Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫса (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашкинчен, тӗпрен илсен, унччен куҫса ҫӳренӗ пратӗрӗк-огурсем вырӑнти халӑхпа майӗпен ассимиляциленнӗ те хальхи тухӑҫ Европӑра (Дунай ҫумӗнче, Дон ҫумӗнче, Хура тинӗс ҫумӗнче, Атӑлҫи тӑрӑхӗ) пурӑнма тытӑннӑ.

В конце концов, в основном кочевавшие до этого пратюрки-огуры постепенно ассимилировались с местным населением и осели в современной восточной Европе (Подунавье, Подонье, Причерноморье, Поволжье).

Огурсем // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D0% ... 0%B5%D0%BC

Аппарат пӗрин аллинчен теприн аллине куҫса ҫеҫ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тепӗр чухне ӗлӗкхи буржуйсемех пирӗн енне куҫса пире пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫса ҫӳрекен госпиталӗ те ҫапӑҫусем пынӑ вырӑнтан аякра пулман.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ара, мӗн пулчӗ сана сасартӑках, Сантӑркка? — пуканӗпе тӗпелелле, кӑмака патнерех куҫса ларчӗ Укань.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫса ҫӳрекен госпитале леҫсе хӑвартӑмӑр эпир ӑна.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эйдэ, эйдэ, кӑзӑм, акӑ пукан ҫине лар, — хӑй вырӑнӗнчен пукан ҫине куҫса ларать амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял Совет председателӗ хӑй умӗнче ларакан тӑшманпа тек юптарса калаҫасшӑн пулмарӗ, хӑрах ури ҫинче сиксе, пукан ҫине, Ҫӗпритуна ҫывӑхрах куҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫыннисем те Тӑмпайран куҫса ларнӑ удмуртсемех.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ылтӑн шырама мар, пурӑнмаллах куҫса кайрӗ пулӗ, каялла килес пулсан, ҫурт-йӗрне сутмӗччӗ, тесе шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Литва ҫыннисем куҫса килни те вӑрах пулмастчӗ, акӑ тата Мускавран вунпилӗк ҫемье килсе хушӑнчӗ Тӑмпая — вӑтам ҫулхи хӗрарӑмсемпе ҫитӗнсе ҫитнӗ хӗрсем, ача-пӑча.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Фронт таҫта инҫетелле куҫса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Колхоз пуҫланас умӗн ашшӗн пуянлӑхне туртса илтӗмӗр те, ашшӗ хыҫҫӑн вӑл та Ҫӗпӗре куҫса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем ку еннелле Можга текен хула таврашӗнчен ик ӗмӗр каялла куҫса килнӗ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫӑ ҫывӑх ҫӗртен кунталла куҫса килеҫҫӗ, эппин.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗтӗм чӗрепех ку ырӑ ҫемьене тивӗҫ пулма тӑрӑшӑп, кунта килӗшет пулсан, пурӑнма куҫса килӗр терӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Хаклӑ кинӗм… килӗшет пулсан, пурӑнма куҫса килӗр.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каярахпа Крыловсем ҫемйипех Ҫӗнӗ касран Аял каса куҫса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Тата вӑрҫӑран хӑтӑлас тесе чӑваша тӗрлӗ ялтан, хуларан куҫса килнӗ халӑха та тӑрантармалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Крайри радиопа чӑвашран куҫса килекенсем ҫинчен пӗлтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех