Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫывӑракан Сергей ҫине пӑхса ларма ӑна ҫав тери кӑмӑллӑ пулнӑ, вӑл темиҫе минут хушши ун ҫинчен куҫне илмерӗ, — унӑн сарлака, икӗ урлӑ йӗр анакан ҫамкине, кӑшт уҫнӑ тутисене, сылтӑм куҫхаршийӗ ҫине ӳкнӗ хытӑ ҫӳҫ пайӑркине Иринӑн тинкерсех пӑхас килнӗ.
XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Килнӗ аслӑ ҫыннӑн сулахай куҫхаршийӗ чӑнках ҫӗкленчӗ, турӑш тытнӑ алли ҫурма ҫулта хытса тӑчӗ.Левая бровь особы стала дыбом, рука с иконкой застыла на полпути.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хӗрлӗрех сулахай куҫхаршийӗ юри вӗрентнӗн ҫӗкленкелет — ку унӑн питкуҫне татах та ытларах сисӗнтерет.Рыжеватая левая бровь заученно приподнималась — это делало лицо особы более выразительным.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий сотникӑн хӗрлӗ куҫхаршийӗ ҫинче, куҫхупаххине хускатса, пӗр юн тымарӗ кӑлтлатса сиксе пынине асӑрхаса юлчӗ.Григорий заметил, как над рыжей бровью сотника трепетал, трогая веко, живчик.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сергей Платоновичӑн сулахай куҫхаршийӗ чӗтреме тытӑнчӗ, тата шал енчи хӑмӑр-хӗрлӗ ӳтне кӑтартса, ҫӳлти тута хӗрри таврӑнса, шӑртланса кайрӗ.У Сергея Платоновича дрожала левая бровь и топырилась, выворачивая бордовую изнанку, верхняя губа.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Иринӑн йӗпеннӗ пит-куҫӗ хумханса, савнӑҫлӑн йӑлтӑртатса илет; унӑн куҫхаршийӗ ҫинче те, куҫ хӑрпӑкӗ ҫинче те, ҫӳлти тути хӗрри ҫинче те шыв тумламӗсем курӑнаҫҫӗ.
II // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Усӑнса аннӑ куҫхаршийӗ айӗнчен куҫӗсем тӗксӗммӗн пӑхаҫҫӗ; анчах темшӗн-ҫке, пӳлӗме майӗпен тинкерсе сӑнанӑ хыҫҫӑн, вӑл юхӑнса илемсӗрленнӗ сад ҫине пӑхма тытӑнчӗ те, — пӗр вӑхӑт унӑн куҫӗсем каллех ҫамрӑк чухнехилле ҫутӑлса илчӗҫ.
Хупахра // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 76–92 стр.
Юлия Львовна сасартӑк чеен йӑл кулса илчӗ те типшӗм, илемлӗ пит-куҫӗ ҫинчи сисӗмлӗ куҫхаршийӗ хускалчӗ; ҫакнашкал кулнӑшӑн ачасем ӑна: «Вӑл пире шутсӑр ҫирӗп тытать, ҫапах та темӗнле хамӑр ҫын пек», — тенӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Куҫхаршийӗ ҫӗкленнӗ, ҫӳлӗ ҫамки ҫине авӑнчӑк йӗрсем выртнӑ, аллисене чӗркуҫҫинчен явса тытнӑ, хӑй пӗр сиккеленми ларать, — вӑл ҫапла пӗтӗм кӗлеткине тӑп тытса ларни мана хӗрӳлентерсе ячӗ те, эпӗ Сысойкӑпа Пилан хурлӑхлӑ кун-ҫулӗ ҫинчен ӑнланмалларах та куҫ умне тухса тӑмалла вулама тӑрӑшрӑм.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Мӗнле лӑпкӑ, мӗнле ҫутӑ сӑн пулать ун питӗнче, ҫак йӗр вара ҫухалмасть, куҫхаршийӗ те тӳрленмест.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Ку акӑ ҫакӑнтан, — шухӑшларӗ вӑл, — унӑн пӗр куҫхаршийӗ нихҫан та тӳрӗ тӑмасть, яланах кӑштах ҫӗкленчӗк, ун ҫийӗнче ҫав тери ҫинҫе, кӑшт кӑна палӑрса тӑракан пӗркеленчӗк йӗр пур…
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ хам летчик пулма ӗмӗтленни ҫинчен каласа патӑм, вӑл ҫӑп-ҫӑра куҫхаршийӗ айӗнчен пӑхса, чӗнмесӗр ларчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1
- 2