Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Виҫӗ кун хушшинче вара тыткӑнра пулнӑ Иудӑпа Вениамин йӑхӗсен ҫыннисем пурте Иерусалима пуҫтарӑннӑ — ку тӑххӑрмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн вуниккӗмӗш кунӗнче пулнӑ.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
60. Эпир Феран шывӗ хӗрринчен пӗрремӗш уйӑхӑн вуниккӗмӗш кунӗнче тапранса тухрӑмӑр, Иерусалима кайнӑ чухне эпир Ҫӳлхуҫанӑн хӑватлӑ аллине туйсах пытӑмӑр, ҫул пуҫламӑшӗнченех Вӑл пире тӗрлӗрен тӑшманран хӑтарса пычӗ, ҫапла эпир Иерусалима ҫитрӗмӗр.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унпа пӗрле Иерусалима Израиль ывӑлӗсен пӗр пайӗ — священниксемпе левитсем, юрӑҫсем, хапха хуралҫисем, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлекенсем — килнӗ, 6. вӗсем Артаксеркс ҫиччӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, ҫав ҫиччӗмӗш ҫулхи пиллӗкӗмӗш уйӑхра, ҫитнӗ; Вавилонран пӗрремӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче тухнӑ та, ҫул ҫинче Турӑ пулӑшса пынипе, Иерусалима пиллӗкӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче килсе ҫитнӗ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10-11. Священниксемпе левитсем тата тыткӑнра пулнисем пурте тасалса ҫитсессӗн вара тыткӑнран таврӑннӑ Израиль ывӑлӗсем пӗрремӗш уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче пасха уявне ирттернӗ.
2 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Иерусалимри Турӑ Ҫурчӗ патне таврӑнни иккӗмӗш ҫула кайсассӑн, иккӗмӗш уйӑхра, Салафиил ывӑлӗ Зоровавель, Иоседек ывӑлӗ Иисус тата вӗсен тӑванӗсем, священниксем, левитсем, — Иерусалима тыткӑнран таврӑннӑ пӗтӗм халӑх, — 55. Иудейӑпа Иерусалима таврӑнни иккӗмӗш ҫула кайсассӑн, иккӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ, 56. левитсене, ҫирӗм ҫулхинчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тӑвас ӗҫе пӑхса тӑма лартнӑ: вара Иисус тата унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсем, унӑн Кадмиил тӑванӗ, Имадавун ывӑлӗсем, Илиадуд ывӑлӗн Иодӑн ывӑлӗсем, хӑйсен ывӑлӗсемпе тата тӑванӗсемпе, — ӗнтӗ мӗнпур левит, — пӗр шухӑшлӑн пулса Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тӑвакансен ӗҫне ертсе пырса хавхалантарса тӑнӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пӗрремӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче Иосия Иерусалимра Ҫӳлхуҫа ячӗпе пасха ирттернӗ, пасха путекӗ пуснӑ, 2. кӗлӗ тумӗ тӑхӑннӑ священниксене Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче хӑйсен вырӑнне тӑратса тухнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав уйӑхӑн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗнче вара типӗ тытакан, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑннӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ Израиль ывӑлӗсем пурте пӗрле пуҫтарӑнчӗҫ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче Ездра священник унта пухӑннӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсен, тӑна илме пултаракан пӗтӗм ҫын умне саккун илсе тухрӗ; 3. вара Шыв хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта шуҫӑмран пуҫласа кӑнтӑрлаччен арҫынсемпе хӗрарӑмсем, тӑна илме пултаракан пӗтӗм ҫын умӗнче ҫав кӗнекене вуларӗ; пӗтӗм халӑх хӑлхине тайса саккун кӗнекине тимлерӗ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӳмене елул уйӑхӗн ҫирӗм пиллӗкӗмӗш кунӗнче, аллӑ икӗ кун хушшинче, туса пӗтертӗмӗр.15. Стена была совершена в двадцать пятый день месяца Елула, в пятьдесят два дня.
Неем 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара вӗсем ҫак ӗҫе тишкерсе пӗлме вуннӑмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче канашлу ирттернӗ; 17. ют халӑхсен хӗрӗсене качча илнисенӗн ӗҫӗсене вӗсем пӗрремӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗ тӗлне тишкерсе тухнӑ.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ку вӑл тӑххӑрмӗш уйӑхӑн ҫирӗммӗш кунӗнче пулнӑ.
1 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫапла эпир Агава юханшывӗ хӗрринчен пӗрремӗш уйӑхӑн вуниккӗмӗш кунӗнче Иерусалима кайма тапранса тухрӑмӑр; Туррӑмӑрӑн аллийӗ пирӗн ҫинче пулчӗ, пире тӑшман аллине, сыхласа тӑракансен аллине лекесрен ҫул ҫинче хӑтарса пычӗ.
1 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вавилонран вӑл пӗрремӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче тухнӑ пулнӑ, Иерусалима вара пиллӗкӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче ҫитнӗ — ӗнтӗ ырӑлӑх паракан Турӑ алли ун ҫинчех пулнӑ, 10. мӗншӗн тесессӗн Ездра пӗтӗм чун хавалӗпе Ҫӳлхуҫа саккунне тӗпчеме, ӑна вырӑна килтерсе тӑма, Израиль халӑхне саккунпа тӳрӗлӗхе вӗрентме тӑрӑшнӑ.
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вара тыткӑнран таврӑннисем пӗрремӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче Пасха уявне ирттернӗ, 20. мӗншӗн тесессӗн священниксем, левитсем тасалнӑ ӗнтӗ — вӗсем пурте, пӗр ҫын пек, таса пулнӑ; вара левитсем тыткӑнран таврӑннисем валли пурин валли те, хӑйсен священник-тӑванӗсем валли тата хӑйсем валли пасха путекӗсем пуснӑ.
1 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене кунсеренех кӳме пуҫланӑ, ҫав парнене тата ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче те, Ҫӳлхуҫана халалланӑ мӗнпур уявра та парса тӑма пуҫланӑ, тимлӗ пулса, ҫынсем тата ырӑ кӑмӑлтан Ҫӳлхуҫана парнесем кӳнӗ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсем ӗнтӗ хӳшӗ уявӗ уявланӑ, ӑна саккун йӗркипе тунӑ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнене хӑш кунӗнче мӗн чухлӗ кӳмелле пулнӑ, ҫавӑн чухлӗ кӳнӗ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иосия ӗнтӗ Иерусалимра Ҫӳлхуҫа ячӗпе Пасха ирттернӗ, вара пӗрремӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче Пасха путекне пуснӑ.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ӗнтӗ Иерусалимри чӳк парнисен вырӑнӗсене ҫӗмӗрсе тухнӑ, [йӗрӗхсене] тӗтӗрмелли пӗтӗм хатӗр-хӗтӗре те ҫапса аркатнӑ та Кедрон юхӑмне кайса пӑрахнӑ; 15. иккӗмӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче Пасха путекне пуснӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӗрремӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче тасатма пуҫланӑ та ҫав уйӑхӑн саккӑрмӗш кунӗнче Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пӑлтӑрне кӗнӗ; Ҫӳлхуҫа Ҫуртне сакӑр кун хушши тасатнӑ, пӗрремӗш уйӑхӑн вунулттӑмӗш кунӗнче тасатса ҫитернӗ.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн ҫирӗм виҫҫӗмӗш кунӗнче патша халӑха хӑйсен чатӑрӗсене янӑ, ҫынсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Давидшӑн, Соломоншӑн тата Хӑй халӑхӗшӗн, Израильшӗн, тунӑ ырӑлӑхшӑн чӗререн хӗпӗртесе те савӑнса саланнӑ.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.