Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫса (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сеймур Херш, вӑлах Сай, 1937 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче Чикаго хулинче Польшӑпа Литваран куҫса килнӗ Доротипе Исадор Хершсен еврей ҫемьинче ҫуралнӑ.

Сеймур, он же Сай, Херш родился 8 апреля 1937 года в Чикаго в семье польско-литовских евреев Дороти и Исадора Херш, эмигрировавших в США.

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

580 ҫулта лангобардсем тапӑннӑ пирки мӑнастир манахӗсем Рима куҫса кайнӑ, мӑнастире VIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫеҫ юсанӑ.

В 580 году монахи монастыря переехали в Рим в связи с нашествием лангобардов, восстановлен монастырь был лишь в начале VIII века.

Монтекассино // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE

Лондонра вӑл Аллилуйя ятлӑ альпинисткӑна савса пӑрахнӑ, ҫак вӑхӑтра архангел пулса вӑл вӑхӑт тӗлӗшпе те уҫлӑх тӗлӗшпе те куҫса ҫӳрет.

И пока в Лондоне у него происходит бурный роман с альпинисткой Аллилуйей, в качестве архангела он перемещается во времени и пространстве.

«Шуйттан сӑввисем» // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A8%D1%83%D ... 0%B5%D0%BC

- Куҫса ҫӳрекен состава муниципалитетӑн чи кирлӗ маршручӗсем ҫинче пурнӑҫлӗҫ, - палӑртнӑ Мавлиев.

- Приобретаемый подвижной состав будет задействован на наиболее востребованных муниципальных маршрутах, - отметил Мавлиев.

Уфа вунӑ ҫӗнӗ троллейбус туянать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/ekonomika/2024-0 ... at-3639541

Аякра вырнаҫнӑ ялсенче пурӑнакансем валли куҫса ҫӳрекен суйлав участокӗсем йӗркеленӗ, килтен тухса ҫӳреймен ҫынсем валли вара – вырӑна пырса ирттермелли сасӑлав.

Ну а для тех, кому совсем сложно выйти из дома, – выездное голосование.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

2025 ҫултах кашни муниципаллӑ пӗрлӗхре ҫавӑн пек куҫса ҫӳрекен автоклубсем пулччӑр тесе ҫине тӑмалла.

Уже в 2025 году необходимо, чтобы в каждом округе были такие передвижные автоклубы.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Индин ытти облаҫӗсенчен куҫса килнисен хушшинче ытларах раджастхансем (тӗпрен илсен, Сиккиме 1975 ҫул хыҫҫӑн куҫса килнӗ, ытларах Мирвари облаҫӗнчен), пысӑк шалуллӑ должноҫсенче ӗҫлекен бихарсем, тата бенгалисем пурӑнаҫҫӗ, раджастхансем Кӑнтӑр Сиккимри тата Гангтокри суту-илӳ предприятийӗсене тытса тӑраҫҫӗ.

Среди мигрантов из других областей Индии, в основном, переселившихся в Сикким после 1975 года, преобладают раджастханцы (в основном из области Мирвари), которым принадлежит большинство торговых предприятий в Южном Сиккиме и Гангтоке, бихарцы, работающие на высокооплачиваемых должностях, и бенгальцы.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Хальхи Сиккимра пурӑнакансенчен чылайӑшӗ — XVIII—XIX ӗмӗрсенче Сиккима куҫса килнӗ непалсен тӑхӑмӗсем.

Большинство жителей современного Сиккима — потомки непальцев, переселившихся в Сикким в XVIII—XIX веках.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Унӑн чылай ӗҫӗсем Шупашкарти художество галерейӗнче, Халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче, куҫса ҫӳрекен выставкӑсен фондӗнче упранаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

Ҫапла куҫса ҫӳренине пула институтра вӗренесси вӑраха кайнӑ, Розалия Михайловна дипломлӑ ӗҫ ҫырман, Е. А. Зайцев профессорпа Б. В. Йогансон академик мастерскойӗнче вӗреннӗскер, вӑл кунта мӗн илме пултарнине пӗтӗмпех илнӗ тесе шутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

«Тилли юррисем» ӗмӗртен ӗмӗре куҫса, илемленсе пынӑ пахалӑхӗпе хальхи чӑваш поэзине ҫывӑх тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Халӑх юррисем сыпӑкран сыпӑка, ӗмӗртен ӗмӗре куҫса, якалса, илемленсе пынӑ, пирӗн вӑхӑта ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Вӗсен сӑввисене пӗр ӑрури ҫамрӑксем кӑна мар вуларӗҫ, вӗсем ҫулран ҫула куҫса пычӗҫ, халӗ те хӑйсен хӑватне, илемне ҫухатмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Юлашкинчен, тӗпрен илсен, унччен куҫса ҫӳренӗ пратӗрӗк-огурсем вырӑнти халӑхпа майӗпен ассимиляциленнӗ те хальхи тухӑҫ Европӑра (Дунай ҫумӗнче, Дон ҫумӗнче, Хура тинӗс ҫумӗнче, Атӑлҫи тӑрӑхӗ) пурӑнма тытӑннӑ.

В конце концов, в основном кочевавшие до этого пратюрки-огуры постепенно ассимилировались с местным населением и осели в современной восточной Европе (Подунавье, Подонье, Причерноморье, Поволжье).

Огурсем // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D0% ... 0%B5%D0%BC

Аппарат пӗрин аллинчен теприн аллине куҫса ҫеҫ тӑрать.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тепӗр чухне ӗлӗкхи буржуйсемех пирӗн енне куҫса пире пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫса ҫӳрекен госпиталӗ те ҫапӑҫусем пынӑ вырӑнтан аякра пулман.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ара, мӗн пулчӗ сана сасартӑках, Сантӑркка? — пуканӗпе тӗпелелле, кӑмака патнерех куҫса ларчӗ Укань.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куҫса ҫӳрекен госпитале леҫсе хӑвартӑмӑр эпир ӑна.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эйдэ, эйдэ, кӑзӑм, акӑ пукан ҫине лар, — хӑй вырӑнӗнчен пукан ҫине куҫса ларать амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех