Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене вӑл пӗрене сарнӑ ылханлӑ ҫулсенчен, тӗтӗмпе йӑсӑрланакан мӑчи-куҫсенчен пӗшкӗнсе, курпуна кӑларса кӗмелли блиндажсенчен уйӑрчӗ…
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
«Характерӗ ним чухлӗ улшӑнман, мӗнле пулнӑ, ҫавӑн пекех юлнӑ, — шутларӗ Ятман хӑй тӗллӗн Гариф ҫинчен. Ваттисем тӗрӗс каланӑ ҫав, курпуна тупӑк ҫеҫ тӳрлетет тесе».
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Курпуна вилтӑпри тӳрлетӗ! — терӗ те Эльгеев френч тӑхӑнса ячӗ, сӗтел сунтӑхӗнчен браунинг кӑларса ҫума чикрӗ.
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Чӗрӗ курпуна куҫӑр умне кӑларсамӑр; пӑркаланакан-ҫаврӑнакан, ӳсӗр урасем, путсах кӗнӗ хырӑм, каҫӑр хул пуҫҫисем, путӑклӑ, йӳҫек куҫсем тата кӗрепле алӑсем — курпун ҫинче.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Трактир алӑкӗнчен, мӑрьерен тӗтӗм мӑкӑрланса тухнӑ евӗрлех, йӗп-йӗпе тара ӳксе ӑшша пиҫнӗ ҫынсем кӗпӗрленсе тухрӗҫ, хайхи курпуна талкӑштарса кӑларчӗҫ, курпунӗ — ҫӗтӗк-ҫатӑкран тӑрлавсӑр ҫӗлекелесе тунӑ тата шӑтарса ҫурса пӗтернӗ пӳске евӗрлӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хулари ҫынсем чӑнласах ҫапла шутланине Яков пӗлнӗ: Артамоновсем курпуна ашшӗнчен юлакан пурлӑхӑн ӑна тивӗҫлӗ пайӗпе усӑ курасшӑн монастыре пытарнӑ, тенӗ вӗсем.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Ӗлӗк курпуна хӑй айӑплӑ пулнине туйни лӑплантарнӑ — айӑплӑ ҫын ӳпкелешме тивӗҫлӗ мар.Раньше ощущение горбуном своей виновности успокаивало — виноватому жаловаться не надлежит.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Шӑллӗ хӑйӗн сӑмахне темле ҫӗнӗ кулӑшсемпе илемлетсе хавассӑн калаҫнине итлесе, Петр унӑн ҫивӗчлӗхне ӑмсанчӗ, каллех Никитӑна аса илчӗ; ашшӗ курпуна йӑпатса лӑплантаракан ҫын тӑвасшӑнччӗ, анчах та вӑл ҫав ухмахла, хӗрарӑм ӗҫӗпе пӑтрашса кайрӗ те — халӗ ҫук ӗнтӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Наталья хӑйӗн упӑшки ӑна шанманни, вӑл курпуна хӑй хыҫҫӑн сыхласа ҫӳреме хушни ҫинчен амӑшне темиҫе хутчен те каласа пама шутларӗ, анчах ун ҫинчен калама ӑна яланах темскер кансӗрлесе тӑчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Курпуна хулӗнчен тытса, вӑл унпа пӗрле халӑх хыҫҫӑн кайрӗ, утнӑ май — ыратнине пусарас шутпа пулас — урисене хыттӑн пуса-пуса илчӗ.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хулпуҫҫисене усса, курпуна кӑларса, чӗркуҫҫире урана хуҫлатса, пуҫа чиксе тӑмалла мар.
2. Ҫыннӑн хӑйне хӑй тытас йӑли // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Унта, клеенка ҫапнӑ диван ҫинче Толька курпуна кӑларса ларать.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Ахаль каламан ҫав ваттисем: «Хӑрах куҫлӑ ҫынна, курпуна тата хӑв арӑмна ан ӗнен».Недаром пословица говорит: «Не верь кривому, горбатому и своей жене».
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Акӑ Вӑта Тӑван патне икӗ пӗчӗк курпуна, хӗвел пек пит-куҫлӑскерсене, йӑтса пынӑ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
- 1