Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каярахпа сăмах пирĕн базăра пур.
каярахпа (тĕпĕ: каярахпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каярахпа вӑл фермӑна пӑру пӑхма вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Хресчен сассипе» - чӗрӗк ӗмӗр // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Каярахпа хӗрарӑм тӗрмене лекнӗ.

Позже женщина попала в тюрьму.

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Каярахпа фермӑсене ҫӗнетнӗ, вӗсенче кану, ҫӑвӑнмалли пӳлӗм пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Каярахпа сӑмса питӗрӗнет, ӳсӗрнӗ чухне пыр уйрӑмах ыратма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Грипп ерсен // Елена ЕГОРОВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Каярахпа пирӗн районта та ҫемье врачӗн офисӗсем хута кайма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ачасем тивӗҫлӗ пӗлӳ илме пултарччӑр, каярахпа хӑйсен вӗренӗвне малалла тӑсчӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӗп тӗллев — ачасене тивӗҫлӗ пӗлӳ парасси // Владимир Иванов. «Авангард», 2016, пуш, 11

Тен, шӑпах кинематографри «Маскарада» пула каярахпа театрта «Маскарад» ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Каярахпа Вячеслав Горданов оператор ҫапла каланӑ: «Мордвинова ӳкересси - чӑн-чӑн телей! Мӗншӗн телей? Мӗншӗн тесен Мордвинов шухӑшлама пултаракан ӑста, вӑл мӗн кирлине, мӗнле вылямаллине хӑех пӗлет, курать».

Куҫарса пулӑш

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Каярахпа «Ак Барс» команда спортсменӗ Раҫҫей чемпионатӗнче икӗ хут ҫӗнтерчӗ.

Позже спортсмен команды «Ак Барс» дважды победил на чемпионате России.

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Хӗсметрен таврӑнсан Григорий Лаврентьевич Шупашкарти РТИ заводра, каярахпа «Дорисс» пӗрлешӳре ӗҫлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Каярахпа ЧПУра вӗренсе аслӑ пӗлӳ илтӗм.

Позже обучаясь в ЧГУ получил высшее образование.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Каярахпа хӑйне мӗн кирлине ӑнланса илчӗ.

Потом поняла, что ей нужно.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Каярахпа ҫакӑ паллӑ пулчӗ - ку таблеткӑна малтан шывра ирӗлтермелле пулнӑ-мӗн...

Чуть позже всё стало ясно - эту таблетку сначала надо было растворить в воде...

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Пӗрлешнӗренпе ҫичӗ ҫултан кӑна аслӑ хӗр пӗрчи Эстелла кун ҫути курчӗ, каярахпа иккӗмӗшне аист илсе килчӗ.

Через семь лет супружеской жизни родилась дочь Эстелла, потом и второго аист принес.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

«Ҫиччӗсем», «саккӑрсем» каярахпа модӑна кӗчӗҫ.

Позднее "семерки", "восьмерки" вошли в моду.

Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).

Михалаки куҫ харшине пӗрӗнтерсе илчӗ, тарӑн шухӑша кайнӑ пек пулчӗ, каярахпа тин сӑмахӗсене тӑсса калама тытӑнчӗ:

Михалаки нахмурился, глубокомысленно помолчал и, наконец, произнес, растягивая слова:

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ҫук, — тенӗ вӑл каярахпа, — мӗншӗн, эсир калани хыҫҫӑн кайрӑм-ха эпӗ?

— Нет, — потом проговорил он, — что ж я в самом деле поддался вашему увлечению?

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Халӗ, вӑл та мана каярахпа ҫакӑн пекрех мастерской уҫма пулӑшасси ҫинчен калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн, эпӗ ӑна пулӑшса тӑратӑп.

Я теперь помогаю ей, с тем условием, чтобы она потом помогла мне устроить еще такую же швейную.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах акӑ каллех Маша: «Эпӗ ӑна, Вера Павловна, пӗр тенкӗ патӑм ӗнтӗ, кунта: 9 сехетчен илсе пырсан пӗр тенкӗ, каярахпа илсе пырсан — ҫуррине парӑр, тесе ҫырса хунӑ. Кӑна, Вера Павловна, кондуктор кӳрсе пачӗ, вӑл каҫхи поездпа килнӗ: мӗнле тума пултӑм, ҫавӑн пек турӑм, хӑвӑртрах ҫитес тесе извозчик тытрӑм, тет».

Но вот опять Маша: «Я ему, Вера Павловна, уж отдала целковый, тут надписано: если до девяти часов принесет, так целковый, позже — так полтинник. Это принес кондуктор, Вера Павловна, приехал с вечерним поездом: говорит, как обещался, так и сделал, для скорости взял извозчика».

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Каярахпа вӑл вӗсен ҫырӑвӗсем ҫине пачах ответлеми пулчӗ; ҫакӑнтан вӑл Вера Павловнӑпа ун упӑшкине хӑйӗн малтанхи вӑрӑм ҫырӑвӗнче каласа панӑ Лопухов шухӑшӗсене ҫеҫ пӗлтересшӗн пулни сисӗнчӗ, ҫак ӗҫе тунӑ хыҫҫӑн вара малашне ҫырмасан та юрать, тесе шутланӑ пулас вӑл.

Потом он и вовсе перестал отвечать на их письма; по всему видно было, что он только хотел передать Вере Павловне и ее мужу те мысли Лопухова, из которых составилось такое длинное первое письмо его, а исполнив эту обязанность, почел дальнейшую переписку излишнею.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех