Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗшет (тĕпĕ: килӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1. Эй тӳрӗ ҫынсем, Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӑр: мухтаса калаҫни тӳррисене килӗшет.

1. Радуйтесь, праведные, о Господе: правым прилично славословить.

Пс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

38. Патша каланӑ: Кимгам манпа пӗрле пытӑрах, сан кӑмӑлна мӗнле килӗшет, эпӗ ун валли ҫавна тӑвӑп; манран мӗн ыйтатӑн, эпӗ саншӑн йӑлтах тӑвӑп, тенӗ.

38. И сказал царь: пусть идет со мною Кимгам, и я сделаю для него, что тебе угодно; и все, чего бы ни пожелал ты от меня, я сделаю для тебя.

2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Салпаад хӗрӗсем тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн хушать: вӗсем хӑйсен куҫне кам килӗшет, ҫавна качча тухма пултараҫҫӗ, анчах вӗсем ашшӗ йӑхӗн ӑрӑвӗнчи арӑмсем пулмалла, 7. Израиль ывӑлӗсен еткер ҫӗрӗ пӗр йӑхран тепӗр йӑха ан куҫтӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсенчен кашнийӗ хӑйӗн ашшӗ йӑхӗн ҫӗрӗпе ҫыхӑнса тӑмалла; 8. Израиль йӑхӗн еткер ҫӗрне илнӗ кирек мӗнле хӗр те ашшӗ йӑхӗн ӑрӑвне качча тухтӑр, вара Израилӗн кашни ывӑлӗ ашшӗ ҫӗрне еткерлӗхе илӗ; 9. еткер ҫӗр пӗр йӑхран тепӗр йӑха ан куҫтӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсен кашни йӑхӗ хӑйӗн еткер ҫӗрӗпе ҫыхӑнса тӑмалла, тенӗ.

6. Вот что заповедует Господь о дочерях Салпаадовых: они могут быть женами тех, кто понравится глазам их, только должны быть женами в племени колена отца своего, 7. чтобы удел сынов Израилевых не переходил из колена в колено; ибо каждый из сынов Израилевых должен быть привязан к уделу колена отцов своих; 8. и всякая дочь, наследующая удел в коленах сынов Израилевых, должна быть женою кого-нибудь из племени колена отца своего, чтобы сыны Израилевы наследовали каждый удел отцов своих, 9. и чтобы не переходил удел из колена в другое колено; ибо каждое из колен сынов Израилевых должно быть привязано к своему уделу.

Йыш 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унӑн сӑпайлӑхӗ, ҫын ҫине ӑшӑ куҫпа пӑхни,кашнинех ӑнланма, пурнӑҫпа творчество ҫулне суйласа илме пулӑшас кӑмӑлӗ такама та килӗшет.

Куҫарса пулӑш

Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Апла пулсан эпир выляни килӗшет вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Пушӑ вӑхӑтра Валерия юратнӑ хаҫатне вуласа киленет: «Тантӑшра» ачасен пултарулӑхӗпе паллашма, тавракурӑма аталантаракан материалсене шӗкӗлчеме килӗшет ӑна.

В свободное время Валерия наслаждается чтением любимой газеты: ей нравится знакомиться с творчеством детей из «Ровесника» и исследовать материалы, развивающие кругозор.

Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

«Ҫак професси мӗншӗн килӗшет?» — интереслентӗм унран.

Куҫарса пулӑш

Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Канат туртасси хӗрарӑмсен ӗҫӗ мар пек туйӑнать пулин те ҫак ӑмӑртӑва пӑхса тӑма пит килӗшет куракансене.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

«Хаваслӑ ҫемӗллӗ юрӑсем килӗшеҫҫӗ, вӗсем кӑмӑла хӑпартаҫҫӗ, савӑнтараҫҫӗ. Уйрӑмах эстрада юррисемпе сцена ҫине тухма килӗшет», – тет вӑл.

"Люблю песни с веселой музыкой, они поднимают настроение, радуют. Особенно нравится выходить на сцену с эстрадными песнями", - говорит он.

Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Мана ҫакӑн пекки, ыттисенчен уйрӑлса тӑни, килӗшет.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Чӑваш Ене килнӗ туристсенчен чылайӑшне Трактор музейӗ килӗшет.

Большинству приехавших в Чувашию туристов большинству Тракторный музей нравится.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех