Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Ҫакӑнпа эпӗ мӗншӗн кӑсӑкланнине чылайӑшӗ ыйтать. Хӑвӑртлӑхпа ӗҫлемелле, талӑкӗпех тесен те йӑнӑш мар. Кунашкал ритма тахҫанах хӑнӑхнӑ эпӗ. Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулма килӗшет мана».
Алена Аршинова: «Ҫынсемшӗн усӑллӑ пулмалла!» // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26
Пенза облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Иван Белозерцев Чӑваш Республикипе ҫыхӑнса ӗҫлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ: «Эпир Чӑваш Ене килсе унӑн ертӳлӗхӗпе Правительствин ӗҫӗн опытне нумай енӗпе тишкеретпӗр. Шупашкарти хӑтлӑх ҫӳллӗ шайра пулни пире килӗшет. Ҫурт-йӗр хута ярас енӗпе Пенза облаҫӗ япӑх мар ӗҫлет пулин те эсир пӗлтӗр пирӗнтен иртсе кайрӑр. Чӑваш Республики паян ӑнӑҫлӑ аталанать, ҫакӑ пире те савӑнтарать».
Пирӗн республика ӑнӑҫлӑ аталаннине палӑртнӑ // Ирина НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
«Пасар кунӗнче, кӗҫнерникун, тата шӑматкун кирек мӗнле тавара та хакне 10 процент йӳнетсе сутни халӑха питӗ килӗшет. Унсӑр пуҫне хака йӳнетекен дисконт карттисемпе те ӗҫлетпӗр», — тет Эльвира Чугунова фармацевт.
Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Ачасене, ашшӗ-амӑшне кунта кану условийӗсем хальхи пурнӑҫ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерни, меню питӗ пуян пулни килӗшет.
Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
8. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫине тӑрсах калатӑп: арҫынсем пӗр ҫилленмесӗр, иккӗленмесӗр, таса аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе пур ҫӗрте те кӗлӗ туччӑр; 9. хӗрарӑмсем ӗренкеллӗ, сӑпайлӑ тумланччӑр, хӑйсене вӗсем ҫӳҫне-пуҫне тем тӗрлӗ тирпейленипе мар, ылтӑн та ӗнчӗ ҫакнипе мар, хаклӑ тум тӑхӑннипе мар, 10. ырӑ ӗҫ туса капӑрлатчӑр — Турра юраса пурӑнма пулнӑ хӗрарӑмсене ҫавӑ килӗшет.
1 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй тӳрӗ ҫынсем, Ҫӳлхуҫашӑн савӑнӑр: мухтаса калаҫни тӳррисене килӗшет.1. Радуйтесь, праведные, о Господе: правым прилично славословить.
Пс 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Патша каланӑ: Кимгам манпа пӗрле пытӑрах, сан кӑмӑлна мӗнле килӗшет, эпӗ ун валли ҫавна тӑвӑп; манран мӗн ыйтатӑн, эпӗ саншӑн йӑлтах тӑвӑп, тенӗ.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Салпаад хӗрӗсем тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫамӑр акӑ мӗн хушать: вӗсем хӑйсен куҫне кам килӗшет, ҫавна качча тухма пултараҫҫӗ, анчах вӗсем ашшӗ йӑхӗн ӑрӑвӗнчи арӑмсем пулмалла, 7. Израиль ывӑлӗсен еткер ҫӗрӗ пӗр йӑхран тепӗр йӑха ан куҫтӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсенчен кашнийӗ хӑйӗн ашшӗ йӑхӗн ҫӗрӗпе ҫыхӑнса тӑмалла; 8. Израиль йӑхӗн еткер ҫӗрне илнӗ кирек мӗнле хӗр те ашшӗ йӑхӗн ӑрӑвне качча тухтӑр, вара Израилӗн кашни ывӑлӗ ашшӗ ҫӗрне еткерлӗхе илӗ; 9. еткер ҫӗр пӗр йӑхран тепӗр йӑха ан куҫтӑр, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсен кашни йӑхӗ хӑйӗн еткер ҫӗрӗпе ҫыхӑнса тӑмалла, тенӗ.
Йыш 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн сӑпайлӑхӗ, ҫын ҫине ӑшӑ куҫпа пӑхни,кашнинех ӑнланма, пурнӑҫпа творчество ҫулне суйласа илме пулӑшас кӑмӑлӗ такама та килӗшет.
Иксӗлми талант, пултаруллӑ ертӳҫӗ // Анатолий ТИМОФЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Апла пулсан эпир выляни килӗшет вӗсене.
Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
Пушӑ вӑхӑтра Валерия юратнӑ хаҫатне вуласа киленет: «Тантӑшра» ачасен пултарулӑхӗпе паллашма, тавракурӑма аталантаракан материалсене шӗкӗлчеме килӗшет ӑна.
Хаҫат-журнал вулакан — хастар пулакан // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
«Ҫак професси мӗншӗн килӗшет?» — интереслентӗм унран.
Пӗрре курсах ӑнланнӑ: унӑн хӗрӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Канат туртасси хӗрарӑмсен ӗҫӗ мар пек туйӑнать пулин те ҫак ӑмӑртӑва пӑхса тӑма пит килӗшет куракансене.
Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10
«Хаваслӑ ҫемӗллӗ юрӑсем килӗшеҫҫӗ, вӗсем кӑмӑла хӑпартаҫҫӗ, савӑнтараҫҫӗ. Уйрӑмах эстрада юррисемпе сцена ҫине тухма килӗшет», – тет вӑл.
Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Мана ҫакӑн пекки, ыттисенчен уйрӑлса тӑни, килӗшет.
Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Чӑваш Ене килнӗ туристсенчен чылайӑшне Трактор музейӗ килӗшет.Большинству приехавших в Чувашию туристов большинству Тракторный музей нравится.
Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №