Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кухньӑра (тĕпĕ: кухня) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Настя кухньӑра ларать, Ксюша спальнӑра.

Настя сидит на кухне, а Ксюша – в спальне.

Килька // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/574

Хӗрачасем ҫавӑнтах амӑшне шырама чупрӗҫ, лешӗ кухньӑра «Графские развалины» ятлӑ торт пӗҫерет.

Куҫарса пулӑш

Шарик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/558

Хамӑр колхозри столовӑйра ӗҫлеттӗм, кухньӑра чашӑк-тирӗк ҫуса пурӑнаттӑм.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кухньӑра арӑмӗ тӑрӑслаттарса утать.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

— Ха, тӑвар тӑкӑннӑ, — терӗ кухньӑра каштӑртатакан Алякка кинеми апат пӗҫерекен кинне.

Куҫарса пулӑш

Пулӗ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8 с.

Хӑш-пӗр чухне ҫиленсе, тарӑхса ҫитнипе вӗсем маларах илме ӗлкӗрнисемпе, уйрӑмах кухньӑра ӗҫлекенсемпе харкашма пуҫлаҫҫӗ.

Иногда озлобление их находило выход в переругивании с теми, кто успевал получить порцию, и особенно с теми, кто работал на кухне.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Натюш вӗсем хыҫҫӑн пӳлӗме тирпейлесе, урайне ҫуса тухрӗ, кухньӑра апат хатӗрлеме пикенчӗ, ҫав хушӑрах ваннӑйра кӗпе-йӗм ҫума шыв ӑшӑтма газ чӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пуринчен малтан, илӗм-тилӗмпех, Натюш вӑранчӗ те кухньӑра плита чӗртсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кухньӑра выртакан старикӗ Макарпа пӗр енчисем, шӑпах Лавр Мухаровпа пӗр ялсем.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Залри диван ҫинче пӗр ҫамрӑк художник ҫывӑрать; урайӗнче хула пасарне аш сутма килнӗ икӗ колхозник карланкӑ татӑлса каясла харлаттарса выртаҫҫӗ; кухньӑра, вӗри батарея ҫумне лартнӑ пукансем ҫинче, кӗреҫе сухаллӑ кӑптӑрмӑш кӑна старик вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Поля унӑн костюмне, кӗпине утюгпа якатса, пукан хыҫӗ ҫине ҫакса хунӑ, хӑй кухньӑра икерчӗ пӗҫерет пулас: унта ҫатма чашкӑрни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ ҫӑвӑнса шӑлӑннӑ хыҫҫӑн кухньӑра праҫник чухнехи пекех тулли сӗтел хушшине лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Эп ҫур службине кухньӑра ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Фекла, хӑнасем валли апат хатӗрле на кухньӑра.

Фекла, приготовь гостям обед на кухне!

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кухньӑра никам та ҫук.

Потому сейчас в кухне пусто, никого.

Шурча пупӗ (Малалли) // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Курница алӑкне ҫурри таран уҫса хунӑ та, кухньӑра ҫынсем ҫывӑракан пӳлемри ирхи шӑршпа пӗрле ҫӗвекленсе ларнӑ эрех шӑрши те кӗрет.

Дверь в горницу приоткрыта, и с кухни, где спят люди, тянет застоявшимся запахом потных тел и водки.

Микки // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Урбанов текенни чиперех кухньӑра пытанса юлнӑ…

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Елюк, чӑнах та, кухньӑра харкашу тапрансан, шухӑша кайнӑ пулнӑ: «Ах, тур. Ӑҫта килсе кӗтӗм эп?.. Палламан ҫынсем патӗнче епле ҫӗр каҫас?» — пӑшӑрханнӑ хӑй тӗллӗн.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кухньӑра хуҫаланма епле хӑять вӑл?!

 — Как он смел распоряжаться на кухне?!

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ӑнланатӑр-и эсир: апат сӗтел ҫинче, кухньӑра плита хутнӑ!

Вы понимаете: обед стоял на столе, в кухне топилась плита!

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех