Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунсен (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку асаилӳре ӗнтӗ хӑрушши те нумай пулнӑ, анчах та ун ҫумне темӗнле илемлӗх, иртнӗ кунсен илемлӗхӗ хутшӑннӑ, ҫавӑнпа та вӑл, ҫакӑнта пурӑнса ирттернӗ икӗ эрнене ӑшӑ кӑмӑлпа аса илсенех, хӑй пӗлнӗ вырӑнсемпе япаласене хавасланса пӑха-пӑха иртрӗ.

Хотя много было ужасного в этом воспоминании, какая-то прелесть прошедшего примешивалась к нему, и он с удовольствием, как будто приятны были проведенные здесь две недели, узнавал знакомые моста и предметы.

16 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Ҫынсем патне ҫемьери паллӑрах кунсен, праҫниксен ячӗпе саламлама кайса килмелле, хӑвӑрпа пӗрле чечек ҫыххи е парне илсе каймалла.

По поводу важных семейных событий и праздников наносят визиты с целью поздравления; в таких случаях принято дарить цветы или подарки.

7. Хӑнара // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Юлташӑм пурнӑҫ, утса тухарччӗ хӑвӑртрах ҫак пилӗкҫуллӑхпа кунсен вӗҫне пӗрле.

Товарищ жизнь, давай быстрей протопаем, протопаем по пятилетке дней остаток.

Пӗтӗм сасӑпа // Петӗр Хусанкай. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 3–11 с.

Инҫетри пурнӑҫӑн тӑвӑлӗсемпе хумханӑвӗсем ҫинчен те вӑл, усадьбӑри яланхи пек лӑпкӑ кунсен сулхӑнӗнче, сад шухӑшлӑн пӑшӑлтатса кашланӑ май илтӗнекен калавсем тӑрӑх кӑна тӗшмӗртнӗ.

Под задумчивый шепот сада, среди тихих будней усадьбы, он узнавал лишь по рассказам о бурях и волнениях далекой жизни.

I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Ӑна яланах малта пурӑнма пуҫламан кунсен тӑвӗсемпе вӑрманӗсем питӗ нумай пек туйӑнатчӗ.

Всегда как-то казалось, что впереди еще горы и леса непочатых дней.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Вӑл хӑйӗн кӳренӗвӗсем ҫинчен, чӑтса ирттернӗ асапӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ, — каласса тарӑхмасӑр, ӳкӗнӗҫлӗн кулкаласа, хурлӑхлӑ кунсен тӗксӗм ҫӑмхине сӳтсе пырса, упӑшки хӗненисене аса илсе каласа пачӗ, упӑшки ниме тӑман сӑлтавсемпех мӗн тери хӗненинчен, хӑй ҫав сӑлтавсене сирсе яма пултарайманнинчен хӑй тӗлӗнчӗ…

Стала рассказывать о своей жизни в обидах и терпеливом страдании, рассказывала беззлобно, с усмешкой сожаления на губах, развертывая серый свиток печальных дней, перечисляя побои мужа, и сама поражалась ничтожностью поводов к этим побоям, сама удивлялась своему неумению отклонить их…

III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Старик чӗтӗрекен сасӑпа авалхи юрра, пусмӑрта пурӑннӑ халӑхӑн юррине, чуралӑхпа пусмӑр вӑхӑчӗсенче, хаяр кунсен тӗттӗмлӗхӗнче куҫҫульсемпе тулнӑ каҫсенче ҫуралнӑ юрра юрларӗ.

Старик дрожащим голосом пел старинную песню, народную песню о угнетении, о временах рабства и насилия, ночах, наполненных слезами во мраке суровых дней.

VIII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

— Ҫурхи кунсен пуҫламӑшӗнче тракторсен ытларах пайӗ районӑн кӑнтӑр пайӗнче ӗҫлет, унтан майӗпенех ҫурҫӗрелле куҫарса пыратпӑр.

 — В первые весенние дни основная масса тракторов работает в самой южной части района, потом происходит последовательное перемещение к северу.

3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Эпӗ Альбинӑна хӑйӗн кун ҫулӗнчи тӗксӗм кунсен мӗлки унӑн хӗрӗн ҫулӗ ҫине ӳкмелле мар тесе ӑнлантарма тӑрӑшрӑм.

Я старался убедить Альбину в том, что чернота ее дней не должна ложиться тенью на дорогу дочери.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫапла ӗнтӗ, тӑпра айне пампассен пуҫламӑшӗнчи малтанхи кунсен историне чиксе хӑварнӑ.

В подпочву, таким образом, зарыта история первых времён существования пампасов.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Василиса Прокофьевна унран икӗ утӑмра, — ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ хӑйӗн, сӑнарӗ хаяр, асаплӑ кунсен инкекӗ куҫӗнчех курӑнса тӑрать.

Василиса Прокофьевна стояла в двух шагах от него, гневно поджав губы, — седая, суровая, с застывшей мукой в глазах.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Василиса Прокофьевна йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ те иртнӗ кунсен пурнӑҫне палӑртакан пер япала та кураймарӗ.

Василиса Прокофьевна повела взглядом и не могла отыскать ничего, в чем сохранилась хотя бы крупинка минувшей жизни.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Григорий йӑлӑхтарса ҫитермелле кичеммӗн тӑсӑлакан кунсен шутне-йӗрне те ҫухатрӗ.

Григорий потерял счет томительно тянувшимся дням.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Каллех, атака умӗнхи пекех, тӗнчене ҫутатакан хӗвеле, улӑм урисем патӗнче пытанса юлнӑ юра курчӗ, ҫерҫисем хуторта ҫуркуннехилле чӗриклетсе чӗвӗлтетнине илтрӗ, ҫывхарса ҫитнӗ эреветлӗ ҫурхи кунсен ытла та черченкӗ шӑршине туйрӗ.

Опять, как и перед атакой, увидел он светившее миру солнце, притаявший снег возле прикладков соломы, слышал весеннее чулюканье воробьев по хутору, ощущал тончайшие запахи ставшей на порог дней весны.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пурнӑҫ, тӑнӑҫлӑ кунсен ӑшӑх ытамӗнчен тухса, хӗсӗк ҫыраналла вӑркӑнса кӗнӗ.

С россыпи спокойных дней свалилась жизнь в прорезь.

XXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӗнтӗ чуна ҫурхи кунсен ӳсӗртсе яракан сӗлкӗшлӗ шӑрши савать, садсем чие йывӑҫҫисен нӳрӗ шӑршипеле сывлаҫҫӗ.

Уже манило пьяным ростепельным запахом весны, в садах пахло вишенником.

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл вара тӳссе ирттернӗ тертлӗ кунсен юнӗпе пылчӑкӗ хушшинче унӑн сӳне пӗлми сӑнарне вӑрахчен типтерлӗн аса илсе пурӑнчӗ, ӑна чӗринче акӑш-макӑш хитре те ӑслӑ, тӗнчере нимрен ытла юратса хисеплеме тивӗҫлӗ пирӗшти вырӑнне упрарӗ.

И он долго и бережно хранил в воспоминаниях, среди крови и грязи пережитого, ее светлый немеркнущий образ, облекая его ореолом недосягаемости и поклонения.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Харсӑртараххисем ҫапӑҫусенче, тифпа чирлесе, йывӑр суранланса вилеҫҫӗ, ыттисем вара, революци ҫулӗсенче намӑс-симӗсе ҫухатнӑскерсем, тылра кашкӑрсем пек пытанса пурӑнаҫҫӗ, тӑвӑллӑ кунсен авӑрӗнче лапӑрчӑк лӗкӗ пек, тислӗк пек ишсе ҫӳреҫҫӗ.

Все наиболее мужественные гибли в боях, от тифа, от ран, а остальные, растерявшие за годы революции и честь и совесть, по-шакальи прятались в тылах, грязной накипью, навозом плавали на поверхности бурных дней.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ӑна та, Григорие те ӗнтӗ яр-уҫҫӑн паллӑ пулчӗ: ӗлӗкрех вӗсен сукмакӗсем пӗрлешетчӗҫ пулсан, халӗ пурӑнса ирттернӗ кунсен тӗпсӗр шырланӗ вӗсене пачах уйӑрса янӑ — пӗр-пӗрин чӗри патне пырса ҫитме ҫук.

И ему и Григорию было донельзя ясно: стежки, прежде сплетавшие их, поросли непролазью пережитого, к сердцу не пройти.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӳтӗлет июльти ӑшӑ кунсен сенкер ҫӑмхи.

Разматывалась голубая пряжа июльских дней.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех