Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗшетӗн (тĕпĕ: килӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Е тата, килӗшетӗн пулсан, кусене ӑна парнелем, сана урӑххисене парнелӗп.

— Или, если хочешь, подарю ей этих, а тебе других подарю.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Эсӗ килӗшетӗн пуль? — ыйтрӗ вӑл Шурикрен.

Ты согласен? — спросил он Шурика.

Ваҫка пиччӗшпе паллашнӑ хыҫҫӑнхи ӗҫсем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Килӗшетӗн пулсан, эпӗ санӑн иккӗмӗш аҫу пулам.

Но, если согласишься, я буду вторым отцом тебе.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Кӑмӑла каятӑн эсӗ мана, килӗшетӗн.

— Нравишься ты мне, по душе.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Килӗшетӗн пулсан, Тося сана унпа паллаштарма пултарать.

Если ты не против, то Тося может познакомить тебя с ней.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Килӗшетӗн эсӗ мана, Дина.

Нравишься ты мне, Дина.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Мӗн, ара, килӗшетӗн эсӗ мана, Кӗҫени, шутсӑр…

— Так, это, ты мне нравишься, Ксения, очень…

1 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эсӗ мана килӗшетӗн, анчах эсӗ каланӑ пек тума хӑратӑп.

И нравишься ты мне, и все, а как-то боюсь я по-твоему поступать.

7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

— Халлӗхе эсӗ мӗнпе килӗшетӗн?

— А пока что ты хочешь?

V. Тӗрмере // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Эппин, килӗшетӗн? — илтрӗ вӑл Юрий сассине.

— Значит, решено? — услышала она голос Юрия.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Эсӗ итле-ха мана, Воропаев, килӗшетӗн пулсан, эпӗ сана халех виҫӗ дача парӑп!

Да ты слушай меня, Воропаев, хочешь, я тебе сейчас три дачи дам?

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Килӗшетӗн пулсан, саншӑн тӑрӑшма пултаратӑп.

Хочешь, похлопочу за тебя?

Вӑтӑр тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Эсӗ ӑна килӗшетӗн, ну… хӗрарӑмсем мӗнле калаҫҫӗ-ха, — ҫавсем те.

Что ты ей нравился, или как там у баб еще называется.

Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Эсӗ килӗшетӗн пулӗ тетӗп…

Я думаю, ты согласишься…

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр ҫулталӑк пӑхатӑп сан ҫине, килӗшетӗн эсӗ мана, куратӑп, санра казак юнӗ пур, — анчах ниепле ӑнланма вӑй ҫитмест сана.

Год на тебя я смотрю, нравишься ты мне, вижу, казачья у тебя жилка, — а вот понять тебя не в силах.

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Нимӗн те шухӑшласа кӑлараймарӑмӑр-ха эпир: эсӗ пире килӗшетӗн те, килӗшместӗн те», — тенӗ пек пулчӗ вӗсем пӑхкалани.

«Мы еще ничего не решили: нравишься ты нам или не нравишься», — как бы говорил их взгляд.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей ҫине Глаша хӑюллӑн пӑхрӗ, унӑн хӗрарӑм илемӗпе илӗртекен кӑмӑллӑ кулли ҫапла калас пек туйӑннӑ: «Эсӗ ак пирӗн патӑрта тырра мӗнле валеҫни ҫинчен ыйтатӑн, эпӗ сан ҫине пӑхатӑп та — эсӗ мана питӗ килӗшетӗн, манӑн шухӑшсем пӗртте тырӑ ҫинчен мар, мӗн ҫинчен иккенне эсӗ нихҫан та пӗлеймӗн».

На Сергея она смотрела смело и с той, по-женски приятной улыбкой, которая точно говорила: «Вот ты спрашиваешь меня о том, как у нас растаскивали зерно, а я смотрю на тебя — и ты мне нравишься, и думаю я совсем о другом, а вот о чем — ты об этом никогда не узнаешь».

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Килӗшетӗн?

Согласен?

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӑмӑл мар тенипе килӗшетӗн эсӗ, — хӗрӳленсе каларӗ Хворостянкин.

Поддерживаешь, и ты того мнения, что нелегко, — горячась, говорил Хворостянкин.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Эсӗ килӗшетӗн пулсан, вилсе тупӑка кӗрсе выртичченех санӑн шанчӑклӑ ҫынну пулӑп… — тенӗ вӑл.

— Ну, раз ты согласна, до гробовой доски я буду верный тебе… — сказал он.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех