Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кухньӑра (тĕпĕ: кухня) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Стенан пӗр пайӗ ҫавӑнтах ҫурма ункӑ пек тӑсӑлса тухрӗ, — халӗ унта сентре, ун урлӑ шалалла кӗреетӗп, — кӗҫех ҫав тӗлте ҫуталса кайрӗ; стена леш енче темӗн нӑйлатма пуҫларӗ, эпӗ мӗн пулса иртнине йӗркеллӗн ӑнланса ӗлкӗричченех ӳкнӗ сентрепе пӗр шайра стенаран сӗтел евӗрлӗскер ҫӗкленчӗ: унта чашӑксем, кофе савӑчӗ — ун айӗнче спирт лампочки ҫунать, шурӑ ҫӑкӑр, ҫу, сухари, пулӑпа какай ҫимӗҫӗсем, — вӗсене, ахӑртнех, кухньӑра асамҫӑ-мӗлке хатӗрленӗ, мӗншӗн тесен ешӗл-симӗс тӗссемпе капӑрлатнӑ шурӑ апат хушшинче эпӗ темӗн чухлӗ ӑшаланулӑх, ҫу, чашлату та техӗмлӗх туятӑп-сисетӗп.

Часть стены тотчас вывалилась полукругом, образовав полку с углублением за ней, где вспыхнул свет; за стеной стало жужжать, и я не успел толком сообразить, что произошло, как вровень с упавшей полкой поднялся из стены род стола, на котором были чашки, кофейник с горящей под ним спиртовой лампочкой, булки, масло, сухари и закуски из рыбы и мяса, приготовленные, должно быть, руками кухонного волшебного духа, — столько поджаристости, масла, шипенья и аромата я ощутил среди белых блюд, украшенных рисунком зеленоватых цветов.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Пиртен ыйтмасӑрах хуҫа буфета уҫса унтан пӗтӗмпех ванса пӗтеймен икӗ турилкке, икӗ вилка туртса кӑларчӗ: пӗри кухньӑра тыткалакан йывӑр авӑрлӑ ахаль вилка, тепри — кукӑр-макӑр авкаланӑскер, хӑрах юппи хуҫӑлнӑскер, дессертнӑй вилка пулчӗ.

Не спрашивая нас, хозяин полез в буфет, достал оттуда две недобитых тарелки, две вилки — одну простую кухонную, с деревянным черенком, другую — вычурно изогнутую, десертную, у которой не хватало одного зубца,

VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тинг умӗнче, кухньӑра, вӑранса чупса килнӗ негр тӑрать, пуҫне тайнӑ май вӑл тарма ӑнтӑлни сисӗнет.

Перед ним в кухне стоял разбуженный негр и кланялся, порываясь бежать.

VI. Тинг Блюма хӑваласа ҫитет // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Повар кухньӑра ларать, уншӑн ҫакӑ пӗтӗмпех — кулӑшла.

Повар сидел на кухне, и ему было смешно.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Кухньӑра кӑштах кӑмрӑк юлнӑччӗ.

— Я нашла на кухне немного угля.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.

Тави сӗтел ҫитти шыраса тупрӗ, хыпаланса савӑт-сапа ҫурӗ; карҫинккари хут таткисене, ытти ҫӳп-ҫапа, кухньӑра шыраса тупнӑ кӑмрӑк юлашкине тултарчӗ те тинех камин чӗртсе ячӗ; унтан кофе вӗретрӗ.

Тави разыскала скатерть, спешно перемыла посуду; наконец, затопила камин, набив его туго сорной бумагой, вытащенной из корзины, сором и остатками угля, разысканного на кухне; затем вскипятила кофе.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 74–80 с.

Палач кухньӑра ӑшӑнса ларать; апат юлашкипе чӑпӑркка ывӑтса парасса кӗтекен чуран сӳрӗк те йӑлӑхтармӑш чӗтревӗпе — хайхи-майхи хурах мӑйӗ пирки пӗр чарӑнми шухӑшлать.

Палач грелся на кухне, неотступно думая о шее преступника с вялым, нудным содроганием раба, ждущего подачки и плети.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Калаҫу кухньӑра сӗтел хушшинче, эрех кӗленчи умӗнче, тӑсӑлчӗ.

Разговор шел уже за столом в кухне перед бутылкой.

Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.

Ҫӑмӑлттай Бенц карап хӗрринчен тайӑлнӑ та — мол ҫинче чарӑннӑ чиперкке прачкӑпа вылянчӑклӑн калаҫать; Сигби пурнӑҫне ылхана-ылхана кухньӑра кастрюльсене шакӑртаттарать, чунӗ туллашнипе кашӑксемпе ҫӗҫӗсене ӑҫта килнӗ унта вӑркӑнтарать; Фук сӳрӗккӗн темӗн ӗнӗрлекелесе ҫӗтӗк калпакне саплать, ҫипне ҫеҫ мар, катмар йӗп ҫӑртине те тӑрӑшсах сурчӑклать, йӗппи пысӑк пулин те ҫӑртине ҫип тиресси уншӑн питӗ те питӗ сумлӑ, мухтавлӑ ӗҫ пек туйӑнать; Мануэль, Крисс, Тромке тата Бангок боцман трюм ҫине ларнӑ та утмӑл улттӑлла мӑшӑррӑн выляҫҫӗ.

Легкомысленный Бенц, перегнувшись за борт, лукаво беседовал с остановившейся на молу хорошенькой прачкой; Сигби, проклиная жизнь, гремел на кухне кастрюлями, швыряя в сердцах ложки и ножи; Фук меланхолично чинил рваную шапку, старательно мусля не только нитку, но и ушко огромной иглы, попасть в которое представлялось ему, однако же, делом весьма почтенным и славным; а Мануэль, Крисс, Тромке и боцман Бангок, сидя на задраенном трюме, играли попарно в шестьдесят шесть.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ӗҫрӗҫ те, кӑшкӑрашрӗҫ те, юрларӗҫ те, буфетра тата кухньӑра мӗн пуррине пӗтӗмпех ӗҫсе-ҫисе ячӗҫ.

И пили, и кричали, и пели, и выпили и съели все, что было на буфете и в кухне.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫак ӗҫ хыҫҫӑн кухньӑра ҫӗкленнӗ шуйлану ытлашшипех сарӑлса кайрӗ, вара Грэйӑн ултава йышӑнма тиврӗ.

Переполох, вызванный на кухне этой историей, принял такие размеры, что Грэй должен был сознаться в подлоге.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кухньӑра Грэй кӑштах шикленет: ӑна кунти пӗтӗм ӗҫ-пуҫ хура вӑйсен — замок пурнӑҫӗнче пуҫ пулса тӑракан вӑйсен — витӗмӗпе пулса пынӑн туйӑнать; кунта кӑшкӑрашусем команда евӗр, тухатнӑн янӑраҫҫӗ, вӑрах хӑнӑхӑва пула ҫынсен хусканӑвӗнче хавхалану пекрех уҫӑмлӑ та тикӗс ҫыпӑҫу палӑрса тӑрать.

На кухне Грэй немного робел: ему казалось, что здесь всем двигают темные силы, власть которых есть главная пружина жизни замка; окрики звучали как команда и заклинание; движения работающих, благодаря долгому навыку, приобрели ту отчетливую, скупую точность, какая кажется вдохновением.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Уйӑх вӗҫнелле вара студентсен йышӗ те чакать кухньӑра.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Кухньӑра вара шӑллӗпе ашшӗ хӑйсем тӗллӗн ӑсталанӑ шкафсем йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Уяв тӗлне тирпейленӗ, ҫуса тасатнӑ кухньӑра Эмиль, унӑн ашшӗпе амӑшӗ, Ида йӑмӑкӗ, Альфредпа Лина тата Крюсе-Майя лараҫҫӗ.

Все они — и Эмиль, и мама, и папа, и сестрёнка Ида, и Альфред, и Лина, и Крёсе-Майя — сидели вместе в празднично убранной кухне.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Халлӗхе питӗ шуранка сӑнлӑ Альфред кухньӑра ларать, унӑн аллине чӗркесе ҫыхнӑ.

Альфред, ещё очень бледный, сидел на кухне, и рука у него была ещё на перевязи.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эмиль амӑшӗн вара кухньӑра ӗҫ сахал мар.

У мамы Эмиля были ещё дела на кухне.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫак самантра кухньӑра ҫутӑ курӑнса кайрӗ, Лина вӑраннӑ ӗнтӗ.

Тут на кухне загорелся свет, значит, Лина встала.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Лина кухньӑра куҫҫульне шӑлмасӑрах йӗрсе ларать.

Лина сидела на кухне и плакала, не утирая слёз.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тепӗр кунне Крюсе-Майӑпа Лина кухньӑра сысна ҫурин какайне тӑваткалӑн-тӑваткалӑн касса ларатчӗҫ.

На следующий день Крёсе-Майя и Лина сидели на кухне и быстро-быстро резали кубиками мясо.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех