӑр пулнине туйса тӑракан Мамич-Бердей хальхинче пӗтӗм ӗҫе вӗсемпе канашласа тума шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑмӑлсӑр мар.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тен, мӗншӗн те пулин кӑмӑлсӑр пуль сирӗн княҫсем?

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мускав хыпарӗсене пӗлтернӗ хушӑра княҫсем систерсе хучӗҫ: аслӑ князь Шигалей хан Хусанта хӑйне мӗнле тыткаланипе питех те кӑмӑлсӑр.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сафа-Гирей поэт пӑхмасӑр каланӑ сӑвӑсене Гази ҫырнӑ тесе шутларӗ курӑнать, ҫавӑнпа вӗсене пушшех кӑмӑлсӑр йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Апла илсе кай, кансӗрлесе те ан ҫӳретӗр пире, — терӗ тулли ҫын такама вӑрҫнӑ чухнехи пек кӑмӑлсӑр пулса.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗрарӑм ун сӑмахне илтсен кӑмӑлсӑр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Усал халӑх сирӗн ялта, — терӗ кӑмӑлсӑр пулнӑ имам пурте кайса пӗтсен.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Амӑшӗнчен те яланах ыйтатӑп, — кӑмӑлсӑр тавӑрса каларӗ Алимпие амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Кӑмӑллӑ та, кӑмӑлсӑр та эпӗ, Ырӑ кӑмӑллӑх, эс пар ална, Авӑртан туртса кӑларччӗ тетӗн, Юрату вӑй илтӗр ялана.

Куҫарса пулӑш

Кӑкӑрӑм ҫӗкленчӗ ҫиле хирӗҫ // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 51–52 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех