Шырав
Шырав ĕçĕ:
кункаҫа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑнтӑртан лӑпка ҫил кассӑн-кассӑн вӗркелет, хӑйпе пӗрле кункаҫа тем тӗрлӗ тӑрмашса, тем тӗрлӗ ӗҫлесе ывӑннӑ ҫан-ҫурӑма кантарма сулхӑн илсе килет.
Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Амӑшӗ унпа чунӗ киленичченех калаҫрӗ темелле — ӑна вӑл кунне темиҫе хутчен курчӗ, анчах ашшӗ, кункаҫа ҫураки ӗҫӗпе чупаканскер, ывӑлӗпе каҫсерен ҫеҫ пӗрер сехет ларкаларӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӗсем кункаҫа ывӑннӑ, вӑхӑт чылая кайнӑ, Логовсем патне пуҫтарӑнма та хӑрушӑ, апла пулсан та, пурпӗрех, хӗрарӑмсем нумайӑшӗ ларса канмарӗҫ, калаҫса чунӗсене йӑпатма Макариха патне килчӗҫ.
III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Анчах кункаҫа ӗшеннӗ Ваня ҫывӑрса та кайнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ир пуҫласа каҫчен, пӗр ларсан кункаҫа вырӑнтан хӑпмасӑр, кавир тӗртеттӗм.
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Страницăсем:
- 1