Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куҫатӑп (тĕпĕ: куҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Уйӑрасси-качки пирӗн хӑвӑрт пулать: кӑштах юсатӑп та хам пӳрте — унта куҫатӑп.

— У нас дележ короткий: подправлю свою хатенку и перейду туда.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кайран вара, приема куҫатӑп терӗ те, темӗнле пӗчӗк тыткине пӑрчӗ.

Под конец он сообщил, что переходит на прием, и повернул какой-то рычажок.

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

— Эпӗ сирӗн пата хутора пурӑнма куҫатӑп.

А я в ваш хутор переезжаю жить.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ унпа пӗрле мӗнпур ӑшчикпе хутшӑнса каятӑп, унпа пӗрлех пӗр йышши чун туйӑмӗнчен тепӗр йышши туйӑма куҫатӑп, анчах ҫакна мӗншӗн тӑватӑп — хам та пӗлместӗп.

Я сливаюсь с ним душою и вместе с ним переношусь из одного состояния в другое, но зачем я это делаю, я не знаю.

XXIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

— Эпӗ паян пирӗннисемпе Кивӗ Карантина Гриценко мучи патне куҫатӑп, — аран-аран, пит айӑплӑ сасӑпа пӗлтерчӗ Володя.

— А я с нашими сегодня в Старый Карантин перебираюсь, к дяде Гриценко, — с трудом, очень виноватым тоном сообщил Володя.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Эпӗ пионер, активлӑ, комсомолец пекех ӗнтӗ, часах куҫатӑп, паллах йышӑнсан…

— Я пионер, активный, почти уже комсомолец, скоро переходить буду, если, конечно, примут…

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ун ҫинчен калаҫма мана питӗ кӑмӑллӑ, эпӗ ун патне пурӑнма куҫатӑп, — эпӗ мӗншӗн мастерскоя пӑрахнине пӗлмелле-ҫке-ха сирӗн.

Об нем так приятно говорить мне; и ведь я переезжаю к нему жить, — надобно же вам знать, почему я бросаю мастерскую.

XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хамӑр мӗн тӑвас пирки санран ҫакна ҫеҫ ыйтасшӑн: эсӗ эпир унпа пӗрлешнине хирӗҫ мар пулсан, эпӗ ӑна ыран Миллеровӑна илсе каятӑп, техникума вырнаҫтаратӑп, хам халлӗхе, туйччен, пурӑнма сирӗн пата куҫатӑп.

А касательно того, как нам быть, хочу просить об одном: если ты согласная на наш с ней союз, то завтра я ее отвезу в Миллерово, устрою в техникум, а сам, пока до свадьбы, перейду к вам на жительство.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ паянах урӑх хваттере куҫатӑп, пӑхсан ӑш пӑтранать манӑн!

Я сегодня же перехожу на квартиру, мне смотреть тошно!

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халӗ ӗнтӗ сирӗн юлташлӑх ҫине куҫатӑп.

А затем перехожу к вашему товариществу.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Паянах парӑр вара; эпӗ ыран хулана куҫатӑп.

— Так дайте сегодня; я завтра в город перееду.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Ӑҫта ҫул тытатӑн?» — тетӗн те: «Куҫатӑп», — тет.

«Куда, мол, ты?» — «Переезжаю», — говорит.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Халӗ мана паянхи каҫран вара Саша патӗнче дежурнӑйра тӑма ирӗк пачӗҫ, терӗм ӑна эпӗ, больницӑна куҫатӑп, ик-виҫӗ кун хушши курнӑҫаймӑпӑр, терӗм.

Я сказала, что, наверно, теперь не увижу его несколько дней, потому что мне разрешили дежурить у Саши и с сегодняшнего вечера я перееду в больницу.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех