Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫӑма (тĕпĕ: куҫӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ ҫурри кӑшласа пӗтернӗ кирка ҫинчен куҫӑма илмесӗр пӑхса тӑратӑп.

Я не могу оторвать взгляда от кирки, наполовину изгрызенной!

XXXIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Шывсем ҫинче манӑн куҫӑма ишсе ҫӳрекен утравсем евӗрлӗ темӗн пысӑкӑш тимӗр шапасем ҫӳренӗ пек курӑнать; тӗксӗм ҫыран хӗррисенче авалхи тӑватӑ ураллӑ пысӑк тискер кайӑксем.

Мне кажется, что я вижу на поверхности вод огромных Херсид, этих допотопных черепах, похожих на плавучие островки.

XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫак тӗлтен эпӗ тинӗс ҫыранӗ шалалла ҫаврӑнса кайнипе пулса тӑнӑ пӗтӗм бухтӑна куҫӑма ҫавӑрса илме пултаратӑп.

Отсюда я обнимал взором всю бухту, образуемую изгибами берега.

XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Эпӗ хамран хам: чӑнах та вӑраннӑ-ши вара ыйхӑран, тӗлӗк курмастӑп-ши, ӳкнӗ ҫӗрте пуҫ мимине амантман-ши, йӗри-тавра курӑнакан япаласем шухӑшӑм аташнипе куҫӑма ҫеҫ ҫапла ахаль курӑнмасть-ши? тесе выртатӑп.

Я спрашивал себя, действительно ли я проснулся, не грежу ли я во сне, не пострадал ли мой мозг при падении, не начинаются ли у меня слуховые галлюцинации?

XXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Пӗтсех пыракан ҫуттӑм юлашки атомне куҫран ҫухатас марччӗ тесе куҫӑма хупма та хӑратӑп.

Я не решался закрыть глаза, боясь потерять малейший атом угасающего света!

XXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Анчах манӑн куҫӑма нимӗнле паллӑ та тӗл пулаймарӗ, вара эпӗ часах ҫак галерея мана хамӑр ҫул уйӑрӑлса кайнӑ ҫӗре илсе пырас ҫуккине ӑнланса илтӗм.

Но мне не бросилось в глаза ни одного характерного признака, и я вскоре понял, что эта галерея не может довести меня до разветвления.

XXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Нихӑҫан куҫӑма уҫмӑттӑм.

И глаз бы никогда не открывал…

Саккӑрмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Ан йӗрӗнсемӗр, шӑлса ярӑр ман куҫӑма.

Не побрезгуйте, утрите мне глаза.

Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.

Тӑна кӗрсен, куҫӑма уҫичченех Зинаида ҫумрине туйрӑм.

Когда я пришел в себя, я, не раскрывая глаз, почувствовал возле себя Зинаиду.

XII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Ман куҫӑма тӗлӗнмелле япала курӑнса кайрӗ.

Мне представилось странное зрелище.

II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Эпӗ куҫӑма чарса пӑрахса, ҫӑвара карса тӑрса юлтӑм.

Я так и остался стоять с выпученными глазами и открытым ртом.

Ухмаха ернӗ кайӑк // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 96–101 с.

Акӑ халӗ каютӑра куҫӑма пӗр пӗчӗк шкап курӑнса кайрӗ; шкапӑн икӗ ещӗк; пӗринче виҫӗ бритва, пӗр хачӑ тата вуннӑ ытла лайӑх ҫӗҫӗсемпе вилкӑсем тупрӑм; тепринче укҫа сиксе тухрӗ, вӗсенчен хӑшпӗрисем — Европӑра ҫӳрекен, теприсем — Бразилире ҫӳрекен ылтӑнпа кӗмӗл укҫасем, пӗтӗмпе вӑтӑр ултӑ кӗрепенкке стерлинг таран пухӑнчӗ.

Но вдруг мне бросился в глаза маленький шкаф с двумя ящиками: в одном я нашел три бритвы, ножницы и около дюжины хороших вилок и ножей; в другом ящике оказались деньги, частью европейской, частью бразильской серебряной и золотой монетой, — всего до тридцати шести фунтов стерлингов.

Улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Калам сана, Марко бай, хаҫатне пӑхрӑм та хам куҫӑма хам шанми пултӑм: «Зорница» хаҫат пулчӗ кайрӗ!

Гляжу я на нее, дядюшка Марко, и глазам своим не верю: да это же «Зорница»!

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пӑхап-пӑхап та, хам куҫӑма хамӑн ӗненес килмест! — пуҫне пӑркаларӗ Захар.

— Смотрю и глазам не верю! — Захар покачал головой.

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах куҫӑма хупмассерен ҫак ӑмӑрткайӑкла хӗрарӑм халӗ те юнашар тӑнӑн туйӑнать.

Но, не закрывая глаза, представляю, как эта женщина орлицей и сейчас стоит рядом.

Сулиета Аслановна Кусова-Чухо. // Марина Карягина. https://www.facebook.com/photo.php?fbid= ... =3&theater

Пыратӑп Француз бульварӗ тӑрӑх, хам куҫӑма хам шанмастӑп.

Иду по Французскому бульвару и глазам своим не верю.

XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пӗлейместӗп, ҫурҫӗр иртни тӑватӑ сехетчӗ-ши, эпӗ куҫӑма уҫрӑм та хам умра коридорти дежурнӑйӑн шурнӑ питне курах кайрӑм.

Не знаю, было ли часа четыре ночи, когда, открыв глаза, я увидел над собой бледное лицо дежурной по коридору.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кукленсе лартӑм эпӗ, куҫӑма хупрӑм, аллӑма малалла тӑсрӑм, ӑна чӗтӗретес мар тесе тӑрӑшрӑм, урана ҫӗклесе выляткаларӑм, инҫетренех вӗтӗ саспаллисене уйӑрса илтӗм.

Я приседал, закрывал глаза, протягивал вперёд руки, стараясь, чтобы они не дрожали, дрыгал ногой и великолепно узнавал на большом расстоянии самые мелкие буквы.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам куҫӑма хам шанмарӑм эпӗ алӑ пуснине курсан.

Я не поверил глазам, когда взглянул на подпись.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Икӗ талӑк хушши эпӗ ун ҫуртӗнче пурӑнтӑм, е тӑна кӗреттӗм эпӗ, е, тӑна ҫухатнӑ хушӑра, куҫӑма уҫаттӑм та, пӗрмаях, хамӑн вырӑн умӗнчен пӑрӑнмасӑр, мана урӑх ҫулпа аташса каясран сыхланакан ҫак тӗксӗм ҫынна кураттӑм.

Двое суток я пролежал в его доме, то приходя в себя, то снова теряя сознание, и, открывая глаза, неизменно видел этого мрачного человека, который стоял у моей постели, не отходя ни на шаг, точно не пускал меня в ту сторону, где дорога срывается в пропасть.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех