Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

куланҫи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пирӗн студентсем сопраматпа экзамен ӑнӑҫлӑ тытсан «Каччӑсен — авланма, хӗрсен качча кайма та юрать» тетчӗҫ, — терӗ кӑшт куланҫи пулса Ирина.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӗр асаплӑн йӑл куланҫи турӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Погонлӑ ҫын, сержант куҫӗнчен пӑхса, куланҫи туса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Унтан, хӑвӑрт кӑна телефон трубкине илчӗ те «ноль виҫҫӗ» цифрӑсене майӗпен сылтӑмалла шутарчӗ, хӑй сисмесӗрех сулахай куҫ хӳрине хӗссе илчӗ, куланҫи турӗ, ун куҫӗ умне мӑшӑрӗн сӑнарӗ курӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Сонек С... // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 8–9 с.

— Мур илесшӗ, шӑпах йӗке тымар ҫине лаплаттарнӑ иккен эпӗ, — шӑтӑрт ҫыртнӑ шӑл витӗр сӑрхӑнтарса кӑларчӗ ҫакскер, унтан, пуҫне икӗ енчен аллисемпе тӗкӗлесе, йӳҫҫӗн куланҫи туса, хытнӑ, илтӗни-илтӗнми саспа «чӑмласа сурчӗ»:

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Вӗсем, самант шӑпланса, пӗр-пӗрин ҫине тӗлӗнӳллӗн те иккӗленӳллӗн куҫ ывӑткаласа илчӗҫ, хӑшӗ-пӗри, пуҫне пӗксе, йӳҫҫӗн куланҫи туса, куҫне аялалла та тартрӗ, анчах вӗсенчен нихӑшӗ те (Павӑлӑн ҫамрӑк упа вӑйне аса илсе-ши?) мӑнтӑрккана хирӗҫлеме хӑяймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Эсӗ ку тӗлӗшпе ҫветтуй марччӗ-и ҫав? — куланҫи тукаласа, тавраран тӗртсе илчӗ ку.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Полина, хушнине итленӗ пек хирӗҫлевсӗр куланҫи туса, явӑнса-авӑнса илсе, юриех хӑйне ҫӑмӑлраххӑн кӑтартма тӑрӑшрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— А, Полина, — сӑпай чиккинчен тухмасӑр, асаплӑн куланҫи туса, кӑмӑл-туйӑм кисренӗвне путарса, хӗр куҫӗсенче чӳхенекен сенкер юрату кӳллинче ярӑнса илчӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл, муритлене-муритлене, куланҫи те турӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ывӑнтӑмӑр, ҫавӑнпа пуль, — кӑшт ҫеҫ куланҫи турӗ Тамара.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Каччӑ хура уссине пӗтӗркелесе илчӗ, хӗр ҫине тӳп-тӳррӗн пӑхса кӑшт куланҫи турӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Юлташӗсем ахӑлтатса кулса ярсан, Макар хӑй те куланҫи тӑвать, вара, ним пулман пекех, малалла калать:

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Кӑштах кайсан хавасланчӗ, хурӑн тӑрринче шӑхӑрса ларакан шӑнкӑрч ҫине пӑхса илчӗ те куланҫи турӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Баймашкинӑн кӗре питне хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ, анчах каччӑ хӑй именнине палӑртасшӑн пулмарӗ, юри куланҫи турӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эп куланҫи турӑм.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Анчах хӑйне хӑй пултаруллӑ полицейски шутласа, тутине хӑрах еннелле чалӑштарса куланҫи пулчӗ те аллипе Ҫтаппан ҫине тӗллерӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ, Матвей Александроаич килсен, тытатпӑр та ҫырӑнатпӑр, — хӗр ҫине кӑштах куланҫи туса пӑхрӗ йӗкӗт учитель.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗлменччӗ, — куланҫи туса, ӑшшӑн тавӑрчӗ Озеров.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл хамӑр ҫын, — ҫавӑнтах ачашланса, кӑштах куланҫи пулчӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех