Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Унӑн сӑнне курӗҫ, Унӑн ячӗ вӗсен ҫамки ҫинче пулӗ.
Ӳлӗм 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ Вӑл пӗлӗтсем ҫинче килет, Ӑна пур куҫ та курӗ, Ӑна хӑйсем чиксе шӑтарнисем те курӗҫ; вара Ун умӗнче ҫӗр ҫинчи йӑхсем пурте йӗрсе ярӗҫ.
Ӳлӗм 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫырура: «Ӑна Ун ҫинчен хӑйсене хыпар ҫитменнисем курӗҫ, Ӑна Ун ҫинчен илтменнисем пӗлӗҫ» тенӗ пек турӑм.21. но как написано: не имевшие о Нем известия увидят, и не слышавшие узнают.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара Петр вунпӗрӗшпе пӗрле тӑнӑ та, сассине хӑпартса, хыттӑн каланӑ вӗсене: эй Иудея арӗсем, эй Иерусалимра пурӑнакан мӗнпур халӑх! ҫакна пурсӑр та пӗлсе тӑрӑр, манӑн сӑмахӑмсене тӑнлӑр: 15. эсир вӗсем ӳсӗр тесе шухӑшлатӑр, вӗсем ӳсӗр мар: ҫутӑлни те виҫҫӗмӗш сехет анчах халӗ; 16. ку — Иоиль пророк урлӑ каласа хуни; вӑл ҫапла каланӑ: 17. «юлашки кунсенче ҫапла пулӗ, тет Турӑ: пурин ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп; сирӗн ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем пророкла калаҫӗҫ; сирӗн яш ачӑрсем хӑватсем курӗҫ, сирӗн ваттӑрсем пророкла тӗлӗксем тӗлленӗҫ; 18. ҫав кунсенче Эпӗ ар чурасемпе хӑрхӑмсем ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп. 19. Ҫӳлте тӳпере хӑватсем кӑтартӑп, аялта ҫӗр ҫинче паллӑсем кӑтартӑп: юн, вут-кӑвар, юпаланса тӑракан тӗтӗм. 20. Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ, хӑрушӑ кунӗ киличчен малтан хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх юн пек хӗрелӗ. 21. Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ» тенӗ.
Ап ӗҫс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Хӗвел ҫинче те, уйӑх ҫинче те, ҫӑлтӑрсем ҫинче те паллӑсем пулӗҫ; ҫӗр ҫинчи халӑхсем тинӗс кӗрленипе-пӑлханнипе аптӑраса ӳкӗҫ; 26. ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ те, тӗнчене килес асапсене кӗтсе, ҫынсем хӑраса виле пуҫлӗҫ; 27. вара пӗлӗт ҫинче хӑватлӑн та аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вара пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑн та мухтавлӑн килекен Этем Ывӑлне курӗҫ.26. Тогда увидят Сына Человеческого, грядущего на облаках с силою многою и славою.
Мк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫавӑн чухне Иисус вӗсене ҫапла калать: ан хӑрӑр; кайӑр та Манӑн тӑванӑмсене пӗлтерӗр, вӗсем Галилейӑна пыччӑр, Мана ҫавӑнта курӗҫ, тенӗ.
Мф 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ҫав асаплӑ кунсем хыҫҫӑн сасартӑк хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх хӑй ҫутине кӑтартмӗ, тӳперен ҫӑлтӑрсем тӑкӑнӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем хускалӗҫ; 30. ҫавӑн чухне тӳпере Этем Ывӑлӗн палли курӑнӗ; ҫавӑн чухне ҫӗр ҫинчи халӑхсем пурте кӑшкӑрса йӗрсе ярӗҫ те пӗлӗтсем ҫинче хӑватлӑн, аслӑ мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ; 31. Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене вӑйлӑ сасӑллӑ трупасемпе ярӗ те, вӗсем тӗнченӗн тӑватӑ енчен — тӳпенӗн пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитичченех — Унӑн суйласа илнӗ ҫыннисене пуҫтарӗҫ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Таса чӗреллисем телейлӗ: вӗсем Турра курӗҫ.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Ҫавӑнпа та ӗҫлекенсем пурте усӑсӑр ӗҫлеҫҫӗ: 47. вӗсем мӗн ӗҫлесе тунипе ют ҫӗр ҫыннисем усӑ курӗҫ, вӗсенӗн пурлӑхне ҫаратса пӗтерӗҫ, вӗсенӗн ҫурчӗсене аркатӗҫ, вӗсенӗн ывӑлӗсене чурана кӑларӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсен ачисене тыткӑнра та выҫлӑхра ҫуратаҫҫӗ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хальхи тӗлӗксем кӑтартнӑ пек, ҫав вӑхӑта чӗрӗ юлнисене вара хуйхӑ ҫитӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем пысӑк хӑрушлӑхсемпе пысӑк йывӑрлӑх курӗҫ.19. Поэтому они пришли в большие опасности и большие затруднения, как показывают эти сны.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫавӑн чухне вара халӗ Манӑн ҫулсенчен пӑрӑннисем сехӗрленсе ӳкӗҫ, Манӑн ҫулсене тиркенисем асап курӗҫ.9. Тогда пожалеют отступившие ныне от путей Моих, и отвергшие их с презрением пребудут в муках.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
90. Ҫавӑнпа вӗсем тӗлӗшпе ҫапла пулать: 91. чи малтанах вӗсем тем тӗрлӗ савӑнса хӑйсене Хӑй патне Илекене курӗҫ; вӗсем ҫичӗ тӗрлӗ канӑҫлӑхпа киленӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
84. Тӑваттӑмӗш асапӗ — вӗсем хӑйсем валли упранакан, юлашки вӑхӑтра асапланмалли асапа курӗҫ.84. Четвертый путь: они увидят мучения, сохраняемые для них на самое последнее время.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
83. Виҫҫӗмӗш асапӗ — вӗсем Ҫӳлти Турӑ халалне ӗненсе-шанса пурӑннисем валли упранакан, ҫавсене тивӗҫекен ырӑлӑха курӗҫ.83. Третий путь: они увидят награду, сохраняемую для тех, кто верен заветам Всевышнего.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫавӑ кун хӗвел те, уйӑх та, ҫӑлтӑрсем те, 40. пӗлӗт те, аслати те, ҫиҫӗм те, ҫил те, ҫумӑр та, тӑман та, сӗмлӗх те, каҫ та, ир те, 41. ҫулла та, ҫуркунне те, шӑрӑх та, хӗлле те, сивӗ те, пӑр та, ҫумӑр та, сывлӑм та, 42. кӑнтӑрла та, каҫ та, шурӑмпуҫ та, ялкӑшни те, уяртни те, ҫутӑ та пулмӗ, Ҫӳлти Туррӑн ҫути ҫеҫ ҫиҫсе тӑрӗ, ҫавна пула пурте хӑйсем валли Турӑ мӗн палӑртса хунине курӗҫ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вӗсем Эпӗ Хам патӑма илнӗ ҫынсене, хӑйсем ҫуралнӑранпа вилӗме пӗлменнисене, курӗҫ, вара пурӑнакансен чӗри улӑшӑнӗ те, вӗсен туйӑмӗсем урӑхланӗҫ: 27. ӗнтӗ усаллӑх пӗтӗ, ултав ҫухалӗ; 28. ӗненӳ чечекленсе ҫӗкленӗ, аскӑнлӑха ҫӗнтерӗҫ, нумай вӑхӑт хушши ҫимӗҫ кӳмесӗр тӑнӑ чӑнлӑх ҫитӗ, терӗ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара ҫапла пулчӗ: сасӑ илтӗнсессӗн, эпӗ ура ҫине тӑтӑм та тӑнларӑм — акӑ калаҫакан сасӑ, шавӗ унӑн — вӑйлӑ шыв кӗрленӗ пек, 18. ҫапла каларӗ: акӑ Эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пырса пӑхас кунсем ҫитсе килеҫҫӗ, Эпӗ ҫывӑхарнӑҫемӗн ҫывӑхаратӑп; 19. ун чухне Эпӗ хӑйсен тӳрӗмарлӑхӗпе усал ӗҫ тунисенчен шыраса илӗп, Сион ун чухне виҫи туличчен мӑшкӑл курӗ, 20. ун чухне, иртекен ӗмӗре пичет пуснӑ чухне, Эпӗ кӑтартакан паллӑсем ҫаксем пулӗҫ: тӳпе умӗнче кӗнекесем уҫӑлса кайӗҫ те, вӗсене пурте курӗҫ; 21. ҫулталӑкри ачасем калаҫма пуҫлӗҫ, ҫире пур хӗрарӑмсем хӑйсен аталанса ҫитеймен ачисене виҫӗ-тӑватӑ уйӑхранах ҫурата-ҫурата парӗҫ, ачисем ҫапах та чӗрӗ юлӗҫ, тӗреклӗленӗҫ; 22. акса хӑварнӑ хирсем кӗтмен ҫӗртен акман хирсем пулса тӑрӗҫ, тулли кӗлетсем пуш-пушӑ пулӗҫ; 23. ун хыҫҫӑн трупа шавлӑн кӑшкӑртса ярӗ те, ҫавна илтсессӗн, пурте сасартӑках сехӗрленсе ӳкӗҫ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Халӗ пуҫ пулса тӑракан ҫӗршыва ҫаратса хӑварӗҫ, ҫынсем вӑл пушхир пулса юлнине курӗҫ.3. И будет, что страна, которую ты теперь видишь господствующею, подвергнется опустошению.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ефрем акӑ паттӑр пек пулӗ; вӗсенӗн чӗри эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ пек хӗпӗртесе хӑпартланӗ; ҫакна вӗсен ывӑлӗсем курӗҫ те савӑнӗҫ; вӗсенӗн чӗри Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулнӑшӑн хавасланса ӳкӗ.
Зах 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.