Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫхупаххисем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл куҫӗсемпе ҫӗрелле пӑхрӗ; вӗсене ҫиелтен ҫур ҫаврашка юр пӗрчи пек куҫ хупаххисем, аял хӗррипе ухӑ йӗпписем пек вӑрӑм куҫ хӑрпӑкӗсем харталаса тӑракан куҫхупаххисем хупса хунӑ; вӑл питне аялалла пӗкрӗ, сасартӑк хӗрелсе кайрӗ.

Она потупила свои очи; прекрасными снежными полукружьями надвинулись на них веки, окраенные длинными, как стрелы, ресницами; наклонилося все чудесное лицо ее, и тонкий румянец оттенил его снизу.

VI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Куҫӗсемпе манпа тӗл пулсан, вӑл ман ҫинчен куҫ илместчӗ, хӑйӗн куҫӗсем те илемлӗ, сенкер тӗслӗ, ҫӳҫӗнчен те хурарах куҫхупаххисем айӗнчен пӑхаҫҫӗ, хӑй ҫемҫен кӑна кулкалать, куллинче ҫынна саламлани те, кӑштах тӑрӑхлани те палӑрать.

Встречаясь со мной взглядом, он не отводил глаз — глаза тоже красивые, голубые, под темными, гораздо темнее волос, ресницами, — он улыбался, и в улыбке — смесь приветливости и затаенной насмешки.

7 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Вырӑнта пӗр ача ҫеҫ, ҫӳлӗ, вӑрӑм алӑллӑ, хӗп-хӗрлӗ ҫӳҫлӗскер, тӑрса юлчӗ; унӑн куҫхупаххисем кӳпшек, шыҫса кайнӑ пекех курӑнаҫҫӗ, вӗсем айӗнчен хӗсӗк кана куҫсем пӑхаҫҫӗ.

На месте остался один, рослый и длиннорукий, с ярко-рыжими вихрами; веки толстые, словно припухшие, и в них глаза-щелочки.

3 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Генерал пичӗ тӑрӑх хумханнин мӗлкисем шуса иртрӗҫ, йывӑр куҫхупаххисем кӑрт сиксе илчӗҫ.

Тревожные тени прошли по лицу генерала, и, может быть, я один заметил, как вздрогнули его тяжелые веки.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Унӑн пысӑк та тӑртаннӑ куҫхупаххисем тӗссӗр те хаяр куҫӗсем ҫине усӑнса аннӑ.

Большие вздутые веки наплывали на строгие бесцветные глаза.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Йӗпе куҫхупаххисем ҫине тусан ларать.

Пыль припудривала мокрые веки.

Алӑ ҫинчи пирвайхи хӑмпӑсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Сивӗ шывпа ҫӑвӑннине пула аманнӑ ҫын тӑна кӗме пуҫларӗ: унӑн куҫхупаххисем хуллен хускалса илчӗҫ.

Меж тем от холодной примочки раненый пришел в себя: его веки слабо дрогнули.

IV. Иккӗмӗш хут // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Мазинӑн мӑнтӑр питҫӑмартисем силленеҫҫӗ, куҫхупаххисем хӗсӗнсе тӑраҫҫӗ, хӑмӑр куҫӗсем ачасем ҫине ӑшшӑн та сӳрӗккӗн пӑхаҫҫӗ.

Толстые щеки Мазина лоснились и набегали на нижние веки, щелочки карих глаз лениво и ласково глядели на ребят.

17 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Вӑл хӗпӗртесе ӳкрӗ, ун куҫхупаххисем ҫӗкленчӗҫ, пуҫӗ халӗ тӗлӗрсе ларакан кайӑкӑнни пек мар, йӑлтах урӑхла, шӑтарасла пӑхакан шыҫмак куҫӗсенче тата уҫӑмлӑ йӗрӗсенче темле никам умӗнче те парӑнма шутламан сӑн палӑрчӗ.

Он повеселел, веки его приподнялись, и голова уже ничем не напоминала голову сонной птицы, наоборот, что-то неукротимое появилось в резких чертах, в глазах, пронзительных и выпуклых.

11. «Путарман хум» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Вӑл вӑрӑм та яштак, арҫыннӑнни пек сарлакарах та ҫамрӑках мар пит-куҫлӑ, ҫиленчӗклӗ чакӑр куҫӗсем ҫинчи куҫхупаххисем яланах усӑнса тӑраҫҫӗ.

Была она высока, статна, с правильными, по-мужски крупными чертами немолодого лица, с веками, всегда полуопущенными над строгими серыми глазами.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Анютӑн куҫхупаххисем ҫинче куҫҫулӗсем шӑнса ларнӑ.

На глазах у Анюты замерли слезы.

Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Тунката урлӑ вӗҫсе каҫма ҫеҫ хатӗрленнӗччӗ, сасартӑк кӑмпан кӑвак куҫхупаххисем ҫӗкленчӗҫ.

Только что собрались корольки пролететь мимо него, как вдруг серые веки гриба медленно поднялись.

Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.

Катя вара унӑн ывӑннипе шурса кайнӑ питне, куҫхупаххисем тӑртанса хӗрелнине тин ҫеҫ асӑрхаса илчӗ — кусем пурте ҫӗр ҫывӑрманнипе пулас ӗнтӗ.

А Катя только сейчас разглядела серую усталость на его лице: веки были припухшие, красные, — вероятно, от бессонных ночей.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Сергей ларчӗ те унӑн ывӑннӑ куҫӗсенче шултра куҫҫуль тумламӗсене курчӗ; вӑл тутисене сиктерсе илчӗ, темскер каларӗ е калама шухӑшларӗ пулмалла, анчах ҫап-ҫара та хӗрлӗрех куҫхупаххисем айӗнчен куҫҫуль тумласа, питҫӑмартинчи пӗркеленчӗкӗсем тӑрӑх шӑпӑртатса анчӗ.

Сергей сел и увидел в ее усталых глазах крупные капельки слез, она шевелила губами, видимо что-то говорила или только думала, а из-под голых, красноватых век капля за каплей катились слезы, рассыпаясь по морщинкам на щеке.

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Лозневойӑн куҫхупаххисем тата ытларах усӑнчӗҫ…

И еще тяжелее опустились у Лозневого веки…

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӗвелпе пиҫнӗ пичӗ ӗшеннӗ сӑнлӑ пек, куҫхупаххисем, ӗнертенпе ҫывӑрма выртман ҫынӑнни пек, шыҫса хӗрелсе кайнӑ, хӑйсем вара йӑлтӑртатса ҫеҫ тӑраҫҫӗ.

Загорелое лицо его казалось истомленным, в глазах с красными веками догорал тот сухой, воспаленный блеск, который бывает обычно у людей, еще не ложившихся спать со вчерашнего дня.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Унӑн куҫхупаххисем кӗске.

У него короткие веки.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Шӑлӗсене ҫыртса сывлатчӗ вӑл, куҫхупаххисем хушшипе куҫ шӑрҫи кӑштах курӑнатчӗ — ҫавӑн пекех ҫав Ромашов, ӑна пӗтӗм тӗнчипе те урӑх Ромашовпа арпаштарас ҫук!

Он дышал сквозь сжатые зубы, между веками была видна полоска глазного яблока — уж такой Ромашов, что его нельзя было спутать ни с одним Ромашовым на свете!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех