Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каярахпа сăмах пирĕн базăра пур.
каярахпа (тĕпĕ: каярахпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халӑхсен Аслӑ хускалӑвӗ хыҫҫӑн ҫак ҫӗрсем ҫинче герман йӑхӗсемпе аварсем тӗпленнӗ, каярахпа — римлянсем хыҫҫӑн юлнӑ пурӑну вырӑнне Стрегом ят панӑ славянсем вырнаҫнӑ, ку ят каярахпа Дунай урлӑ пӗлтерӗшлӗ каҫма патӗнче вырнаҫнӑ хулан хальхи ячӗ валли никӗс пек пулса тӑнӑ.

После Великого переселения народов на этих землях осели германские племена и авары, а позднее — славяне, окрестившие римское поселение Стрегом, что стало впоследствии основой для современного названия города, находящегося у важной переправы через Дунай.

Эстергом // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%AD%D1%81%D ... 0%BE%D0%BC

Апла пулин те, каярахпа, темиҫе скандал пулса иртнӗ хыҫҫӑн тата партири кӗрешӗве пула, малтан Бхарти штатӑн тӗп министрӗн пуканне пушатнӑ, каярахпа ӑна БДП ретӗнчен те кӑларнӑ.

В дальнейшем, однако, ряд скандалов и внутрипартийная борьба привели сначала к уходу Бхарти с поста главного министра штата, а затем и к её исключению из рядов БДП.

Мадхья-Прадеш // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 0%B5%D1%88

Каярахпа, каярахпа, — чарчӗ ӑна Лелюков, — апла шухӑшӑмӑр персе янӑ пистолет тӗтӗмӗ пек сирӗлсе кайӗ…

— Потом, потом, — остановил его Лелюков: — а то мечта разлетится, как дымок после пистолетного выстрела.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Каярахпа, Павлик, каярахпа

Потом, Павлик, потом.

Ҫиччӗмӗш курӑну // Арсений Тарасов. Килти архив

Каярахпа, каярахпа!

Куҫарса пулӑш

II. Ҫитрӗмӗр // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Каярахпа кӗпер тӑрӑх трамвайсем те ҫӳреме пуҫланӑ.

Позднее по мосту ходили также трамваи.

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Каярахпа пинцетпа е ҫиппе туртса кӑлармалла.

Куҫарса пулӑш

Сӑвӑсран асӑрханмалла // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %bb%d0%b0/

Анчах та каярахпа «хыпарсӑр ҫухалнӑ» ҫын пирки хыпар килнӗ: Сунтал Михали — Петӗр ашшӗ ӗнтӗ — хастар салтак пулнӑ, темиҫе медальпе ордена та тивӗҫнӗ, миллионшар салтак пекех, ҫуран танкӑшса та кӗрешсе тӑшмансене килне ҫитиех хӳтерсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Каярахпа кулянма пӑрахрӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр тенкӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 277–280 с.

Каярахпа вӑл килти выльӑхсемпе пӗрле кӗтӗве ҫӳреме тытӑнчӗ, Паня ӗнерен пӗр утӑм та юлмастчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑши пӑрушӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 272–273 с.

Каярахпа кушакне хӑйне те хӑратакан пулса ҫитрӗ: сулмак сӑмсипе таклаттарать те, лешӗ вара е диван айнелле, е кӑмака хыҫнелле тарса ҫухалать…

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Каярахпа, лӑпланарахпа, Вова халиччен каласа паманнине каласа пачӗ Амӑшне.

Куҫарса пулӑш

«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Амӑшне суйни киревсӗр япала пулнине каярахпа туять ҫеҫ мар, пӗтӗм чунпа ӑнланать.

Куҫарса пулӑш

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Каярахпа тимлетпӗрех.

Куҫарса пулӑш

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Каярахпа пиччӗшӗ кӑштӑртатса кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Каярахпа Британи колонисчӗсем вампаноаг йӑхӗсен мӗнпур ҫӗрӗсене хӑйсен аллине ярса илнӗ.

Впоследствии британские колонисты завладели всеми землями племени вампаноаг.

Кейп-Код // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... 0%BE%D0%B4

Каярахпа, шип-шип «атти» хывса пуҫламӑш шкулта вӗренме тытӑнсан, ашшӗпе каллех кӑсӑк калаҫу пулса иртет.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Каярахпа, ӳсерехпе, Вихтӗр ӑнланать: килти автан, паллах, ун чух: «Кирук кукку-у!» — тесе пӗлтерме пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Малтанах районти потребительсен обществин тытӑмӗнче, каярахпа мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӗп больницӑн васкавлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче водительте ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратупа шанчӑклӑхӑн «ылтӑн юбилейӗ» // Наталия АЛЕКСЕЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/yu ... tn-yubilej

Салтак ҫулне ахаль рядовойӗнчен пуҫланӑ, каярахпа кӗҫӗн сержант званине илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех