Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каҫар сăмах пирĕн базăра пур.
каҫар (тĕпĕ: каҫар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ, Илья Митрич, пӗр хӑрамасӑрах выртатӑн пулӗ те, каҫар пире…

— Ты, Илья Митрич, может, без опаски ложишься, так ты извиняй…

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсӗ пирӗн райсовет депутачӗ пулсан та, — вӑрҫӑччен, астӑватӑн-и, ҫынсем саншӑн аллисене кар тӑратрӗҫ, — анчах вӑхӑт нумай иртрӗ, халӗ эсӗ пирӗн мирлӗ пурнӑҫри йӗркесене пӗлсех каймастӑн, — каҫар, ку сӑмаха сана тӳрех калама тивет…

— И хотя ты депутат нашего райсовета, до войны, помню, люди дружно за тебя голосовали, но времени прошло много, и ты наших мирных порядков теперь не знаешь — извини, приходится тебе и это сказать…

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Гриша, каҫар.

— Гриша, прости!

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫар, турӑҫӑм, хӗрхен!»

Пожалей, Господи, смилуйся!»

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫӳлти турӑ амӑшӗ, каҫар мана, ҫылӑхлӑскерне.

Царица Небесная, прости меня, грешницу.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ун пекех чӗресӗр ан пулсам ӗнтӗ, каҫар ӑна: Данило сана урӑх кӳрентермӗ!»

— Не будь неумолим, прости Данила: он не огорчит больше тебя!

III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Каҫар, батько! ан ҫилен! акӑ сана саламат; хӗне, мӗн чухлӗ хӗнес килнӗ таран, хамах парӑнатӑп: пуриншӗн те ӳкӗнетӗп; хӗне, ан ҫилен анчах! эс тахҫан ман ҫӗр айӗнче выртакан аттепе тӑван пек пурӑннӑ вӗт-ха, ҫӑкӑр-тӑвар пӗрле ҫинӗ, магарычне те пӗрле ӗҫнӗ».

— Помилуй, батько! не гневись! вот тебе и нагайка: бей, сколько душа пожелает, отдаюсь сам; во всем каюсь; бей, да не гневись только! ты ж когда-то братался с покойным батьком, вместе хлеб-соль ели и магарыч пили.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Каҫар, аннеҫӗм! мӗншӗн пӗтеретӗн-ха тӳрӗ чунлӑ халӑха?

— Помилуй, мамо! зачем губишь верный народ?

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Запорожецсем сасартӑк пурте ҫӗре ӳксе пӗр харӑс кӑшкӑрса ячӗҫ; «Каҫар, аннеҫӗм! каҫар

Запорожцы вдруг все пали на землю и закричали в один голос: — Помилуй, мамо! помилуй!

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Каҫар, пан голова! — терӗҫ хӑшпӗрисем, пуҫӗсене тайса.

— Помилуй, пан голова! — закричали некоторые, кланяясь в ноги.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Каҫар, ырӑ ҫыннӑм!

Прости, добрый человек!

XII // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Каҫар, ну, каҫар!

— Извини, ну, извини!

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Турӑ ячӗпе каҫар эппин эс мана.

Так вот ты прости меня Христа ради.

V // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Каҫар?

— Прости?

XXVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Каҫар мана, — терӗм эпӗ.

— Прости меня, — сказал я.

XXVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Хама мӗн кӳрентерни, халичченхи мӗнпур кӗвӗҫӳ пӗрремӗш хут мана ниме тӑман япала пек, хам мӗн туса хуни вара — питӗ пысӑк япала пек туйӑнчӗ, манӑн ун алли патне ӳксе: «Каҫар» теес килчӗ, анчах эпӗ пултараймарӑм.

И так ничтожно мне показалось все то, что оскорбляло меня, — вся моя ревность, и так значительно то, что я сделал, что я хотел припасть лицом к ее руке и сказать: «Прости!» — но не смел.

XXVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Каҫар ӗнтӗ, санпа ачашланса ларма кӑмӑлламастӑп, — хирӗҫ тавӑрчӗ Макариха.

— Извини уж, неохота мне с тобой ласкаться, — ответила Макариха.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Эсӗ пире каҫар, хӑнӑхнӑ япала, — ответлерӗ Кондратьев, пирус тивертсе тата Сергее те туртма парса.

— Извини, привычка, — ответил Кондратьев, закуривая и угощая Сергея.

XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Каҫар, Кузьмич, вилес умӗн, — терӗ вӑл, йывӑррӑн сывласа илсе.

— Прости, Кузьмич, перед смертью, — сказал он, тяжко передыхая.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Марийка, чунӑм, каҫар, ан кай!

— Марийка, сердце мое, не уходи!

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех