Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кимме (тĕпĕ: кимӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир, сехӗрленнӗскерсем, хамӑрӑн пӗчӗкҫӗ мӗскӗн кимме, хамӑрӑн мӗнпур тара тата мӗнпур апат-ҫимӗҫе ҫуррине тиенӗскере ҫаплипех пӑрахса хӑварса, шыв урлах ҫыран хӗррине ҫитрӗмӗр.

Встревоженные, мы добрались до берега вброд, бросив на произвол судьбы наш бедный ялик, в котором находилась почти половина всего нашего пороха и все нашей провизии.

XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Сквайр, эсир вут чӗртнӗ фитиле курсанах, пире систерӗр, эпир вара кимме тепӗр еннелле яратпӑр, — терӗ вӑл.

Предупредите нас, сквайр, когда увидите зажженный фитиль, и мы дадим лодке другое направление.

XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Эпир кимме путарни путарманни халӗ кирлех мар ӗнтӗ.

— Теперь уж не важно, затопим мы ялик или нет.

XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Сквайр пӑшалне ҫӗклерӗ, веслапа ишекенсем чарӑнчӗҫ, эпир кимме тан тытас тесе хӗрринерех лартӑмӑр, пурте ӑнӑҫлӑнах пулса иртрӗ, кимӗ ҫине пӗр тумлам шыв та кӗмерӗ.

Сквайр поднял ружье, гребцы перестали грести, мы передвинулись к борту, чтобы удерживать равновесие, и все обошлось благополучно: ялик не зачерпнул ни капли.

XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эсир пурте хатӗр пулӑр тата пӑшал пенӗ вӑхӑтра кимме пӗр тан тытма тӑрӑшӑр, — терӗ вӑл.

А вы все будьте наготове и во время выстрела постарайтесь сохранить равновесие.

XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Сыхланарах, сэр, — кӑшкӑрчӗ капитан, — кимме ан ӳпӗнтерӗр!

— Осторожней, сэр, — крикнул капитан, — не переверните ялик!

XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпӗ кимме тӳрех ҫыран еннелле тытрӑм.

Я направил ялик прямо к берегу.

XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Пирӗн ытлашши тиесе тултарнӑ пӗчӗкҫӗ кимме пӗчӗкҫеҫҫӗ хум та ӳпӗнтерме пултарать.

Перегруженный наш ялик могла перевернуть даже легчайшая рябь отлива.

XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Гэнтер кимме корма ҫывӑхне илсе пычӗ те, эпир Джойспа ун ҫине тар, мушкетсем, сухарисем, сысна ашӗсем тиеме пикентӗмӗр.

Хантер подвел шлюпку к корме, и мы с Джойсом принялись нагружать ее порохом, мушкетами, сухарями, свининой.

XVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Багажа виҫӗ пысӑк кимме тиенӗ — пӗр баржӑна тата икӗ каноэне.

Багаж был погружён в три большие лодки — одну баржу и два каноэ.

Льюиспа Кларк экспедицийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... 0%B9%C4%95

Кимме шыв тулчӗ, вӑл путма пуҫларӗ.

Стали тонуть.

10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Кимме чи малтан эпӗ хӑваласа ҫитрӗм.

Я догнал лодку первый.

10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Ан тӗккелешӗр, кимме ҫирӗпрех тытӑр, унсӑрӑн пурте юхса каятпӑр! — тетпӗр.

— Держите чёлн, не толкайтесь, а то нас сдует!

10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ваҫҫапа пӗрле кимме тытса чарасшӑн тӗрмешетпӗр.

Василь и я стараемся удержать лодку.

10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Хумсем кимме пӗр енчен тепӗр еннелле силлентереҫҫӗ.

Лодку швыряет из стороны в сторону.

10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пӑхатпӑр — Энтрипе мӑнӑн кимме хӗрри таранах шыв тулса ларнӑ.

Смотрим — наш с Андрейкой чёлн до краёв полон.

10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Кӑшт ҫеҫ кайрӑмӑр — кимме шыв кӗме пуҫларӗ.

Чуть отплыли — лодка дала течь.

10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫыран ҫинче ҫирӗпрех шертесем шыраса тупрӑмӑр, кимме сӗтӗрсе шыва ятӑмӑр, лартӑмӑр та шертесемпе тӗккелесе ишме тытӑнтӑмӑр.

Мы отыскали на берегу шесты покрепче, спустили лодку на воду, оттолкнулись и стали шестами грести.

10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпир самантранах кимме ҫыран ҫине сӗтӗрсе кӑлартӑмӑр, ӑна ӳпӗнтерсе ӑшӗнчи шывне тӑкрӑмӑр.

Мы живо вытянули лодку на берег, перевернули её, чтобы воду вылить.

10. Юханшыв ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫумӑр чарӑнсан, эпӗ кимме утрав ҫине сӗтӗрсе кӑлартӑм та, ӑна ӳпӗнтерсе хурса, хам ун айне кӗрсе лартӑм.

А когда начался дождь, я вытащил лодку на остров, опрокинул её и уселся под ней.

Тӑвӑл // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех