Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑмӑл сăмах пирĕн базăра пур.
кӑмӑл (тĕпĕ: кӑмӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Калаҫнӑ чухне сисмесӗрех унӑн кӑмӑл еккине кӗрсе ӳкетӗн, сана пӗтӗмпех хӑй енне туртса илет.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Кӑмӑл хуҫӑк, вӗренме кӗрес шанӑҫ пӗтнӗ пекех.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

«Хам ӗҫлесе тупнӑ укҫапа илнӗ вӗсене», — тесе калас кӑмӑл пур та Кулян, амӑшӗ шавлама хушмасть пек.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе хурсем ишекен шерпетленнӗ шывра кӑмӑл туличчен чӑмпӑлтатса тухсан кусем каллех хайхи панулми йывӑҫҫи патне мур илесшӗ пиҫен тата ана ҫинче алхаснӑ мӑянӗ-йыт пыршипе ҫапӑҫма каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Маттур йӗкӗт ӗмӗтленнӗ ҫулпала савӑнсах кайма кӑмӑл тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Хам нихӑҫан та ҫисе курман, ҫиес кӑмӑл та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Укӑлча патне ҫитсе ял ятне вуланӑ хыҫҫӑн тин пирӗн кӑмӑл кӑштах хӑпартланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Хулана ҫитсен авланас кӑмӑл ҫирӗплӗхӗ сӗвӗрӗлсе ан кайтӑр тесе тӳрех чун савнипе тӗл пулма васкарӑм.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Татьяна амӑшне шкулта малалла вӗренме кӑмӑл пуррине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

— Тӑван ҫӗршыва — Чӑваш ене пырас кӑмӑл ҫук-и?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫавӑнпа ячӗ те председатель: «Тен, пирӗн пата пӗрер ҫемье килме кӑмӑл тӑвӗ», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӑхӑт чылаййипе усӑ курса, ҫак тӑрӑхра ҫар хӗсметӗнче тӑрса ҫывӑх пӗлсе ҫитнӗ хулана тухса ҫӳрес, унпа сывпуллашас кӑмӑл ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Эпӗ сӗннипе килӗшсен, тен, кӑмӑл тӑвӑп.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

«Пӳрт-ҫурт пахи мар, чун кӑмӑл ӑшши ӗмӗре вӑрӑмлатать», — теҫҫӗ те, мӑшӑра — ҫемьене йӑва типтерлӗ, хӑтлӑ пулни те кирлех ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Ӑсатма кӑмӑл турӑн пулсан, килех ҫитерсе яр, — терӗ хушнӑн Ирина.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сӑмахран, танго ташлама кӑмӑл тӑвӗ те — манран пулмасть вӗт.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫак кӑмӑл йышӑнман ӗҫрен хӑвӑртрах хӑпасчӗ, чӑн-чӑн ӗҫ тума тытӑнасчӗ».

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӗр ларнӑ ҫӗртен тӑчӗ, сапаланма пуҫланӑ ҫӳҫне икӗ аллипе пуҫтарчӗ, кӑмӑл именчӗклӗхне путарса ҫирӗппӗн хӑй шухӑшне пӗлтерчӗ:

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пысӑк малашлӑхлӑ проекта ертсе пырас кӑмӑл ҫуралӗ.

У вас появится желание возглавить новый перспективный проект.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Сана, чӗмерене, хамӑрӑн лайӑх кӑмӑл пулмасан, тахҫанах кӑларса сирпӗтмелле те коллективран, пиҫене тырӑ анинчен тӑпӑлтарса пенӗ пек…

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех