Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунсен (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Районти аграрисемпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем уяр кунсен кашни сехетне уй-хирте ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун туртнипе ӗҫлени ялан тухӑҫ парать // А.ТУВАНСКАЯ. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/ch ... tuh-paratj

Пурнӑҫ вӑл пурӑнса ирттернӗ кунсен шучӗ мар, пурнӑҫ — асран тухман кунсем, тенине тӗпе хурас-тӑк, кӗрхи кунсенчен пӗри нихӑҫан та асран тухас ҫук вӑрманҫӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӗмӗр — пурӑнса ирттернӗ кунсен шучӗ мар.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пурнӑҫ — пурӑнса ирттернӗ кунсен шучӗ мар, пурнӑҫ — асран тухма пӗлмен кунсен шучӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӗсем Светлана садне тухаҫҫӗ, иртнӗ кунсем ҫинчен, паянхи кунсен телейӗшӗн пуҫӗсене хунӑ юлташӗсене аса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Шупашкарти ҫурхи кунсен илемӗ вӑл — сӑвӑсенче час-часах асӑнакан шӑпчӑкла сарӑ хӗвел кӑна мар, вӑл — чӗрӗ, сывлать, калаҫать, юрлать, сана куҫран пӑхать, макӑрать, юратать, ҫиленет.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Шупашкарти ҫурхи кунсен илемӗ ҫинчен нумай писательсем ҫырса кӑтартнӑ, пуринчен те ытларах — прозаиксем…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

«Хӗвеллӗ кунсен шучӗпе Иркутск иккӗмӗш Калифорни шутланать», — тетчӗ вӑл мӑнкӑмӑллӑн.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Юлашкинчен те пулин, «Кун-ҫул тӳпинчен» кӗнеке ҫинчен калас пулсан, ҫакна палӑртмалла: унта поэтӑмӑр хальхи пурнӑҫ ҫине, иртнӗ самана, чӑваш культурин хӑш-пӗр ҫыннисемпе вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫине хальхи кунсен шайӗнчен, тӳпинчен пӑхма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫак утӑра ҫуллахи кунсен илемӗ.

Куҫарса пулӑш

XI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Паян ҫав синкерлӗ тата йывӑр кунсен чӗрӗ свидетелӗсен шучӗ палӑрмаллах чаксан ҫеҫ вӗсем тӗлӗшпе хамӑр шухӑшлава ылмаштартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ачисем синкерлӗ кунсен чӗрӗ палӑкӗсем // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/varca-achisem-sin ... kesem.html

Уйрӑмах палӑртса хӑвармалла ҫак проблема шӑпах уяв вӑрӑм кунсен тапхӑрӗнчен час-часах пӑшӑрхантарать пурӑнакансене.

Куҫарса пулӑш

Каллех ҫӳп-ҫап // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61151

Иртнӗ кунсен мӗлкипе пӗрлех ҫӗнӗ кӑмӑл ҫуралать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫуллахи хӗвеллӗ кунсен, ҫуллахи уйӑхлӑ каҫсен ҫырла шӑршиллӗ илемӗпе ҫӑмӑллӑн та ирӗклӗн савӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӑсӗ пулсан чухлама Салтса ҫыхтӑр хӑй ӑспе: Эпӗ ҫыхрӑм сӑнама Пулас кунсен ячӗпе».

Куҫарса пулӑш

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Халиччен Миколӑпа ҫыхӑннӑ хаваслӑ кунсен илемне те Сима асӗнчен ним юлми шӑлса кӑларчӗ Авдей.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Хӗрпе каччӑ пӗр-пӗрин ҫумне йӑпшӑнчӗҫ те, пулас кунсен илемлӗхӗ ҫинчен шутласа, телейлӗн, ерипен-ерипен шӑвӑнса килекен ире хирӗҫ ҫӗнӗ ӗмӗтсемпе ӗмӗтленсе утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫав кунсен хӗрӳ шавӗ лӑпланнӑ-лӑпланманах ӑна управление чӗнсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Тарҫӑра пурӑнмалли кунсен шучӗ вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Учительница хваттерӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эс ҫӗн кунсен ҫӗн шухӑшӗ пекех…

Куҫарса пулӑш

«Эс ҫӗн каҫсен ҫӗн шухӑшӗ пекех...» // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 41 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех