Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килмелле (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата, кӑйкӑрӑм, виҫмине ман икӗ сыпӑкри пичче килмелле.

И ещё, сокол мой, послезавтра сюда приедет мой двоюродный брат.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Паян пулмастех-ха, манӑн яла кайса килмелле.

Сегодня не получится, мне в деревню надо съездить.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Киле кайса килмелле, апла ыран ӗҫе тухмалла.

Домой надо съездить, завтра же на работу.

Вуннӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Унсӑр пуҫне, ҫитес вӑхӑтрах район центрӗнчи культура ҫуртне 265 пин тенкӗлӗх музыка оборудованийӗ кӳрсе килмелле.

Куҫарса пулӑш

Куҫ пурне те курать // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d0%ba%d1%8 ... %82%d1%8c/

Халӗ ӗнтӗ, мур илесшӗ, кунта тата тепӗр хут ҫӗрле килмелле пулать.

О, чтоб тебе, теперь вот опять тащись сюда ночью.

25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

«Ӑна пӗлме пултаратпӑр. Каларӗ-ҫке, Кюльме аппа патне часах Салихов полицай килмелле. Ҫавна ярса тытӑпӑр», — пӑшӑлтатрӗ Света.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Сывлӑх сыхлавӗн министерстви умне кадрсене суйласа илес ӗҫе яваплӑха туйса пурнӑҫлама тӗллев лартатӑп: пӗчӗк хуласене тата яла чи тивӗҫлисем ӗҫлеме килмелле!

Ставлю задачу Минздраву подходить к подбору кадров ответственно: в малые города и на село должны приехать самые достойные!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

— Унччен кукамайпа кукаҫи патне ҫитсе килмелле, сцена ҫине тухма ялтан вӑй-хӑват илсе килмелле, — тет вӑл юратнӑ ҫыннисене.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ҫимӗҫсене килте е фермер хуҫалӑхӗнче ҫитӗнтернине ҫирӗплетекен ял тӑрӑхӗн администрацийӗсенчен справка илсе килмелле.

Куҫарса пулӑш

Хӗл хырӑмӗ аслӑ. Пурте пахчаҫимӗҫ хатӗрлеҫҫӗ // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Валентин Урташ аппӑшӗсем патне ҫӗнӗ арӑм илсе килмелле иккен.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ӳт шыҫса тӑртансан тухтӑр патне ҫитсе килмелле.

Если кожа опухнет, следует наведаться к доктору.

Хӗвел ҫинче хӗртӗнни: усси те, сиенӗ те // Галина ТЮРИНА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ҫавнашкал карттӑсен шучӗ ҫав маршрут тӗлӗшпе тӑтӑш турттармалли маршрутсен реестрӗнче кӑтартнӑ транспорт хатӗрӗсен чи пысӑк шучӗпе тӳр килмелле.

Количество таких карт должно соответствовать максимальному количеству транспортных средств, указанному в соответствующем реестре маршрутов регулярных перевозок в отношении этого маршрута.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Эксперимент ӑнӑҫлӑ иртсен Раҫҫей бюджетӗнчен Тутарстана ҫурт-йӗр тума тата та нумайрах укҫа килмелле.

Если эксперимент пройдет удачно, то из Российского бюджета в Татарстан должно поступить еще больше денег.

Кашни ҫемьене хӑтлӑ хваттер // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ытларах ӗнтӗ эрнекунпа шӑматкун килмелле, вӑл кунсенче пӗр 10-15 ҫын килессине пӗлтерчӗҫ.

Большинство прибудут в пятницу и субботу, на те дни сообщили о своем приезде где-то 10-15 человек.

Александр Блинов: «Эпир хупӑ мар, пирӗн площадка уҫӑ» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2817.html

Сире валли мӗн те пулин туянса килмелле мар-и?

Купить вам что-нибудь?

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Манӑн ыран район центрне ҫитсе килмелле.

Мне надо завтра съездить в районный центр.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Каҫхине вӗсене каялла илсе килмелле.

Вечером их надо привезти обратно.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен «Коопзаготпром» обществӑна килмелле е шӑнкӑравламалла.

Подробности можно узнать позвонив или зайти в общество "Коопзаготпром".

Эмел курӑкӗсем пухар-и? // Зоя НИКИФОРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Унта Кӗҫтук Кольцов килмелле иккен.

Куҫарса пулӑш

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Вӗренӳрен пушӑ вӑхӑтра ӗҫлес кӑмӑллӑ 14-18 ҫулхи ҫамрӑксен центра килмелле.

Куҫарса пулӑш

Тӗллев - ӗҫпе тивӗҫтересси // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех