Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пралук ҫине пӑхса тӑрса, Андрей хӑйӗн ӑшӗнче тавӑрас кӑмӑл епле ҫӗнӗрен вӗресе хӑпарнине сисрӗ, — вӑл кӑмӑла нимӗнпе те лӑплантарас ҫук ҫав.Андрей глядел на проволоку и чуял, как снова закипает в нем жажда мести, ее ничем не утолить.
10 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Анчах Мартинин ҫав юратман кӑмӑлӗ часах тӑшманла кӑмӑл пулса тӑнӑ.
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Унӑн сӑмахӗсем, канаш панисем, вӑрҫса каланисем те ҫынсен кӑмӑлне ҫӗклеҫҫӗ, ун патӗнчен вара вӗсем ӗҫлес, кӗрешес кӑмӑл тулнипе саланаҫҫӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Натури унӑн ҫителӗклӗ пуян пулнӑ; айван ӑслӑ пулман вӑл, ҫав хушӑрах тата талантлӑ пулнӑ, аван юрланӑ, гитара каланӑ, калаҫма ҫав тери ҫивчӗ калаҫнӑ, хут ҫырма ӑста пулнӑ, уйрӑммӑнах полкри адъютант пулса ӗҫленӗ чух ҫырма вӗреннӗ казеннӑй хутсене ӑста ҫырнӑ; анчах пуринчен ытла унӑн натуринче хӑйне хӑй юратас кӑмӑл вӑйлӑ пулнӑ, ку ӗнтӗ, пуринчен ытла хӑй кӑштах пултаруллӑ ҫын пулнинчен килнӗ пулин те, тӗлӗнмелле уҫҫӑн та вӑйлӑн палӑрса тӑракан кӑмӑл пулнӑ.
1 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Калугина халӗ те-ха чапа е мухтава тухас кӑмӑл хавхалантарать — хӑйне кӑтартас кӑмӑлпа награда илес ӗмӗт, паллӑ ҫын пулас ӗмӗт хавхалантарать ӑна.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Аристократ сӑмах (кирек мӗнле сословире пулсан та ҫавах вӑл, сословин чи ҫӳлте тӑракан сийӗ пулсан вара, ӑна пирӗн пур ҫӗрте те аристократия вырӑнне хураҫҫӗ) пӗр вӑхӑтран пуҫласа пирӗн Российӑра (кунта вӑл сӑмах пулма та кирлӗ марччӗ, пулас) пуриншӗн те паллӑ сӑмах пулса тӑчӗ, пур ҫӗре те, чапа е мухтава тухас кӑмӑл сӑрхӑнса кӗме ӗлкӗрнӗ ҫӗре (мӗнле кӑна условине сӑрхӑнса кӗмест-ши вӑл путсӗр кӑмӑл?), обществӑн пур тӗрлӗ сийӗсене те сӑрхӑнса кӗчӗ вӑл — купцасем хушшине те, чиновниксемпе писарьсем тата офицерсем хушшине те, Саратова та, Мамадиша та, Винницӑна та, ӑҫта ҫын пур, пур ҫӗре те сӑрхӑнса кӗчӗ.
3 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ырӑ кӑмӑлпа панӑ хуть мӗнле парне те ҫынра яланах хире-хирӗҫле лайӑх кӑмӑл вӑратать.
Парнесем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Малтанхи кӑмӑл чи тӗрӗс кӑмӑл, теҫҫӗ.
10 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Унӑн кӑмӑлӗ питӗ лайӑх, ун пек кӑмӑл ҫамрӑксен спорт ӑмӑртӑвӗсем вӑхӑтӗнче пулать; ҫавӑн пек чух пин ҫын куҫӗ умӗнче трусипе тата майкӑпа чупма нимӗн чухлӗ те намӑс мар, ҫамрӑк ӳт-пӳ чи илемлӗ те ытти чух пулман хусканусем тӑвать, пӗр вӑтанмасӑр ҫивӗччӗн вылять.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Кашниех кӑмӑллӑ та тус пек пулни сисӗнчӗ, ҫав кӑмӑл — ҫӗнӗ кӑмӑл пулнипе — вӗсене иментерчӗ, ахӑр.
VI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вӑл, туслӑха упраса, хӑйӗн тапхӑрӑн-тапхӑрӑн килсе капланакан кӑмӑлӗсемпе кӗрешнӗ, ҫав кӑмӑл хӑҫан та пулин вырӑна килессе кӗтсе пурӑннӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Вӑл хӑйне итленине курчӗ, пурте чӗнмесӗр тӑраҫҫӗ; хӑй йӗри-тавра таччӑн тӑракан ҫынсем шухӑшланине туйрӗ вӑл, ҫавӑнпа та унӑн халӗ хӑйӗншӗн уҫҫӑн палӑрса тӑракан кӑмӑл — ҫынсемпе лере, ывӑлӗ хыҫҫӑн, Андрей хыҫҫӑн, — салтаксен аллине панӑ, пӗччен хӑварнӑ ҫынсем хыҫҫӑн — кайма тӗртес кӑмӑл ӳссе пычӗ.
XXIX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Сывлӑшра темӗн пысӑкӑш пӑхӑр труба юрланӑ пек, унӑн юрри ҫынсене вӑратнӑ пек туйӑнчӗ, вӑл пӗр кӑкӑр та ҫапӑҫӑва тухма хатӗр тӑрас кӑмӑл, тепринче уҫӑлсах ҫитмен савӑнӑҫ, темле ҫӗнӗ япала пулассине шанас кӑмӑл ҫуратрӗ, лере — пӑлханчӑк шанчӑксене хускатса ҫӗклерӗ кунта — нумай ҫулсем хушши пухӑнса пынӑ тарӑхӑвӑн хаяр юхӑмне ирӗке тухса кайма ҫул уҫса пачӗ.
XXVII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Эпӗ сулӑ ҫине пытӑм, кӑмӑл йӑлт пӑсӑлчӗ: хам начар ӗҫ тунине пӗлетӗп-ҫке эпӗ, малашне те мӗн тума юранине ҫеҫ тума хӑнӑхса ҫитессе шанмастӑп, мӗншӗн тесен ҫын пӗчӗкрен ҫапла тума вӗреймен пулсан, кайран ниепле те вӗренеймест, юсанма кӑмӑлӗ пулсан та, юсанаймасть вӑл.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ун умӗнче эпир хамӑрӑн кӑмӑл тулманнине, хамӑрӑн уҫӑмсӑрлӑха ытларах туйса илетпӗр-ши, е унӑн мӗн пурри пирӗн кӑмӑла тултараймасть, е унӑн урӑххи, пире кирли ҫук, тесе каласшӑн эпӗ.
I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Летчик пулас кӑмӑл та, папанинецсем пек те, пограничник та пулас кӑмӑл пысӑкчӗ…
1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
— Карттӑ ҫине хӑй тупнӑ ҫӗрсене ӳкерекен морякӑн савӑнӑҫӗнчен пысӑкрах хаваслӑ, ҫав ҫыннӑн тулли кӑмӑлӗнчен туллирех кӑмӑл пулма пултарать-и тӗнчере?
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
— Мучи мӗнле тата? сывах-и? — ыйтрӗ, пӗчӗк ача пек чӗререн савӑннӑ пулин те, пӑлхануллӑ кӑмӑлне хӑвӑртрах яланхи кӑмӑл ҫине куҫарасшӑн пулнӑ Аркадий.
III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Фронтран кӗске вӑхӑтлӑха киле килсе кайнӑ май, вӗсене вӑл хӑйӗн тивӗҫне кура тата амӑшӗн кӑмӑлне юрас тенӗ майлӑрах ҫеҫ савса ачашлатчӗ, хӑй вара ҫакна тума кӑшт та пулин кӑмӑл туртнине туймастчӗ те.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Анчах шӑп ҫакӑнта пырса тухрӗ те сотник, шухӑ ут ҫӳллӗ хӳме ҫине ҫитсе тӑрӑннӑ пек, маларах курса ӗлкӗреймен чӑрмав ҫине: отряда казаксене харпӑр хӑй кӑмӑлӗпе ҫырӑнтарас вӑхӑт ҫитрӗ те, кӑмӑл тӑвакансем тупӑнмарӗҫ те.
XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.