Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кимме (тĕпĕ: кимӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл иртсе каясса шывра кӗтни ухмахла; кимме е шалкам ҫумӑр путарать, е ҫил-тӑвӑл ҫавӑрса пӑрахать.

Переждать ее на воде немыслимо; лодку затопит ливнем или опрокинет ветром.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӗсем кимме ларчӗҫ; каллех шыв шавлама пуҫларӗ, пӗр сехете яхӑн калаҫмасӑр ишрӗҫ; унтан Гелли Нок ҫине-ҫинех, хӑрӑлтатса сывланине илтрӗ (хирӗҫле авӑк ҫил вӗрнипе шыв пӑлханать).

Они сели в лодку; снова зашумела вода; около часа они плыли не разговаривая; затем, слыша, как Нок часто и хрипло дышит (подул порывистый встречный ветер, и вода взволновалась), Гелли сказала:

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Нок кимме шыв ҫийӗн ҫакӑнса ӳсекен тӗм хушшине пытарнине, ҫакӑн хыҫҫӑн чӗлӗмне табак тултарса чӗртнине, ҫулташӗ ҫине самант-самантӑн сӑнавлӑн тӗсенӗ май, темшӗн, тертлӗн те шӑппӑн кулкаланине Гелли чӗнмесӗр пӑхса тӑчӗ, унӑн пӑлханчӑк пуҫ миминче тавралӑх чӑн-чӑнах мар-тӑр тетерекен тӗлӗнмелле шанманлӑх вӑрана-вӑрана хускалать.

Она молча смотрела, как Нок, спрятав лодку под свесившимися над водой кустами, набил и закурил трубку; как, мельком взглядывая на спутницу, хмуро и тягостно улыбался, и странное недоверие к реальности окружающего моментами просыпалось в ее возбужденном мозгу.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Кур-ха, епле йывӑр, тачка пулӑ: эпир ӑна кӗҫех ӑшаласа ҫиетпӗр, — Нок кимме ҫыран патнелле тӗксе тӑратрӗ, пулла хӑйӑр ҫине пӑрахрӗ; унтан йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ те ҫатрака пуҫтарма пуҫларӗ, ӑна пӗр ҫӗре купаларӗ, анчах вут-шанкӑ сахал пухӑнчӗ.

Рыба, знаете, толстая и тяжелая: мы ее зажарим сейчас, — Нок подтолкнул лодку к берегу и бросил на песок рыбу; затем, осмотревшись, стал собирать валежник и обкладывать его кучей, но валежника набралось немного.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӑл кимме хӑйӑрлӑ ӑшӑх ҫӗрелле пӑрчӗ, кимӗ ҫырантан тӑрӑнчӗ те чарӑнчӗ, хӗр хумханса сиксе тӑчӗ, ҫурма хупӑ куҫӗсемпе йӗри-тавра аптӑравлӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Он направил лодку к песчаному заливчику; лодка, толкнувшись, остановилась, и девушка, нервно вскочив, растерянно осмотрелась еще слипающимися глазами.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

«Вӑт сана романтика! — кимме кӗсменпе тӗртнӗ май ӑшӗнче йӗплешрӗ Нок.

«Романично! — съязвил про себя Нок, отталкивая веслом лодку.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Хӑйсем кунтан ҫав тери вӑрттӑн кайнин сӑлтавне вӑл Нокӑн кимме пассажирсемпе тултарса лартас килменнипе ӑнлантарчӗ.

Конспиративную обстановку отъезда она объяснила нежеланием Нока перегружать лодку лишними пассажирами.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Лару-тӑру хӑйне евӗрлӗ килсе тухнӑран — ҫамрӑк ҫын кимме малалла каймашкӑн кӑна туянни уяр кун пекех уҫӑмлӑ.

Обособленность положения была такова, что покупать лодку имело смысл только для продолжения пути.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Мӗн пӳрни пултӑрах, — терӗ пулӑҫ, — мӗнех, кимме сире аллӑ тенкӗлле паратӑп (вӑл тӑватӑ хут йӳнӗрех тӑрать).

— Пожалуй, лодку я вам за пятьдесят рублей отдам (она стоила вчетверо меньше), так уж и быть, — сказал рыболов.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӑл хӑпарчӗ; шлюпка канатне ҫыхса хучӗ, — капла кимме юхӑм куҫарса каяймасть, унтан кубрик патне пырса тӑчӗ.

Он поднялся, укрепил причал шлюпки, чтобы лодку не отнесло прочь, и подошел к кубрику.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Ҫил кимме аяккалла хӑвалать.

Лодку стремительно несло в сторону.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Калюковпа Валет пӑлханчӑк Сӑр урлӑ чиперех каҫрӗҫ, ӑҫта тухнине хӑвалакансем ан пӗлччӗр тесе, кимме ҫыранра тупӑннӑ шалҫапа юханшыв варринелле тӗксе ячӗҫ те тӳрех вӑрмана кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку ӗҫпе иккӗшӗ те аппаланса курманскерсем, кимме шалалла ытлашширех те кӗртсе ячӗҫ пулмалла, ҫавӑнпа, лешӗ кӑтра хумсем ҫинче сӑмсине пӑра пуҫласан, ун ҫине аран выртса ӗлкӗрчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпӗ тет, акӑ мӗн майлаштарӑттӑм: хӑма ҫинче кимӗ хӑй тӗллӗн ишсе ҫӳретӗр, кӗсменҫӗсем вара чӑнласах авӑсчӑр; кайран вӗсем шыв хӗррине ҫитсе чарӑнаҫҫӗ те кимме кӑкарса хураҫҫӗ, унтан чӑн-чӑн ҫынсем пекех ҫыран хӗррине анса ҫырткалама вырнаҫаҫҫӗ».

Я, — говорит, — так хочу изловчиться, чтобы у меня на доске сама плавала лодка, а гребцы гребли бы по-настоящему; потом они пристают к берегу, отдают причал и честь-честью, точно живые, сядут на берегу закусывать».

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Летика кӗсменсенчен пӗрне юшкӑна ҫапса кӗртсе лартрӗ те кимме унран ҫыхса хучӗ, вара чӗр куҫҫипе чавси айӗнчен туха-туха ӳкекен чул муклашкисем тӑрӑх упаленсе иккӗшӗ те ҫӳле улӑхрӗҫ.

Забив весло в ил, он привязал к нему лодку, и оба поднялись вверх, карабкаясь по выскакивающим из-под колен и локтей камням.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Грэй кимме уҫӑ тинӗселле пӑрма хушрӗ, унтан сулахай ҫыранпа ишме пуҫларӗ.

Грэй взял направление к открытому морю, затем стал держаться левого берега.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Ӑҫта ишме хушатӑр, капитан? — кимме сылтӑм кӗсменпе ҫавӑрттарнӑ май ыйтрӗ Летика.

— Куда прикажете плыть, капитан? — спросил Летика, кружа лодку правым веслом.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кимме ҫапла канӑҫсӑр, ӑнӑҫсӑр хӑваласа сехете яхӑн иртрӗ.

В такой безуспешной и тревожной погоне за лодкой прошло около часу.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Сехри хӑпнӑран Меннерс ӗсӗкле-ӗсӗкле макӑрчӗ, матроса хӑратрӗ, ылханса пӗтерчӗ, анчах Лонгрен тӗрлӗ еннелле ывӑтӑнса сиккелекен кимме куҫран тӳрех вӗҫертес мар тесе мол хӗррине тата ҫывӑхарах пырса тӑчӗ ҫеҫ.

Меннерс рыдал от ужаса, заклинал матроса бежать к рыбакам, позвать помощь, обещал деньги, угрожал и сыпал проклятиями, но Лонгрен только подошел ближе к самому краю мола, чтобы не сразу потерять из вида метания и скачки лодки.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Кимме инҫете юхтарса кайичченех — Меннерс сӑмахӗ-кӑшкӑрашӑвӗ илтӗнми пуличченех — пӗр хускалмасӑр тӑчӗ.

Пока не отнесло лодку так далеко, что еле долетали слова-крики Меннерса, он не переступил даже с ноги на ногу.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех