Шырав
Шырав ĕçĕ:
Денис кӑтӑклакан шыва витререн ун ҫурӑмӗ ҫине пӗр хӗрхенмесӗр тӑкать, лешӗ, киленӳллӗн кукӑрӑлкаласа, лашалла тулхӑрать, ахӑлтатать, шыва пур еннелле те сирпӗтет.
III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Пур ҫӗрте те, ӳксе вилнӗ лашасем пек, ҫунса ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ нимӗҫ танкӗсем йӑваланса выртнӑ; нимӗҫ тупписем хӑйсен кӗпҫисене пленныйсем аллисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ пек ҫӗкленӗ; вилнӗ нимӗҫсем кукӑрӑлкаласа хытса выртнӑ, вараланчӑк хӗрлӗ ҫӳҫӗсем ҫӗр ҫумне шӑнса ларнӑ ӗнтӗ, лапчӑтса хунӑ каскӑсенче пӑр шӑнса ларнӑ.
10 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Ҫуртсем кутӑн-пуҫӑн сирпӗнсе пӗтнӗ, хӑрушла кукӑрӑлкаласа ларнӑ, вилмеллех аманнӑ, вӗсене пушар ҫавӑрса илнӗ, куҫ умӗнчех хура чул купи пулса ишӗлсе анаҫҫӗ…
9 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Вӑл пӗрре кукӑр-макӑр кукӑрӑлкаласа пынӑ, тепӗре пысӑках мар ункӑ туса илнӗ, е тӳрех пынӑ, унтан каллех ҫавӑрӑнкаласа ҫӳренӗ.След то извивался зигзагами, то описывал небольшой круг, то шел прямо, потом опять кружил.
XL сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӗсем пӗр паллӑ формӑллӑ пулман, кӗлеткине тата вырӑнне пӗрмаях улӑштарнӑ; е пӗр минутлӑха чарӑна-чарӑна тӑнӑ, е тата, коньки тӑхӑннӑ улӑпсем пек, ҫунса кӑмрӑкланнӑ ҫӗр ҫийӗпе ярӑнса ҫӳренӗ, тапхӑрӑн-тапхӑрӑн тӗлӗнмелле кукӑрӑлкаласа, ҫӗр тӗрлӗн хуҫкаланса, пӗр-пӗрин патнелле тайӑлкаласа илнӗ.
IV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ҫул, тӑвайкки хӗррипе ҫаврӑнса, айлӑмалла анать; кукӑрӑлкаласа, тӑтӑшах сӑрт тӗмески ҫине шӑвӑна-шӑвӑна тухса, лапамлӑ вырӑнпа иртет.Дорога, огибая изволок, спустилась в лощину, текла по ней, виляя и выползая на бугор.
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Хутор хушшинчи хӗллехи ҫуна ҫулӗн тӳремлӗхӗ шупкалса кайнӑ кӑвак хӑю евӗр кукӑрӑлкаласа выртать.Сизой, выцветшей лентой закривилась по хутору санная ровень дороги-зимнухи.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пантелей Прокофьевич темшӗн сӑхсӑхса илесшӗн пулчӗ, анчах та унӑн типсе кукӑрӑлкаласа ларнӑ пӳрнисем хӗрес палли хунӑ ҫӗртенех ҫурма ҫултан иртрӗҫ те хӑйсен шайне улӑштарчӗҫ: пуҫ пӳрне, хуҫи кӑмӑлне пӑхмасӑрах, ӑнсӑртран шӗвӗр пӳрнепе вӑта пӳрне хушшине хӗсӗнсе кӗчӗ, вара ҫак пӳрнесен намӑссӑр тӗвви кӑвак чекменӗн тавӑрса хунӑ арки айне вӑрӑ пек шӑвӑнса кӗрсе кайрӗ те, шалтан хӗрлӗ пуҫлӑ кӗленчене, пырӗнчен тытса, тулалла туртса кӑларчӗ.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫул вӗтлӗх хушшисемпе кукӑрӑлкаласа лапамалла анать.
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Пӳрт ҫуннӑ вырӑнта, ванчӑк кирпӗч куписем хушшинче, вутра ҫунса кукӑрӑлкаласа пӗтнӗ шуҫ татӑкӗсемпе вутпуҫҫисем хушшинче пӗр вырӑсла кӑмака хӑватлӑн ҫӳлелле карӑнса ларать.
V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Сылтӑм енче хӑмӑшпа хӑях ӳссе ларнӑ пысӑк шурлӑх курӑнса кайрӗ; хӑш-хӑш тӗлте унта, тӗмескесем ҫинче, кукӑрӑлкаласа пӗтнӗ пӗчӗк хурӑнсем тата имшеркке ҫирӗксем ҫӗкленсе лараҫҫӗ.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Кукӑрӑлкаласа пыракан ҫул анаталла — тӗттӗмрех пӗчӗк чӑрӑш вӑрманалла анма пуҫларӗ.Легко повиливая, проселок начал спускаться в низину — в темноватый еловый лесок.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫуралнӑранпа та хӗвел курман, тутӑхнӑ тӗслӗ имшер ҫирӗксем чӑрӑшсем айӗнче халсӑррӑн кукӑрӑлкаласа лараҫҫӗ.Под ними стояли, немощно сгибаясь, худосочные заржавленные ольхи, от рождения не видевшие солнца.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
- 1